Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пычӗҫ (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Тухсанах Ахмар-Укаслу патне алӑк кутӗнче кӗтсе тӑнӑ юлташӗсем чупса пычӗҫ.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем, пӗр-пӗрне асӑрхасассӑнах, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса сас пачӗҫ те хире-хирӗҫ вӗҫсе пычӗҫ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем мӗн пулнине хуллен манса пычӗҫ.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халиччен вӗсем ӑна куллен пулӑшса пычӗҫ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан хайхи сассем ҫывхарса-ҫывхарсах пычӗҫ

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем Савантер патне чупса пычӗҫ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун патне тарҫисем чупса пычӗҫ:

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пычӗҫ Йӗршшӳ ҫинчен Уламаспа Патирек Ӗлӗкхине манасшӑн астумаҫҫӗ — пулман пек: Ертсе пычӗҫ хайсемпе темиҫе ял чухӑнне, Ӗлӗк Урха мулӗшӗн тара хӗрсе пиҫнипе.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗкеҫпеле Силемпи Чупса пычӗҫ ун патне, Унтах пычӗ Уланки Пулӑшмашкӑн пӗлӗшне.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн чаҫе Ленинградран ҫурҫӗрелле пӗр пӗчӗк станцие хӳтӗлеме илсе пычӗҫ.

Help to translate

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Акӑ халӗ те Валерикпе пӗрле виҫ-тӑват ача ун патне чупса пычӗҫ те: — Савин мучи! Вӑрҫӑри ҫинчен каласа пар-ха. Ӗнер калама пултӑн вӗт, — тесе аптратма тытӑнчӗҫ ачасем.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Юлашки вӑхӑтра Карпиярвире ӗҫсем хӑвӑрт улшӑнса пычӗҫ.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем пӗр тапхӑр кӳлӗ хӗррипе пычӗҫ, унтан вӗсен ҫулӗ тӑвалла хӑпарчӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Маттур, атьсемӗр, чӑтӑр тата кӑштах, тата кӑштах тӳсӗр! — хавхалантарса пычӗҫ пире мастер та, цех начальникӗ те, главнӑй инженер та, директор та, тӑртанса кайнӑ пит-куҫӗсене савӑнӑҫлӑн кӑтартма тӑрӑшса.

Help to translate

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

Пӗр ушкӑн тӗрлӗ тӗслӗ материалтан бантик пек туса ҫыхрӗ, теприсем вӗсене сетка ҫине ҫирӗплетсе пычӗҫ.

Help to translate

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Ҫав вӑхӑтра аслисем ман пата апат ҫиме пычӗҫ.

Help to translate

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ун сӑввисем «Ҫӗнтерӳ ҫулӗнче» те пичетленсе пычӗҫ.

Help to translate

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫак вӑхӑтра ҫӗр айӗнчен, темле курӑнман шӑтӑксенчен кӗтӗвӗпех шуйттансем сиксе тухрӗҫ те, сӗрлешсе, тум-хаяррӑн ахӑрса-шӑхӑрса, траки-мраки тукаласа, ҫут хуҫкаласа, сиккелесе, Полинӑпа Ула Тимӗр хыҫҫӑн пычӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑтмарҫӑсем, ӑшши панӑ мунча тарӗпе ҫӑвӑнаканскерсем, пӑшт-пашт йӳҫекен чуста пек пӑшлаткаласа, Ула Тимӗр патне мӑкавлӑн мӑкӑлтатса пычӗҫ те ун ҫумне, тенкел ҫине хӑмӑррӑн тӗшӗрӗлчӗҫ, лаклатрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Михӗсене пурне те кимӗ патне йӑтса-йӑтӑрласа пычӗҫ, кӗҫех вӗсем, михӗсем, «хытӑ матрас» ҫине типтерлӗн сарӑнса выртрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed