Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пысӑкрах (тĕпĕ: пысӑк) more information about the word form can be found here.
Картинӑсемсӗр пуҫне — ҫак апатланмӑша ҫынсем мӗншӗн кӑмӑлламаннине пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ тепӗр сӑлтав ӑнлантарса парать.

Кроме картин, более важное обстоятельство объясняло непопулярность этого заведения.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫамрӑк ҫын шухӑшӗпе — ӑна ҫавӑрса хуптӗрленӗ черченкӗ те тӗлӗнмеллерех ҫак тӗслӗхре ушӑн, Дрибӑн, ят-сумӗ, ытлашши нумай шухӑшлама юратакан Хависсо ҫапкаланчӑк ят-сумӗпе танлаштарсан, чылай пысӑкрах.

И молодой человек думал, что его, Дрибба, авторитет куда выше в таком тонком и странном случае, чем авторитет бродяги Хависсо, известного своей склонностью к размышлениям.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Тата пысӑкрах ухмах — эсир.

Еще больший дурак — вы.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

— Ҫитменнине тата — виҫӗ хут пысӑкрах.

— Да еще увеличенную в три раза.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Хурлӑхлине ҫурмалла пайлатпӑр; парсам мана пысӑкрах ҫуррине.

Разделим пополам все, что горько; отдай мне большую половину.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Унӑн пичӗ Гноршӑн ытла та кӗретӗн курӑнать, вун-вун хут пысӑкрах пек; Гнор ӑна хул пуҫҫинчен тытрӗ, хӑйне пачах туймасӑр темӗн калать, калать… мӗн — тӳрех манчӗ; хӑйӗн сӑмахӗсен сасси ӑна тискеррӗн те вӑйсӑррӑн туйӑнать; вара вӑл тахҫантанпах кӗтекен телейӗ килсе ҫитнипе кӑшкӑрса ячӗ, ҫак телейӗн туйӑнми, суккӑрла, ӗсӗклекен ачашлӑхӗнче Кармен урисем патне пӗшкӗнчӗ те вӗсене чӗтрекен, асапланса ҫитнӗ аллисемпе кӗвӗҫӳллӗн, ункӑ туса ытамларӗ.

Ее лицо выделилось и удесятерилось Гнору; он взял ее за плечи, не помня себя, забыв, что сказал; звук собственного голоса казался ему диким и слабым, и с криком, с невыразимым отчаянием счастья, берущего глухо и слепо первую, еще тягостную от рыданий ласку, он склонился к ногам Кармен, обнимая их ревнивым кольцом вздрагивающих измученных рук.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Анчах кӑткӑн ачасене итлесе тӑма та вӑхӑчӗ пулман: вӑл хӑйӗнчен виҫӗ хут пысӑкрах улӑм пӗрчи сӗтӗрсе пынӑ, хӑйне пурӑнма пӳрт тума васканӑ.

Но муравью некогда было их слушать: он тащил соломинку втрое больше себя и спешил строить свое хитрое жилье.

Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.

Пысӑкрах шӑтӑк тумалла, — терӗ капитан.

— Необходимо сделать большую дыру, — сказал капитан.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Шуйттан асламӑшӗпе тупа тӑватӑп, паллах, унӑн вӑл пур тӑк, — карҫинккаран пысӑкрах рак хуранӗсене хам куртӑм, вӗсем асамат кӗперӗ пек чӑп-чӑпар.

Клянусь тетушкой черта, если она у него есть, что сам видел раковины больше корзины, и они пестрели, как радуга.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Чӑн та, тен, халь чинӗпе пысӑкрах та-и — ӑна пӗлместӗп.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, вӑл Ваньккана шеллет, ӑна тата пысӑкрах инкекрен ҫӑлса хӑварасшӑн?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йытӑ — Полканран та пысӑкрах овчарка — тинех, хӑйӗн тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланине туйса, вӗрме пӑрахрӗ, мӑнаҫлӑн та юлхавлӑн карӑнса, пӳрт айӗнчи йӑвана кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑвӑн тивӗҫне кура, тӳпӳ те санӑн ахаль ҫынна тивекеннинчен чылай пысӑкрах та йывӑртарах пулӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫук, кермен парасса кӗтместӗп эпӗ, ҫемьене кунтан пӑртак та пулин пысӑкрах пӳлӗме те куҫарса килмешкӗн килӗшмелле…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун хыҫҫӑн кӗҫех пысӑкрах ӗҫ — тен, чи кирли — ҫывхарасса сисрӗ вӑл.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Е, пултарайсан, пысӑкрах начальниксене те…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ҫынна пысӑкрах ӗҫ шанса пама юранине ӑнланчӗ вӑл.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хам ӗҫпе ӗҫлесен, ҫав пулӑшу пысӑкрах пулӗччӗ, ман шутпа.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, Ванькка салтакра чухнех ҫакна асӑрханӑ: командир мӗн чухлӗ пысӑкрах, ҫавӑн чухлӗ унӑн пурнӑҫӗ те канӑҫсӑртарах.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пысӑкрах ҫул кукӑрне ҫитсен, Калюков пурне те вӑрмана ертсе кӗчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed