Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланӑ (тĕпĕ: пуҫла) more information about the word form can be found here.
Пирӗн районти ал ӗҫ ӑстисем хӑйсен ӗҫне пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Help to translate

Район сӑнӗ шурӑ пир ҫине тӗрленӗ // О.АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ra ... -ine-trlen

Кӑҫал ҫу кунӗсенче те кунта капиталлӑ юсав ӗҫӗсене пуҫланӑ.

Help to translate

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Пӗр хуҫалӑхра кӗтмен-туман ҫӗртенех мунча ҫунма пуҫланӑ.

Help to translate

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» енчен тупӑш савӑнтарманран ертӳҫӗ тӗш тырӑ культурисене туса илме пуҫланӑ.

Help to translate

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

1932 ҫултан хор ҫитӗнӳсем тума пуҫланӑ май унӑн ят-сумӗ ҫӗкленсех пынӑ.

Help to translate

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Кунсӑр пуҫне 1945 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнче Берлинтан кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ тӑшмансен ушкӑнне ҫапса аркатнӑ чухне татӑлнӑ ҫыхӑну линине сыпнӑ анчах мар, совет салтакӗсем хупӑрлава илнинчен хӑтӑлма пуҫланӑ 12 нимӗҫе тӗл пулнӑ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Салтак ҫулне ахаль рядовойӗнчен пуҫланӑ, каярахпа кӗҫӗн сержант званине илнӗ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Кайран, уйӑха яхӑн ҫатӑр сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн, Хӗл Мучине такам сасартӑк ура хурать те такӑнтарать; ҫанталӑк хӑвӑрт ҫемҫелет; юр куҫ умӗнчех хуралма, путма тытӑнать; тепрер уйӑхран, ҫумӑр шывӗ пӗвене татса янӑ евӗр, вӑрмана ҫурхи хаваслӑх капланса пырса кӗрет; сасси уҫӑлнӑ кӑсӑясем, туратсем ҫине ҫака-ҫака янӑ йӗс шӑнкӑравсем евӗр, тинь-тинь тӑваҫҫӗ чарӑнма пӗлмесӗр; вӗсем, ӗшенкелеме пуҫланӑ ҫӗре ҫу сӗрнӗн йӑлтӑртатакан шӑнкӑрчсем, картунти пушӑ вӗллесене йышӑнма ӗлкӗрнӗскерсем, шӑхӑракан, ихӗрекен, чӗвӗлтетекен ансамбль йӗркелеҫҫӗ…

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ну, хӗрӗм, пахчунта чашкӑрма пуҫланӑ анраҫарӑка хӑвах тӑпӑлтарса пӗтер ӗнтӗ, — «анраҫарӑк» сӑмахпа хуняма мӗн вӑлтса шахвӑртнине ӑнланма Левене йывӑр мар-ха, анчах та ҫав путсӗр сӑмаха тивӗҫ пулни вӗчӗрхентермеллипех вӗчӗрхентерсе ярать.

Help to translate

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗҫлеме пӑрахсанах ҫӗр ҫинчи кашни япала хӑйне чӑрмантарма пуҫланӑ пек туйӑнса каять Левене.

Help to translate

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вере, Вере, тӑхта-ха, — палатӑран тин тухса таҫталла пӑрӑнма пуҫланӑ хӗре тытса чарать Тамара амӑшӗ.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Качака сухал тапранма пуҫланӑ машина ҫине аран хӑпарса ларма ӗлкӗрет.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пиҫме пуҫланӑ хӑмла ҫырли пек.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Малалла вирхӗннӗ май таксист вӗчӗрхенсе, тин кӑна ҫӗпре янӑ хыҫҫӑн хӑпарма пуҫланӑ чуста пек епресе пынине туять Левен.

Help to translate

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫынсем шӑп та лӑп ҫав ҫырмари йывӑҫсене тӳнтерме пуҫланӑ ҫӗре пырса ҫитет лесник.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сергей кайсан, ялти ҫамрӑксем тунсӑхлама пуҫланӑ, вӑл колхоз ӗҫӗсенче ӑста пулнӑ вӗт, ҫавӑн пекех гитарӑпа тата балалайкӑпа вылянӑ.

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Тӑватӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Каганович ячӗллӗ колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ун чухне вӑл 10 ҫулта пулнӑ, пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Амӑшӗ малалла вӗренесси ҫинчен ӳкӗтлесен те килӗшмен: кӗҫӗн йӑмӑкӗсене Верӑпа Нинӑна тӑрантармалла, хуҫалӑха тытса тӑмалла.

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

1730 ҫулта Тхана фортне тума пуҫланӑ.

В 1730 году началось строительство форта Тхане.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

Каярахпа ҫак ята португалсем чӗлхене хуҫса «Какабе де Тана» теме тытӑннӑ, акӑлчансем вара «Тхана» ятпа калама пуҫланӑ.

Позднее это название было преобразовано португальцами в «Какабе де Тана», а затем англичанами в «Тхана».

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

Каярахпа ҫакӑн пек карап сӑмсине пӑрҫӗмрен теме пуҫланӑ, пӑрахутне хӑйне вара карапсен ҫӗнӗ тӗсне — пӑрҫӗмренсене — хатӗрлеме май панӑ тӗслӗхӗ пек палӑртнӑ.

Впоследствии такую форму носа назвали ледокольной, а сам пароход признали прообразом нового типа судов — ледоколов.

Пайлот // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... 0%BE%D1%82

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed