Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ пӗрре пӑхсах Китая Аризонӑран уйӑрса илекен пултӑм.
I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Кӗрӗкӗ, пӑхсах курӑнать, кунта ҫӗленӗскер мар, анчах хӑй ҫӑматӑпа.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Акӑ, эсӗ аслӑ ӑру умӗнче нимрен хӑраман рыцарь пек тӑратӑн та ӑна тӳррӗнех, питрен пӑхсах калатӑн: пӗтӗмпех эсир айӑплӑ! — тетӗн…
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Кӑшман хирне пӑхсах тӑратпӑр-ҫке эпир.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Пӗр пӑхсах паллӑ.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Эсӗ ҫул ҫине пӑхсах тӑр.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ӗне сунине пӑхсах тӑраҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сисӗмлӗ ҫын ҫак ҫамрӑк пӑрусем ҫине пӑхсах тӗнчен нумай-нумай илемне асӑрхаса юлма пултарать.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тимӗр шаккакансем эпӗ магазина кӗрсе тухнине чӳречерен пӑхсах ларнӑ-мӗн.
Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.
Пӗрре пӑхсах палларӗ, «Влас!» терӗ те пырса ыталарӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пӗр-пӗрне куҫран пӑхсах тата ҫур сӑмахранах ӑнланакан мӑшӑрсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль парса чыслаҫҫӗ.
Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/
— Маларахри ҫулсенче ачасене выляма тунӑ лаптӑксене те, хоккей коробкине те, спорт площадкине те пӑхсах тӑратпӑр.
Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/
Пӗрре пӑхсах каҫарчӗ Славик ӑна…
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Хӗр ҫине пӗрре пӑхсах паҫӑр тарӑхнисем йӑлтах манӑҫа тухрӗҫ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Куҫран пӑхсах каларӗ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Эхер, кам та пулсан урӑххи куҫран пӑхсах ыйтсан, мӗн курмалла, намӑсланнипе ӑҫта кайса кӗмелле?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Еньковпа иккӗшӗн сӑмахӗ пит лайӑх сыпӑнса пырать те, куҫран куҫа пӑхсах калаҫаҫҫӗ вӗсем, самант та шӑпланмаҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Шкулта апат-ҫимӗҫ тӗрӗслекен комисси ӗҫлет, кашни кунах апат виҫине, тутлӑхне тӗрӗслет, комисси меню йӗркипе хатӗрленӗ блюдасене пӑхсах тӑрать».
Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149
Урӑх тӗнче кирек камшӑн та илӗртӳллӗ: вӑл мӗнлереххине, ваттисем каларӑшле, алӑпа тытса пӑхсах тӗрӗслес килет.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Юрату вӑл, тусӑм, пӗрре пӑхсах паллӑ…
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.