Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Ҫавӑнпа Эпӗ сире, Израиль килӗ, кашнине хӑй мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура сут тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; усаллӑх ан такӑнтартӑр тесе ӳкӗнӗр, хӑвӑрӑн пӗтӗм усал ӗҫӗртен пӑрӑнӑр.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа Израиль халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Турӑ енне ҫаврӑнӑр, йӗрӗхӗрсенчен сивӗнӗр, пӗтӗм ирсӗр ӗҫӗрсенчен пӑрӑнӑр, тесе калать те.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене курсан: «пӑрӑнӑр! таса мар ҫын пырать!», «пӑрӑнӑр, пӑрӑнӑр, ан сӗртӗнӗр!» тесе кӑшкӑратчӗҫ; вӗсем аванмарланса иртсе каятчӗҫ; халӑх хушшинче вара ҫапла калатчӗҫ: «вӗсем текех пулмӗҫ!
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сирӗн патӑра Эпӗ Хамӑн чурамсене, пророксене, ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм, каларӑм сире: «кашнийӗ усал ҫулӑртан пӑрӑнӑр, юсанӑр, урӑх турӑсен ирӗкне тӑвас тесе вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вара Эпӗ сире тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр» терӗм, анчах эсир ҫакна хӑлхана чикмерӗр, Мана итлемерӗр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн тесессӗн ку — пӑлхавлӑ халӑх, суя ачисем, Ҫӳлхуҫа саккунне илтесшӗн мар ҫав ачасем, 10. вӗсем витӗр куракансене: «пулассине ан курӑр», пророксене: «тӗрӗссине ан калӑр — кӑмӑла ҫӗклекеннине пӗлтерӗр, лайӑххине ҫеҫ калӑр; 11. ҫул ҫинчен кайӑр, сукмакран пӑрӑнӑр; Израиль Святойне пирӗн куҫран ҫухатӑр» теҫҫӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ырӑлӑхне кӗтӗр, ӳкес мар тесессӗн Унран ан пӑрӑнӑр.ожидайте милости Его и не уклоняйтесь от Него, чтобы не упасть.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
115. Эй йӗркесӗр ҫынсем, пӑрӑнӑр ман патӑмран, эпӗ Туррӑм ӳкӗчӗсене уяса пурӑнам.115. Удалитесь от меня, беззаконные, и буду хранить заповеди Бога моего.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм Израиль куҫӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа пухӑвӗ умӗнче Туррӑмӑр илтмелле калатӑп: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн мӗнпур ӳкӗтне уяса пурӑнӑр, вӗсенчен ан пӑрӑнӑр, ҫавӑн чухне тин ҫак ырӑ ҫӗре тытса тӑма, ӑна ӗмӗрлӗхе ачӑрсене еткерлӗхе хӑварма пултарайӑр; 9. эсӗ вара, Соломон ывӑлӑм, хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах, пӗтӗм чӗрӳпе те чунупа Уншӑн ӗҫле, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пур чӗрене те тӗрӗслесех тӑрать, шухӑш хусканӑвне те пӗлет.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Фесва ҫынни Илия вара Ваал пророкӗсене ҫапла каланӑ: ӗнтӗ пӑрӑнӑр, эпӗ те хамӑн парнеме кӳрем, тенӗ. Лешӗсем айккинелле пӑрӑнса шӑпӑрт пулса тӑнӑ.]
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ӑҫта чи вирлӗ ҫапӑҫу пулать, Урияна ҫавӑнта тӑрат, хӑвӑр унран пӑрӑнӑр, вӑл вилмелли вырӑнта тӑтӑр, вилтӗр» тенӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Самуил халӑха ҫапла хуравланӑ: ан хӑрӑр, эсир ку ҫылӑха турӑр ӗнтӗ, анчах эсир Ҫӳлхуҫаран ҫеҫ ан пӑрӑнӑр, пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса тӑрӑр, 21. ниме юрӑхсӑр турӑсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вӗсем усӑ та кӳреймеҫҫӗ, ҫӑлаймаҫҫӗ те: вӗсем — ӑҫтиҫук ҫеҫ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Моисей саккунӗн кӗнекинче мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс те тимлӗ туса тӑрӑр, унран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнӑр.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Астӑвӑр, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнӑ пек тӑвӑр; сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнӑр; 33. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра ҫӳреме хушнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, ҫапла сирӗн чӗрӗ тӑмалла пултӑр, сире ырӑ пултӑр, хӑвӑр аллӑра илекен ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр, терӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫӳлхуҫа Моисее [тата Аарона] ҫапла тесе каланӑ: 45. ку халӑхран пӑрӑнӑр, Эпӗ вӗсене самантра пӗтерсе пӑрахатӑп, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Моисей халӑха каланӑ: ҫак йӗркесӗр ҫынсен чатӑрӗсенчен пӑрӑнӑр, вӗсен ҫылӑхӗсемшӗн вӗсемпе [пӗрле] пӗтес мар тесессӗн, вӗсен пӗр япалине те ан тӗкӗнӗр, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.