Шырав
Шырав ĕçĕ:
Те сехет выртрӑм ҫапла, те иккӗ — шартах сикрӗм: ярт кӗчӗ хӑма хушшинчен хӗвел ури, ниҫталла пӑрӑнмасӑр тӳрех чаш пырса тӑрӑнчӗ ваннӑ пӗтев хутаҫне ылтӑн сӑнӑ пек.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Пит пысӑк хӑрушлӑха чухласа илнӗ Григорий, пӗлнӗ вӑл, ӑслӑ та хаяр украинец унӑн ӗлӗкхи шухӑшӗсене, патша пирки, тӑван ҫӗршыв пирки, казаксен ҫар ӗҫӗнчи тивӗҫлӗхӗ пирки пулнӑ ӑнланӑвӗсене ерипен, пӗр пӑрӑнмасӑр ишӗлтерсе пынине.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Малтанах вӑл вӗрентнисене чылайӑшӗ ӗненмен, шанмасӑр тӑнӑ, анчах та Штокман хӑй ҫулӗнчен пӗр пӑрӑнмасӑр пӗтӗм ӗненменлӗхе ҫӗнтерсе пычӗ.Вначале натыкался он на холодную сталь недоверия, но Штокман не отходил, а прогрызал…
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах унӑн ӗҫӗ сӑн-пичӗпе шапах килӗшӳллӗ пулнӑ: вӑл кимӗ ҫине ларсан, кӗсменсемпе авӑсса, пулӑҫӑсенчен лайӑхрах ишнӗ; вӗҫен кайӑксене пере-пере ӳкернӗ; пӗр пӑрӑнмасӑр утӑ ҫулакансем патӗнче кам мӗнле ҫулнине пӑхса тӑнӑ; пахчара миҫе дыня, миҫе арбуз ӳснине пӗлнӗ; пӗви урлӑ хунӑ кӗпер ҫинчен каҫса каякансенчен лав пуҫне пилӗкшер пус илсе тӑнӑ; йывӑҫсем ҫине хӑпарса грушӑсем силленӗ; хӑйӗн хаяр аллипе кахал тарҫисене хӗненӗ, ҫав хаяр аллипех тивӗҫлисене пӗрер черкке эрех те пырса панӑ.
III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Андрей ниҫта пӑрӑнмасӑр, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пекех вуларӗ, — статьяра кашни сӑмахах вӑйлӑ, чӗрене хумхантарать, шанчӑклӑ тӑвать.Андрей читал не отрываясь: каждое слово в статье было значительным, волнующим и обнадеживающим.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫав вӑхӑтра аслӑ сапер: халлӗхе ансӑр сукмака ҫеҫ тасатса килтӗмӗр, ун тӑрӑх умлӑн-хыҫлӑн аяккалла пӑрӑнмасӑр утмалла, тесе пӗлтерчӗ командира, мӗншӗн тесен, йӗри-тавра минӑсем.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Икӗ талӑк хушши эпӗ ун ҫуртӗнче пурӑнтӑм, е тӑна кӗреттӗм эпӗ, е, тӑна ҫухатнӑ хушӑра, куҫӑма уҫаттӑм та, пӗрмаях, хамӑн вырӑн умӗнчен пӑрӑнмасӑр, мана урӑх ҫулпа аташса каясран сыхланакан ҫак тӗксӗм ҫынна кураттӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Такам, ҫӳлӗ кунчаллӑ калуш ҫине кӑҫатӑ тӑхӑннӑскер, ман сӑмса патӗнчех чарӑнчӗ те, ниҫталла пӑрӑнмасӑр тӑрать.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ хама манӑн рабочи тивӗҫӗ мӗн хушнӑ — ҫавна тунӑ, вилессе те вӑл ӗҫрен пӑрӑнмасӑр вилетӗп.Я делала, что велел мне мой рабочий долг, и умру, не изменив ему.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫав шав хумӗсем вара вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, чул сӑртсем пекех, ниҫталла пӑрӑнмасӑр ларакан Мэрипе Сид патнелле те пыра-пыра ҫитрӗҫ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Темӑна тӗп проблемӑран пӑрӑнмасӑр тытса пыма ӑс-хакӑлӑн пӗтӗмлетӳ вӑйӗ кирлӗ.Чтобы управлять темой не отвлекаясь от главной проблемы, необходима сила воображения.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Пирӗн районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр та патшалӑх ун умне лартнӑ тӗллеврен пӑрӑнмасӑр малалла аталанать, ҫынсене ӗҫлӗ пулма пулӑшать.
Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
13. Ӑссӑр-тӑнсӑр шапӑлкка хӗрарӑм, айванскер, нимӗн те пӗлменскер, 14. хула тӳпемне, хӑй килӗн алӑкӗ умне пукан ҫине тухса ларать те 15. ҫулпа иртсе пыракансене, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр пыракансене, чӗне пуҫлать: 16. «айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» тет, катӑк ӑслине вара ҫапла калать: 17. «вӑрланӑ шыв пылакрах, пытарса хӑварнӑ ҫӑкӑр тутлӑрах» тет.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, халӗ ӗнтӗ Хӑвӑн чурушӑн, манӑн аттемшӗн, Ху ӑна: «эхер те санӑн ывӑлусем, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр, Ман умӑмра эсӗ ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтмӗҫ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Асаил Авенира хӑваласа кайнӑ та Авенир йӗрӗнчен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасӑр йӗрлесе пынӑ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль ҫапла тунӑшӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл каланӑ: ҫак халӑх Эпӗ хӑйсен ашшӗсемпе хывнӑ халала пӑснӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, 21. Эпӗ те ӗнтӗ [Нав ывӑлӗ] Иисус хӑй вилнӗ чухне [ҫӗр ҫине] хӑварнӑ халӑхсенчен пӗрне те кунтан хӑваламӑп — 22. вӗсем Израиле сӑнама пулччӑр: Израиль ывӑлӗсем, хӑйсен ашшӗсем пек, Ҫӳлхуҫа ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр ҫӳрӗҫ-и, ҫав ҫулпа кайӗҫ-и е урӑхла тӑвӗҫ-и? тенӗ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.