Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вера Павловнӑн чаплӑ «тӑваттӑмӗш тӗлӗкӗнче» вӑл социализмла малашлӑхӑн паллисене кӑтартса парать, унта социалла тата политикӑлла пусмӑртан ирӗке тухнӑ этемлӗх малта тӑракан нӑукӑпа техникӑн пӗтӗм хӑвачӗпе ҫӗнӗ те телейлӗ пурнӑҫ тума, пӗр-пӗрне тӑванла пулӑшса, коллективла ӗҫлесе пурӑнма усӑ курать.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Пусмӑртан хӑтӑлас тесе партизан отрячӗсем йӗркеленнӗ.Чтобы избавится от гнета, стали создаваться партизанские отряды.
Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
21. Эй ачамсем, хӑюллӑ пулӑр, Турра тархаслӑр, Вӑл сире пусмӑртан, тӑшмансен аллинчен хӑтарӗ.21. Дерзайте, дети, взывайте к Богу, и Он избавит вас от насилия, от руки врагов.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ тӳрӗлӗхпе ҫирӗпленӗн, пусмӑртан инҫетре тӑрӑн: ӗнтӗ хӑрамалли ҫук санӑн; тискерлӗхрен аякра пулӑн, вӑл сан патна ҫывӑхараймӗ.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӗлхине чарайман ҫын хӑйне хӑй хӗрхенмест, мӑшкӑлпа пусмӑртан хӑтӑлса юлаймасть.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ; 14. вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ, унӑн куҫӗ умӗнче вӗсенӗн юнӗ хаклӑ пулӗ; 15. вӑл пурӑнӗ, ӑна Арави ылтӑнне парса тӑрӗҫ, уншӑн пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтӑвӗҫ, ӑна кулленех мухтавлӗҫ; 16. ӗнтӗ тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ; ҫитӗннӗ тырӑ Ливан ҫинчи вӑрман пек хумханса ларӗ, хуласенче халӑх ҫӗр ҫинчи курӑк пек ӗрчӗ; 17. унӑн ячӗ ӗмӗр пулӗ; хӗвел ҫухаличченех унӑн ячӗ сарӑлса пырӗ#; ун урлӑ [ҫӗр ҫинчи пур ӑру та] пиллӗх илӗ, ӑна пур халӑх та ырӑлӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2