Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырӗ (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
7. Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине чӳлмекре пӗҫерсе паратӑн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тумалла, 8. ҫакӑн пек тунӑ парнӳне Ҫӳлхуҫана кӳр; ӑна священника кӳрсе пар, вӑл ӑна парне вырӑнӗ умне илсе пырӗ; 9. священник ҫак парнерен асӑнмалӑх пай илӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; 10. ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.

7. Если жертва твоя приношение хлебное из горшка, то должно сделать оное из пшеничной муки с елеем, 8. и принеси приношение, которое из сего составлено, Господу; представь оное священнику, а он принесет его к жертвеннику; 9. и возьмет священник из сей жертвы часть в память и сожжет на жертвеннике: это жертва, благоухание, приятное Господу; 10. а остатки приношения хлебного Аарону и сынам его: это великая святыня из жертв Господних.

Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман умӑмра ҫылӑха кӗнӗ ҫынна Хамӑн кӗнекемрен кӑларса пӑрахӑп; 34. эппин, кай, [аяла ан,] ҫакӑ халӑха Эпӗ хӑвна каланӑ ҫӗре ертсе кай; акӑ Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырӗ, Хам пырас кун Эпӗ вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн пырса пӑхӑп, тенӗ.

33. Господь сказал Моисею: того, кто согрешил предо Мною, изглажу из книги Моей; 34. итак, иди, [сойди,] веди народ сей, куда Я сказал тебе; вот Ангел Мой пойдет пред тобою, и в день посещения Моего Я посещу их за грех их.

Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Анчах Моисей халӑха каланӑ: ан хӑрӑр, ҫирӗп тӑрӑр — акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӑлӑнӑҫне курӑр, ҫакна Вӑл халӗ сирӗншӗн тӑвӗ, халӗ хӑвӑр куракан Египет ҫыннисене урӑх ӗмӗрне те курас ҫук; 14. Ҫӳлхуҫа сирӗншӗн ҫӗнтерсе пырӗ, эсир вара лӑпкӑ пулӑр, тенӗ.

13. Но Моисей сказал народу: не бойтесь, стойте - и увидите спасение Господне, которое Он соделает вам ныне, ибо Египтян, которых видите вы ныне, более не увидите во веки; 14. Господь будет поборать за вас, а вы будьте спокойны.

Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чӑваш Ен Правительстви сире малалла та пур енлӗн пулӑшса пырӗ тата сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑра шута илӗ.

Правительство Чувашии будет и дальше оказывать вам всестороннюю поддержку и прислушиваться к вашему мнению.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

Манӑн сӑмахӑм Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зоя Никифоровна Емельянова ҫинчен пырӗ.

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫавӑн пекех муниципалитетсен кадет шкулӗсене тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенчи кадет класӗсене малалла аталантарас енӗпе тӑвакан ӗҫ те йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырӗ.

Будет также продолжена работа по дальнейшему развитию муниципальных кадетских школ и кадетских классов в общеобразовательных организациях.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫавна май эпӗ республи-кӑра пурӑнакансене пӗтӗм яваплӑхпа шантаратӑп: Чӑваш Ен Правительстви патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ мӗнпур ҫынна малашне те пулӑшса пырӗ.

И я ответственно заверяю жителей республики, что Правительство Чувашии будет и впредь помогать всем, кто нуждается в государственной поддержке.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Программа малашне те йӗркеллӗн ӗҫе кӗрсе пырӗ, Правительство хӑй ҫине илнӗ тивӗҫсене пурне те пурнӑҫлать.

Реализация программы будет продолжена и в дальнейшем, все взятые на себя обязательства Правительство выполнит.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫавна май Чӑваш Ене каялла ҫавӑрма хӑтланни чӑннипе вӑйланса пырӗ.

Поэтому попытки повернуть Чувашию вспять наверняка усилятся.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Апла-тӑк пирӗн ҫӗршыв ҫарӗ ҫирӗпленсе, вӑйланса, тӗрекленсе пырӗ.

Help to translate

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed