Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

путнӑ (тĕпĕ: пут) more information about the word form can be found here.
Медицина ӗҫченӗ шывра путнӑ ҫынна пӗрремӗш пулӑшу памалли меслетпе паллаштарнӑ, унтан шыв ҫинчи инкекӗн сӑлтавӗсене уҫӑмлатнӑ.

Help to translate

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Шухӑша путнӑ хайхи Мишша: «Эй, нумай ыйтатӑп та – сахал парӗ».

Тут Миша призадумался: «Эх, много просишь – мало получишь.

Ылтӑн пулӑ ҫинчен юмахри пекех // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/354

Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх тӗмсене, путнӑ туратсене, тункатасене, шыва варалакан ҫӳп-ҫаплӑ ытти вырӑнсене 2025-мӗш ҫулччен тасатма палӑртнӑ.

Help to translate

Сӑра тасатаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61130

— Ку тата хӑш Атӑл тӗпне путнӑ пӑрахутӑн кив якӑрӗ? — ыйтнӑ татах колхозниксем.

Help to translate

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Шухӑша путнӑ Таранов, алӑк еннелле ҫурӑмпа выртнӑскер, кравать патне Сулагаев пырса тӑнине те сисмерӗ, лешӗ кӑх-кӑх ӳсӗркелесен тин пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ:

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шухӑша путнӑ Таранов кӑртах сикрӗ: кам-ха кунта ӑна пӗлекенни?

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӳречерен тунсӑхлӑн инҫетелле тинкерекен кинемей, йывӑр шухӑша путнӑ ватӑ та.

Help to translate

Тутар ӳнерҫисен куравӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60704

Шухӑша путнӑ арҫын вӑрмантан тухнӑ тилӗ кӗр калчи пуссинчи шӑши шӑтӑкӗсене шӑршла-шӑршла ҫурӑмӗ хыҫнех ҫывхарнине те сисмерӗ…

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анкартинчи мунча таврашӗнче, ҫурри таран кӗрт ӑшне путнӑ улмуҫҫисем ҫинче, кашни кун тенӗ пекех сарӑ халатлӑ кӑсӑясем, кӗрен пӗсехеллӗ уйӑпсем, хура тӗпкеллӗ шӑкӑлчисем явӑнаҫҫӗ — телевизор та кирлӗ мар.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Шухӑша путнӑ Мирун пиччене ывӑлӗн сасси шарт сиктерчӗ:

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Пурте тарӑн ыйха путнӑ.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пичӗ-сӑпачӗ тӑртӑнса пӗтнӗ, куҫӗ-мӗнӗ йӑлтах пӗркеленчӗк айне путнӑ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхи ҫавӑнтах юнӗ сивӗннӗ пек пулчӗ: вӑл асӑрханса, хӗрарӑм урлӑ ӳпӗнсе, ним сисми ыйха путнӑ пӗчӗк пепкене ярса тытрӗ те кантӑк еннелле шурӗ…

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ишмук вӗсенчен аяккарах, тӗпеле ларнӑ та, пуҫне ик аллипе ыталаса, тем ҫинчен шухӑша путнӑ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ куҫӗ те пӗркелкенчӗк айне путнӑ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ шухӑша путнӑ, шухӑш тупсӑмне тупайман ҫын мар вӑл.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эй, Шыври турӑ, сан куҫу ҫак хӗрача ҫине мар, кашкӑр ҫури ҫине пӑхать, кашкӑр ҫури сан канӑҫна татнӑ, чул татӑкӗ шыва путнӑ

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсир ҫавӑнтах шыва ӳкнӗ те путнӑ, анчах юлташӑр сире ҫавӑнтах туртса кӑларма ӗлкӗрнӗ…

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Чылай вӑхӑт тарӑн шухӑша путнӑ хыҫҫӑн тӗлӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Игнат Васильевич пуҫне тытсах шухӑша путнӑ.

Help to translate

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed