Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрӑнса (тĕпĕ: пӑрӑн) more information about the word form can be found here.
Хӗреслӗ ҫултан ӑҫталла пӑрӑнса утмаллине пӗлмесӗр вӑл пӗр ват ҫынран пырса ыйтрӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Чипер пынӑ ҫӗртех лаша темрен хӑраса хӑрт-харт туса илчӗ те, ҫулран пӑрӑнса, ҫырма тӑрӑх тӑвалла вирхӗнчӗ.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Йӗкӗтсем шыва кӗрсе ӳкнӗ кушакла йӗпеннӗ, пуҫӗсене пӗксе пӑрӑнса утнӑ хӗр ҫумӗнчен.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӗҫелис сиксе тӑчӗ те ларнӑ вырӑнтан тӑватӑ-пилӗк метра пӑрӑнса лаштра йӑмра кутӗнче хӑсма тытӑнчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Арҫын хай тӑракан вырӑнтан васкамасӑр пӑрӑнса тӗрӗслев кӗтес илет: «Куратӑн-и, пурте йӗркеллӗ. Санӑн куҫу чалӑшма пуҫланӑ. Урӑх ман пата клише йӑтса ан кил. Ӑнлантӑн-и?» — тесе вылявлӑн шӗвӗр пӳрнипе Вӗҫелиса пилӗкӗнчен тӗксе илет.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кӗркури хӗртен: «Эсӗ мана ҫартан таврӑнасса кӗтетӗн-и?» — тесе ыйтаканскер каярах унтан пӑрӑнса ҫӳреме тытӑнчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Унтан пӑрӑнса утрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Алексей чеен кулса пӑрӑнса утрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Кӑштахран вӑл та манран пӑрӑнса ҫӳреме тытӑнать, курӑн ак, — шутларӗ Ирина.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр куҫӗсенче куҫҫулӗ шӑрҫаланчӗ, вӑл пӑрӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ӗҫ-пуҫ чӑн та лайӑха ҫаврӑнасса шанса пӑрӑнса утрӗ ҫеҫ, Сидор Иванович платник патне пычӗ те ыттисем илтмелле мар: — Тӑхта, ан ҫӗмӗр, — терӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑвӑртрах пӑрӑнса утас шухӑш-кӑмӑллӑ Архипов платник тата пуҫлӑхӑн калаҫӑвӗ мӗнпе вӗҫленессине пӗлесси килчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эпӗ айккинелле ҫеҫ пӑрӑнса тӑтӑм.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юрату юрри итлеме мар, авланас пирки сӑмах хускатсан та, Иван Алексеевич ушкӑнран пӑрӑнса утатчӗ.

Help to translate

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Ӑна майӗпен авса хуҫрӗ те, чалӑшшӑн пӑрӑнса, трактор каллех кивӗ йӗр ҫине ӳкрӗ.

Help to translate

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хырлӑхран пӑрӑнса уҫӑ вырӑна тухсан, Сятров йывӑҫсем айӗнче карлаттарсах ҫулӑм явӑннине асӑрхарӗ.

Help to translate

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубовӑн пичӗ пӗҫерсе кайрӗ, чӗлхи ҫине пӗр сӑмах та килмерӗ, аптранипе вӑл карттусне хывса аллинче лӳчӗркеме тытӑнчӗ, кӑшт аяккинелле пӑрӑнса, хӑйпе мӗн пулса тухнине виҫӗ-тӑватӑ сӑмахпа ӑнлантарса пачӗ.

Help to translate

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара тухмарӗ, Раман машинӑна мӗнле кӗрсе ларнине, газик кукӑралла пӑрӑнса кӗнине чӳречерен вӑрттӑн сӑнаса тӑчӗ вӑл.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, сукмакран пӑрӑнса, йӗр тӑрӑх кайрӗ.

Help to translate

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аллинчи тыткӑчне кӗрт ҫине лап пӑрахрӗ те Ҫтаппан айккинелле пӑрӑнса тӑчӗ.

Help to translate

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed