Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ Верховнӑй Совет председателӗн йышӑну пӳлӗмне, Моховой урама, кайса пӑхрӑм, ҫапах та хӑйӗн патне лекеймерӗм, темле ҫамрӑкскерпе калаҫрӑм, анчах вӑл хӑй фронтра та пулман та, мана ӑнланма пултараймасть.
3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эпӗ сан ӗнӳсене пӑхрӑм та хӑраса кайрӑм.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Эпӗ шӳтлеме пӑхрӑм вара:
Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Унтан танлаштарса пӑхрӑм: килӗшекеннисем те пур, килӗшсех кайманнисем те.
«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Хусанкайӑн ҫак икӗ томри вырӑсла куҫарнӑ сӑввисене малтан ахаль кӑна, танлаштармасӑр, вуласа пӑхрӑм.
«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
«Тӑван сасӑсем» кӗнекене уҫса пӑхрӑм.
«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Поезд тапрансан, вакун пусми ҫинчен каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм.
Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Сӑвӑ вӗҫне пӑхрӑм, чӑнах та: «1934 ҫ. Микушкел.» Халь ӗнтӗ шухӑшлатӑп: ма-ха тусӑм ҫак сӑвӑллӑ ҫырӑва упранӑ, тата вӑтӑр ҫултан та манман-ҫухатман, хӑйӗн тӗп кӗнекине кӗртнӗ?
Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Пуҫа ҫӗклесе пӑхрӑм та тӗлӗнсе-савӑнсах кайрӑм: ман умра ҫап-ҫамрӑк та ҫап-ҫутӑ сӑнлӑ Хусанкай тӑрать!
Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ҫывӑхра йытӑ тавраш ҫӳремест-и тесе тухса пӑхрӑм.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Тӑвалла пӑхрӑм та ватӑ йӑмрасем хыҫӗнчен хуп-хура тӗтӗм явӑнса хӑпарнине куртӑм вара.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Укҫа ярса пӑхрӑм — перевод каялла ҫаврӑнса пычӗ.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
«Эпӗ пӑхрӑм кантӑк витӗр, Тусӑм иртрӗ пуль тесе.
О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.
Тепрехинче тепӗр хӗр умӗнче летчик пулса пӑхрӑм.
О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.
Пӑхрӑм илтӗм те, пӗр виҫ-тӑват утӑм кайсан, ҫав сӑн-пите таҫта курнӑ пек туйӑнса кайрӗ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Эпӗ ун ҫине кӑн-н тинкерсе пӑхрӑм та ҫӑвара пирус кӑларса хыпрӑм.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Мӗншӗн паҫӑртанпах пӗр вырӑнтан хӑпаймасть-ха ку комбайн тесе, йӗтем ҫинчен чупса ансах пӑхрӑм.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Манӑн ӑна шӑпах ҫапла, йытӑ ҫухалнӑшӑн ытлашши хуҫӑлманнине пӗлтерсе, калаҫтарас килнӗччӗ, ҫак сӑмахсене кӗтнӗччӗ эпӗ унран, анчах илтрӗм те — тӗлӗнерех пӑхрӑм ун ҫине: хамӑрӑн пӗчӗк тусӑмӑр ҫӗтни нивушлӗ темех мар уншӑн?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Эпӗ уҫӑ журнал ҫине пӑхрӑм та аялтан кӑвак чернилпа туртнӑ сӑмахсене вуларӑм:
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Эпӗ Аннушкин ҫинелле сӑнасарах пӑхрӑм: итлетех-ши вара?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.