Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗнче (тĕпĕ: пуҫ) more information about the word form can be found here.
Унӑн пуҫӗнче секс, эрех тата ҫи-пуҫ шухӑшӗ кӑна.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑпланнӑ телефона тепӗр хут чун кӗрессе усӑсӑр кӗткеленӗ хыҫҫӑн Таранов каллех ручка тытрӗ, анчах унӑн пуҫӗнче ҫырас шухӑш мар, урӑххи:

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫырма палӑртнисем, пуҫӗнче йӗркеленсе ҫитнисем, унӑн чылай, яла кайнӑ хыҫҫӑн ҫавӑн пеккисем татах тупӑнчӗҫ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ара, унӑн пуҫӗнче кӑмӑла йывӑрлантаракан шиклӗрех шухӑш явӑнатчӗ-ҫке:

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Ку таранччен пулас калав Таранов пуҫӗнче ҫӑмӑллӑнах йӗркеленсе пынӑччӗ, анчах халь акӑ, темле киремет тӗлне ҫакланнӑ пек, шухӑш чӑлханса ларчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов пуҫӗнче хаҫатра ҫапӑннӑ статья кӑна.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн пуҫӗнче хӑйӗн шухӑшӗ ҫук.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн пуҫӗнче ҫӗр те пин шухӑш аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех пӑтрана-пӑтрана явӑнать.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Килне ҫитсен те лара-тӑра пӗлмерӗ Таранов, пуҫӗнче ҫӗр те пин шухӑш хӗвӗшрӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫук ҫав, ун ҫинчен Таранов институт пӗтерсе хаҫатра ӗҫлеме пуҫласан та сахал мар шухӑшларӗ, вара унӑн пуҫӗнче темле тӗлӗнмелле майпа «Шӑлан чечекӗ» тӗвӗленчӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пуҫӗнче «нит» сӑмах мӗлтлетрӗ кӑна — Таранов вӗриленсе кайрӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӗске хура сӑран пиншак тӑхӑннӑ, пуҫӗнче те сӑран шӗлепке.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Туллирех тӑрӑхла пит ҫӑмартийӗ яп-яка, пӗркеленчӗк таврашӗ ҫук, ҫӑка хуппи тӗслӗ хӑмӑр хулӑн пуҫӗнче те кӑвак пӗрчӗсем курӑнсах каймаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах ку шухӑш Таранов пуҫӗнче самантлӑха кӑна мӗлтлетсе илчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн пуҫӗнче хӑй киноактёрсен институтӗнче пӗр ҫулталӑк мӗнле вӗренни ҫаврӑнса тухрӗ, час-часах унта пусӑрӑнчӑклӑн ҫӳренисем, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр чухне ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе вырӑн ҫинче шухӑша кайса выртнисем, занятисене те чылай чух хатӗрленсе пыманнисем аса килчӗҫ.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Тин кӑна ун ҫинчен шухӑшланӑччӗ, пӗлнӗ пекех пулса тухрӗ! — хӑвӑрт вӗҫсе иртрӗ унӑн пуҫӗнче шухӑш.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Паркӑн тепӗр пуҫӗнче радиола кӗрлерӗ, вальс хыҫҫӑн вальс янрарӗ.

Help to translate

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Чӳрече патӗнче пружинлӑ кравать пур, кравать пуҫӗнче чӗнтӗрпе витнӗ тумбочка тӑрать: тумбочка ҫинче хаклӑ альбомсем, ҫав альбомсенче туллиех сӑнӳкерчӗксем.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

«Эпӗ, чӑнах та, утартах юлатӑп вӗт, урӑх ниҫта та каймастӑп!» — шухӑшласа илчӗ вӑл пуҫӗнче.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӑл ҫӑраҫҫие ҫӑра ӑшне чикрӗ те сулахайран сылтӑмалла икӗ хутчен пӑрчӗ: «Ют ҫын хваттерне… Ют ҫын хваттерне!..» — янӑрарӗ унӑн пуҫӗнче, ҫак сӑмахсем ҫапла шелсӗр янӑрани унӑн куҫӗсене шывлантарчӗ, тӗтрелентерчӗ…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed