Шырав
Шырав ĕçĕ:
Канаш районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ амӑшӗ Наталия Иванова ачасене шкула илсе ҫӳретме кирлӗ пек услови пулӗ-ши тесе ыйтса пӗлнӗ республика Пуҫлӑхӗнчен.
Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp
Надежда Фиалкова Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗнчен Б.Хмельницкий урамӗнчи 50-мӗш ҫурт шӑпи пирки ыйтса пӗлнӗ.
Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp
Пӗр аслашшӗ ҫеҫ пытанма шутламарӗ ял пуҫлӑхӗнчен, ман вилӗмрен хӑрас вӑхӑтсем иртсе кайнӑ, мана Урасмет пур пӗр нимӗн те тӑваймасть тесе пӳртрех ларса юлчӗ.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чӑваш Енӗн инклюзивлӑ вӗрентӳ пур е ҫукки пирки ыйтса пӗлнӗ регион Пуҫлӑхӗнчен.
«Чӑвашмультфильм» чӑвашла анимацильлӗ фильмӗсем кӑларма тытӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/09/chav ... mesem-kala
Вӑл ирҫинчен кӑна вӑраннӑччӗ, ун патне ҫыхӑнуҫӑ Кибек ятлӑ тумен пуҫлӑхӗнчен килчӗ.
Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Пурин те картише тухмалла, ча-асрах! — официаллӑ хушу хыҫҫӑн — ку, паллах, тӗрме пуҫлӑхӗнчен — надзиратель ахаль сасӑпа хушса хучӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Паллӑ йӑхран тухнӑ ҫынсене хам яланах хисепленӗ пирки, утрав пуҫлӑхӗнчен эпӗ пӗр-икӗ дюжина яхӑн корольсене хӑйсен йӑхӗнчи пӗтӗм ҫынсемпе пӗрле чӗнсе килме ыйтрӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унтан эпӗ утрав пуҫлӑхӗнчен унӑн ҫуртӗнчи пысӑк пӳлӗмӗсенчен пӗринче римсен сеначӗ, тепринче — вӗсен хальхи парламенчӗ пухӑнтӑр тесе ыйтрӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Инкеке, ку таранччен те ҫакна никамах та асӑрхаманскер, — сӑпайлӑн пуҫ пӗкрӗ Костя, — ҫавӑнпа та кун ҫинчен хамӑрӑн пысӑк четверка пуҫлӑхӗнчен хӑйӗнчен илтме уйрӑмах кӑмӑллӑ.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Вӑл вӑхӑта эпӗ ОРС пуҫлӑхӗнчен тата тепӗр мӑшӑр илетӗп, — терӗ ҫирӗппӗн Сагайда, унтан Черныш хулӗ ҫине таянса, урине хӑвӑрттӑн тӑсса ячӗ те, ҫурри таран хывӑннӑ кивӗ кирза атти темиҫе метра аяккалла ывтӑнса кайрӗ, вӑл Иван Антоновича кӑшт кӑна лӗпкинчен пырса тивмерӗ.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Шупашкарти чикансем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран пулӑшу ыйтнӑ.Чебоксарские цыгане обратились за помощью к главе администрации города Алексею Ладыкову.
Чикансем Ладыковран пулӑшу ыйтнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/28176.html
Ӗнер вӑл тӗрме пуҫлӑхӗнчен ҫимӗҫсем памашкӑн ирӗк пама ыйтнӑччӗ, ӑна ирӗк памарӗҫ.Вчера она просила тюремное начальство разрешить передачу, ей отказали.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫавӑнпа та вӑл вӗсен пуҫлӑхӗнчен экспедицине мӗнле шӑпа кӗтсе тӑни ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ.Поэтому он решил спросить вождя, какую участь готовит тот его экспедиции.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Санӑн станица пуҫлӑхӗнчен ыйтмаллаччӗ.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Капитан ҫаксене пурне те хай шухӑшласа кӑларнӑ, анчах унӑн сӑмахӗсем питех те витӗмлӗ пулчӗҫ: Аткинс чӗркуҫленсе ларчӗ те капитана тархаслама тытӑнчӗ, утрав пуҫлӑхӗнчен каҫару ыйтма ӳкӗтлерӗ; ыттисем те, пире турӑшӑн та Англие ан ярсамӑрччӗ, тесе ыйтма пуҫларӗҫ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Халӗ сирӗн кун-ҫулӑр утрав пуҫлӑхӗнчен килет.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Мӗнле майпа вара ҫав офицер-дворянин пӑлхавҫӑсемпе туслашса ӗҫкӗ ӗҫме, тӑшмансен пуҫлӑхӗнчен парнесем: кӗрӗк, лаша тата укҫа илме пултарнӑ?
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Ку санӑн хӗрӳ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ станца пуҫлӑхӗнчен.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Йӗпреҫ районӗн сучӗ, сӑмахран, район прокурорӗн Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен сиене шыраса илме тӑратнӑ тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
Малтанах ӗҫ планне палӑртса хунӑ, Крымсарайка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен ирӗк илнӗ.
Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20