Шырав
Шырав ĕçĕ:
Патшалӑхӑн регионти кулленхи пичет кӑларӑмӗсенче суйлав умӗнхи агитаци Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн тепӗр хут сасӑлав ирттересси ҫинчен калакан йышӑнӑвне пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн виҫӗ кун иртсен пуҫланакан тапхӑрта ҫӗнӗрен пуҫланать те ҫак статьян 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн вӗҫленет.»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года
Теле- тата (е) радиохыпарлав ӗҫне пурнӑҫлакан регионти патшалӑх организа-цийӗсен каналӗсенче суйлав умӗнхи агитаци Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн тепӗр хут сасӑлав ирттересси ҫинчен калакан йышӑнӑвне пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн виҫӗ кун иртсен пуҫланакан тапхӑрти ӗҫ кунӗсенче ҫӗнӗрен пуҫланать те ҫак статьян 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн вӗҫленет.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года
«Павӑл мана илмерӗ» сӑмахсемпе пуҫланакан кӗвве илемлӗн янратрӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Нил пуҫланакан чӑн ҫӑл куҫ — негрсем Чауамби текен кӳлӗ — патне ҫитме ултӑ уйӑхран ытла кирлӗ мар.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тепӗр ҫур сехетрен вунсакӑр ҫынран тӑракан милици отрячӗ Йӗпреҫрен чугун ҫул хӗррипе хӗвеланӑҫнелле тухса вӗҫтерчӗ, пӑртакран ял хӗрринченех пуҫланакан вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах ҫул хӗррипе вӑркӑннӑ мӗлке, канав ҫумӗнченех пуҫланакан ҫӑра вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ.Но тень, метнувшаяся с дороги, уже скрылась в частом, к самому придорожному рву подступившем лесу.
XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Чухлакан ҫын вара йӑлтах курать: ӑҫта шыв лӑпкӑ пек, тикӗс юхать, анчах ӑна шалтан пӗтӗмӗшпе пӗтӗрсе пырать — унта тарӑн вырӑн; шыв катрашкаланма пуҫланакан ҫӗрте — унта вара, асту, юшкӑн купалать е чулсем урлӑ юхать.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Паллах, начальник «эпӗ» тенипе пуҫланакан, чӗрене йӑпатса ирӗлтерсех яракан сӑмах калама хатӗр пулнӑ, анчах Прохор Палыч вӑл хатӗррине ӑнланайман-ха.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Кунта пуҫланакан чӑнкӑ, вӑрӑм, чуллӑ ту юппи сӑртӑн хысакӗ патнелле тӑсӑлать.Отсюда начинался подъем по длинному каменистому склону к самой вершине горы.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тул ҫутӑлас тӗлелле рота тӗттӗмлӗхпе тӗтрелӗх витӗр яланхилле ирхи пурнӑҫ пуҫланакан ҫывӑхри ялалла васкавлӑн утрӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вара унта та кунта кӑна кӑрчӑ-марчӑ, ҫурри таран типсе хӑрнӑ уйрӑм йывӑҫсем тӗл пулма пуҫлаҫҫӗ: вӗсене хаяр ҫилсем, ир пуҫланакан е кая юлса килекен шӑнсем ӳсмӗ чӑрмантараҫҫӗ, вӑхӑтсӑрах пӗтереҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ку сӑнлӑхра ҫыранӗсене курӑк пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пӗве пур, ун леш енче ҫыран ҫумӗнченех чӑнкӑ ту ҫӳлелле кармашать, тӑва ешӗл тумӗсене хутӑштарса янӑ акӑш-макӑш пысӑк ватӑ йывӑҫсемпе тӗмсем сӑрса илнӗ, ту пуҫланакан ҫӗртен пӗве ҫинелле ватӑ хурӑн ӳпӗннӗ, вӑл хӑйӗн хулӑн тымарӗсен пӗр ушкӑнӗпе пӗвен нӳрлӗ ҫыранӗнче тытӑнса тӑрать, тӑррипе йӑрӑс пӳллӗ ҫӳлӗ ӑвӑс ҫумне сӗвӗннӗ, кӑтра турачӗсене шыв тӳремӗ тӗлне уснӑ, ҫак туратсем ытти ешӗл йывӑҫсемпе пӗрле хӑйсен мӗлкисене шыв ҫине ӳкернӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хушаматсене калакан сасса илтсе, эпӗ темиҫе хут ӗнтӗ карт сике-сике илтӗм, анчах К саспаллипе пуҫланакан хушаматлисене чӗнме тытӑнчӗҫ пулин те, алфавитлӑ список тӑрӑх ман черет ҫитеймерӗ-ха.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Енчен эпир пещерӑсем патнелле пӑрӑнман пулсан, ҫапах та ҫырма пуҫланакан ҫӗрти Кашкӑр хапхисем текен шыв сикки патнех ҫитме пултараттӑмӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ман шутпа, юлташсем, пуҫланакан кунӑн, тӗрӗсрех каласан, пуҫланнӑ кунӑн уйрӑмлӑхӗпе пӗлтерӗшне эсир ӑнлансах илейместӗр пек туйӑнать, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Залкинд; вӑл хумханни провод тӑрӑх та сисӗнчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пуҫланакан ӗҫ кунне кунта, инҫетри хӗвелтухӑҫӗнче, хамӑр ҫӗршывра пуринчен малтан вӑл хӑйӗн строителӗсемпе тата чикӗ сыхлакансемпе кӗтсе илни ҫинчен шухӑшлама юратать Василий Максимович.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ливингстонӑн халь пӗр шухӑш ҫеҫ пулнӑ: Танганьикӑран ҫурҫӗрелле кайса, Нил пуҫланакан ҫӗре ҫитесси.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Пуҫланакан ҫӗнӗ ҫулта ҫитӗнӳсем тӑвассишӗн ӗҫер, — сӗнчӗ Глеб Максимилианович, — хаклӑ Владимир Ильичӑн сывлӑхӗшӗн ӗҫер.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӗсене тин пуҫланакан колонисем валли ал вӑйӗ кирлӗ пулнӑ, тӳррӗн калӑпӑр, чурасен вӑйӗ.Им были нужны рабочие руки для нарождающихся колоний, и скажем прямо — руки рабов.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӑшпӗр чухне анчах, сӑмахран, кӗҫ-вӗҫ тапранса каяс поезд, автобус, самолет ҫине васканӑ чухне е халь пуҫланакан кинона кӗрес текенсене кӑна черетсӗр билет илме ирӗк параҫҫӗ.
Учрежденире // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.