Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тинӗсе ҫывӑх пулнипе, хулан ку пайӗ айлӑмра выртнипе урамри шыв кӳленчӗкӗсем нихҫан та типмеҫҫӗ, пур енче те хуралтӑсем ларакан пӗчӗк те тӑвӑр площадьсем вара яланах пылчӑкпа ҫӑрӑлакан пӗвесене аса илтереҫҫӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Мана, совет айӑплаканӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, прокурор трибунӗ ҫинче хам пысӑк-пысӑк фронтӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче, тӗрлӗ вӑхӑтсенче курнӑ ҫынсем: Великие Луки таврашӗнчи ватӑ колхозник Матвей Кузьмин; малалла ҫапӑҫасшӑн пулнипе училищӗрен тарнӑ пӗчӗк гварди рядовой Михаил Синицкий те; урам кӗтессинче ларакан ҫурта крепость туса хума пултарнӑ молдаван виноградарӗ Юрка Таракуль та; танк полкӗн ялавне хӑтарас тесе хӑйӗн ҫемйине хӗрхенмен Украина хӗрарӑмӗ Ульяна Белогруд та; ватӑ разведчик Чередников пичче те; мирлӗ ӗҫшӗн хуйхӑрса кӗперсене, пӗвесене, ҫулсене, ҫуртсене сывлӑша сирпӗтекен Николай Харитонов та электричество ламписемпе ҫутӑлса тӑнӑн туйӑнчӗҫ.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Эпир вӗсен тӑвӗсенчен тӗлӗнетпӗр пулсан, вӗсем ахӑртнех, пирӗн ҫырмасене, пӗвесене, кӳлӗсемпе вӑрмансене курсан кӑсӑкланнӑ пулӗччӗҫ.
Кури Чу юханшыв // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5426-%D0%9A% ... D0%B2.html
Кунта ҫӗре питӗ асӑрханса чавнӑ: кӑларнӑ тӑпрана ӑҫта та пулсан ҫывӑхри пӗвесене путарнӑ.При рытье этих подземных ходов, для предосторожности, вынутая земля выбрасывалась в ближайший пруд.
III. Ҫынсемпе вӑрмансем усал ӗҫ тума пӗрлешни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫилпе куштӑрканӑ тӑмлӑ ҫӗр тип-тикӗс выртать, индеецсем чакаласа тунӑ пӗвесене шутламасан, кунта пӗр тунхах та тӗл пулмасть.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кондратьева тата тусем ҫинчен юхса анакан пӗчӗк юханшывсем интереслентернӗ, вӗсен шывне ҫӗнӗрен тунӑ пӗвесене яма палӑртнӑ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Давыдовӑн та, правлени членӗсен те Островнов проекчӗпе килӗшме тиврӗ, мӗншӗн тесен кивӗ пӗвесене пачах та колхоз хуҫалӑхӗ пуласса шута илсе туман.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун шухӑшӗпе, ҫӗнӗ пӗвесене ҫакӑн пек вырӑнсене тумалла: хирте суха тӑвакан бригадӑсен выльӑхӗсене шӑварма ҫур километртан ытла кайса ҫӳремелле ан пултӑр.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Чир ку, — тет Обломов, — шырлаксем хушшипе сиксе, пӗвесене татса, сарӑлса кайса юхакан шыв евӗр пурнӑҫ — чир вӑл.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗвесене тепӗр хут пӳлесшӗнччӗ.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Ҫулсеренех техника тытса пӗвесене юшкӑнран тасатнине те ырламалла.
Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Яваплӑ тапхӑрта пӗвесене пӑхса тӑма ятарлӑ ҫынсене ҫирӗплетнӗ.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫавна май шыв-шур вӑхӑтӗнче пӗвесене пӑхса, тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
- 1
- 2