Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхмасӑр (тĕпĕ: пӑх) more information about the word form can be found here.
Вилӗмӗ хапха ҫӳллӗшне пӑхмасӑр урлӑ каҫса кӗрет, йывӑҫ ҫуртра-и, кирпӗчрен хӑпартнӑ ҫуртӑн тимӗр алӑкӗ хыҫӗнче-и — пӗрех тупать, ниҫтан сывлӑш кӗрейми-тухайми чул хӑвӑлне тарса пытансан та хыҫалтанах пырать…

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Мӗнпур вӑй-хӑватне пухса, кӑмӑлне хытарса, хура пӗлӗт ҫийӗнчи ялтӑр ҫиҫӗм ташшине пӑхмасӑр малалла талпӑнчӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пантей, каҫхи апат туманнине пӑхмасӑр, пичетлекен станок патне юлчӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Мукин, хӗр ҫине пӑхмасӑр, хитре уҫӑ сассипе кулса хӑй ӗҫне тӑвать: е хӑма савалать, е ҫӗнӗ клише валли хӑма-никӗс хатӗрлет.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Архипов электрод тыткӑчине айккинелле пӑрахрӗ, пит хӳтлӗхне ҫӗклерӗ те, Ирина ҫине пӑхмасӑр, ҫиллес сасӑпа:

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑхӑт никамран ыйтмасӑр, нимӗне пӑхмасӑр шӑвать те шӑвать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Малалла килӗнче пӑхмасӑр вӗренме ӗлкӗрнӗ пӗр-икӗ пуплеве калама пуҫларӗ:

Help to translate

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Арӑмӗн вӑрттӑн иртӗхӗвне Кашкин сиснӗ-ха, ҫапах — хӑйӗнчен пӗтӗм поселок кулнине пӑхмасӑр! — курнине курмӑш пулса шӑла ҫыртнӑ.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун ҫине тиеннӗ хӗрхенӳсӗр асапсем — упӑшки вилни, ачасенчен уйӑрни, выҫлӑх, кӳрентерни, нимӗне пӑхмасӑр ҫак черченкӗ хӗрарӑмра этемлӗх вӑйӗ пӗтмен иккен, вӑл ытларах ҫирӗпленнӗ те йышланнӑ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак ыйтуллӑ шухӑшсемшӗн ӑна хӑйне те хӑрушӑ пулса кайрӗ, анчах ӑна пӑхмасӑр шухӑшсем аяккалла вӗҫрӗҫ:

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавах та нимӗне те пӑхмасӑр пуҫлӑха кӗтсе илсе Ваҫилене хӑтарас тӗллевпе вӑл вырӑнтан тапранмарӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Директор чӗнмерӗ, ӑшӗнче пӑхмасӑр калама вӗреннӗ текста тепӗр хут куҫ умне кӑларса аса илчӗ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ кавалер, чӑннипех те хӑраса ӳкнӗскер, ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарчӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр эсӗ ӳссе ҫитӗнӗн, ӗненетӗп, кашни арҫын ӑмсанмалла чиперкке пулса тӑрӑн.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле шартах сикрӗ, ывӑннине пӑхмасӑр ҫӑмӑллӑн каялла сикрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачасем хыҫҫӑн тата тепре вуларӗ, пӑхмасӑр калама вӗреннӗ пек.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку плаката кашни шкул ачиех пӑхмасӑр калама вӗреннӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Адресне пӑхмасӑр калама вӗренчӗ, ҫӗрле вӑратсан та пичетленӗ пек каласа парӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫан авал ирсӗр, кӗвӗҫӳллӗ француз, саранча пек, вӑрҫӑпа килсе тухнӑ кунта, Мускав таран ҫитнӗ, хулана ҫунтарса янӑ, унтан, выҫса ҫитсен, Кутузовран тарма тытӑннӑ, кунта ӑна вырӑс сивви ҫитсе кутран ҫапнӑ та ҫур миллионлӑ «Аслӑ ҫарне» ҫухатса ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарнӑ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулне-мӗнне пӑхмасӑр утрӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed