Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ кунта пӑшӑрхана пуҫларӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эп хам килӗшӳсӗр хӑтланнӑшӑн пӑшӑрхана пуҫларӑм, чӳречене хупма кӑна тӑнӑччӗ — хирӗҫри пӗчӗк чӳрече уҫӑлчӗ те унтан А-цзинь пилӗк таран тухса выртрӗ.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
Ай-гу тата ытларах пӑшӑрхана пуҫларӗ, ларма-тӑма та вырӑн тупаймарӗ — мӗншӗнне вара хӑй те чухлаймарӗ.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
«Мӗн ку? Мӗншӗн вӑл макӑрать?» — шухӑшларӗ пӑшӑрхана пуҫланӑ Огнянов.
XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӑшӑрхана пуҫлани сӑнӗ-питӗнче те курӑнса кайрӗ.
XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Аптрамалла, — пӑшӑрхана пуҫларӗ Спиридончо та.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл ӑҫтанне ыйтмашкӑн та, мӗншӗн ҫавӑн пек тумланнине пӗлме хӑяймарӑм ӗнтӗ, анчах пит хӗрхенсе пӑрахрӑм, чунӑм та пӑшӑрхана пуҫларӗ.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чэнь пӑшӑрхана пуҫларӗ, пуҫне усрӗ те тимлесех итлеме пикенчӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Пистолет пӗҫертет ун аллине, вӑл ӑна темиҫе хут та ман ҫине ҫӗклерӗ, хӑй чӗтрерӗ те, йӑнӑшпа ку чӑнах та персе ан ятӑр тесе, эпӗ чанах та пӑшӑрхана пуҫларӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Миша, — терӗм эпӗ каллех, хам пӑшӑрхана пуҫланӑ май, — илтнӗ пулӑр-ха, вӑл хутсем сире халь нимӗн тума та кирлӗ мар-ҫке.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951