Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыраҫҫӗ (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Ку ӗҫсем июлӗн 27-мӗшӗнче пуҫласа августӑн 10-мӗшӗччен пыраҫҫӗ.

Help to translate

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Ку енӗпе Артемий Алексеевпа Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӗренекен Петр Павлов командӑна пулӑшсах пыраҫҫӗ.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Ҫулӑм мӗншӗн алхасма пуҫланине палӑртас тӗлӗшпе халӗ тӗпчев ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Help to translate

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Хӑрушӑ та тискер вӑрҫӑ кунӗсем ҫултан-ҫул хыҫа юлса пыраҫҫӗ пирӗнтен.

Help to translate

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Ҫыннисем те, хӑш-пӗрисем, тимӗр-бетонран тӗслӗх илсе-ши, чуллансах пыраҫҫӗ: кӑшт килӗшмен сӑмах каласанах милицие турттарса каяссипе хӑратаҫҫӗ.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамара чунӗнче упӑшкине калас сӑмахсем кун тӑршшӗпех пухӑнса пыраҫҫӗ темелле.

Help to translate

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашкинчен ҫакна палӑртмалла: ҫакӑн пек пысӑк мероприятисем пирӗн округра «Демографи» наци проекчӗн «Спорт — пурнӑҫ норми» федераллӑ проекчӗ шайӗнче йӗркеленсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Ытти ял хуҫалӑх организацийӗсенче те ака ӗҫӗсем кунран-кун вӑй илсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

Проектсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе ҫыхӑннӑ хатӗрленӳ ӗҫӗсем тивӗҫлӗ пурнӑҫланса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/

Унпа килӗшӳллӗн оборудованисем ҫӗнелсех пыраҫҫӗ: вӗсем кардиологи, онкологи енӗпе пациентсене сиплессинче ҫӗнӗ ҫул-йӗрсемпе усӑ курма май параҫҫӗ.

Help to translate

Курмалӑх пур, тунӑ ӗҫ те — куҫ умӗнче // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %87%d0%b5/

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Help to translate

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Канаш тӑрӑхӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗнче пурӑнакан Олег Алексеевичпа Алина Михайловна Владимировсем чӑвашсен ыра йӑлисене чӑнахах та тытса пыраҫҫӗ тесе шутлатӑп эпӗ.

Help to translate

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Чӑн-чӑн арҫынсемпе чӑн-чӑн хӗрарӑмсене шыранӑ хушӑра, Исидор Петрович, ҫара юмансемпе ҫӗр ҫинче авкаланса выртакан хӑмла аврисем ҫулсеренех йышланса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Автобус ҫинче, кайри ларкӑч патӗнче, йӗкӗрешсем майлах пӗр пек Мидхатпа Ваҫук тӑрса пыраҫҫӗ.

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сукмакпа иккӗн — арҫынпа хӗрарӑм — алла-аллӑн тытӑнса пыраҫҫӗ.

Help to translate

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Услантӑр мучин сӑмахӗ тӑрӑх, акшар чулне якатса сарнӑ урамра таканланӑ лашасем шак-шак тутарса пыраҫҫӗ; акӑ, темтепӗр ҫакса чиперлетнӗ урхамахсем, вӗҫкӗннӗн кукалесе, ретӗн-ретӗн тӑрса тухаҫҫӗ; часах таҫтан аякран чӑлт-шурӑ лаша утланнӑ йӑлтӑр-ялтӑр тумлӑ ҫын-чин сумлӗн килни курӑнса каять.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Халӗ воспитательпе пӗрле кунсерен сӑнав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, улшӑнусене ятарлӑ тетраде ҫырса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗр ӗҫнемӗн ачаран хӑнӑхса ӳсӗҫ // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/04/26/ce%d1%80- ... y%d1%81ec/

Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ӑс пухакансем сыр, ҫӑкӑр пӗҫерессипе тата пылак ҫимӗҫсем калӑпласа кӑларассипе хӑйсен ӑс-хакӑл тӗнчине туптаса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен сайчӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/05/03/chav ... ire-asla-k

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӑй илсех пыраҫҫӗ.

Help to translate

Ака-суха вӑй илсе пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b0%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫакӑн пек ҫӗнӗлетнӗ тумсем вара Республика тулашӗнче (диаспорӑра) пурӑнакан чӑвашсем хушшинче те, вырӑнти традицисене пӑхӑнмасӑрах ⎼ анлӑн сарӑлса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed