Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ача пуҫӗпех вӑл ҫакна лайӑх ӑнланать.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл король майри умӗнче пуҫӗпех куҫран ӳкрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тул ҫутӑлса ҫитнӗ тӗле пире аркатма янӑ нимӗҫ картелӗсем хӑйсем пуҫӗпех арканнӑ, вӗсенчен сахалӑшӗ тарса хӑтӑлнӑ.
Отряд ӳсет // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Папӑна пуҫӗпех пӑхӑннине кӑтартас тесе, вӑл юрлӑ сӑрт-ту тӑрӑх ҫуран, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирпе утнӑ.
Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл ҫӗнӗ хыпарсене питӗ юратнӑ, вӗсем пулмасан вара — хӑй пуҫӗпех тӗрлӗрен историсем шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене яланах пӗр йӗр ҫине ӳкернӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хам курса-тӳссе ирттернисем пурте мана вӗсем патнелле туртатчӗҫ, вӗсем хушшине пуҫӗпех кӗрсе каяс кӑмӑла хӑпартатчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Цека Ленина пуҫӗпех тыттармалла деклараци пичетлесе кӑларнӑ, — сурӑттӑм та усал сӑмах ҫеҫ калӑттӑм…Такую декларацию Цека опубликовал, что остается только плюнуть да нехорошее слово сказать…
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Парассине парас та, пуҫӗпех илсе каймӗ-ши вӑл?
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кивӗ завода пуҫӗпех хупланӑ ҫӗнӗ корпуссен кантӑкӗсем ҫинче анакан хӗвелӗн шевлисем ялтӑраҫҫӗ, кӗске плащ тӑхӑннӑ Антонов вара питӗ ӗлккен курӑнса тӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ефим, кӑкӑрне тем ҫӳллӗш хӑпартса, сывласа янӑ та: — 9-мӗш №-лӗ парӑш ҫӗмӗрӗлчӗ. Пӗр ҫыннӑн пилӗкӗ хуҫӑлчӗ, тепри пуҫӗпех ҫук, так-штӑ путрӗ пулас… — тесе пӗлтернӗ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуҫӗпех пӑрах! — каллех, хӑй хитрине палӑртма хыпӑнса, ялт! чӗрӗлчӗ Дина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— А эсӗ, Андрей Васильевич, тыт та пуҫӗпех кӑларса ывӑт ӑна чӗрӳнтен.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виталий санӑн вӑл, Нина, пуҫӗпех санӑн.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халӗ, ак, йывӑр тиенӗ лав тӑвайккине хӑпарса ҫитсе лачӑрах лашлатса аннӑн, ӗнтӗ ку асаплӑ лава хӑй текех нимӗнле те пулӑшма пултарайманнӑн, хӗв шухӑшне пӑшӑрхантарса тӑчӗ-тӑчӗ те пусӑрӑнчӑк Дина тӑвӑнчӑк вилтӑпри кутӗнче, ир ҫӗре кӗрсе выртнӑ амӑшӗпе те, хӑйӗнчен яланлӑхах писнӗ-ютшӑннӑ темӗнпе те сывпуллашса, вӑйран пуҫӗпех шӗлтӗркесе, масар лаптӑкӗнчен ыттисем паҫӑрах такӑрлатнӑ йӗрпе ун тулашне тухрӗ те укӑлча халхи еннелле авкаланакан сукмак ҫинелле шанчӑклӑн пӑрӑнчӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Приказра эпӗ «рейд» тенӗ сӑмаха хамӑр ҫак вырӑна татах тавӑрӑнасса астума, кунтан пуҫӗпех тухса кайманнине ҫирӗплетме уйрӑммӑнах палӑртса хӑвартӑм.
Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
— Анчах хамӑн лашана эпӗ сана пуҫӗпех парас теместӗп, эпӗ ӑна санӑн чи лайӑх лашупа та улӑштармастӑп.— Но я вовсе не желаю отдать тебе моего коня, и не желаю обменять его на твоего самого лучшего коня.
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара мана, пуҫӗпех, яланлӑхах, тесе пачӗ.
Гриц епле кӑмӑллӑ ача // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Эсӗ мӗн, хамӑра пуҫӗпех пӑчӑхтарса вӗлерттерес тетӗн-и вӗсене, шахтӑра ҫунса каяс тетӗн-и?Хочешь, чтобы они нас совсем задушили, хочешь, чтобы мы сгорели в шахте?
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ун ашшӗн ятне турӑ кӗнекинчен пуҫӗпех чӗрсе пӑрахӑттӑм.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унӑн ӑҫта та пулин тарас, пытанас, пуҫӗпех — нимӗн курмалла-илтмелле мар пӗркенсе ларасси килет.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.