Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусатӑп (тĕпĕ: пус) more information about the word form can be found here.
Сӗрекене мӗнпур вӑйпа юр ҫине пусатӑп.

Со всей силы жму сачок в снег, перехватываю палку.

Йӑвари ӑсансем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.

Ӑш-чикри выляса тӑракан кӑмӑла вӑйпа ҫӑварлӑхласа вӗттӗн-вӗттӗн ярса пусатӑп.

Кое-как сдерживая играющую внутри удаль, стараюсь ступать мелкими шажками.

Партизан йысна // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 57–62 с.

Алӑ та аран пусатӑп, вулама пачах та пӗлместӗп, пичет лартма пултаратӑп, пӗр ҫавӑ ҫеҫ…

Со трудом расписываюсь, а читать вовсе не могу, только и могу, что печать становить…

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ кун хыҫҫӑн та уншӑн хаш! хуйхӑрса хӑрӑнни ҫинчен илтетӗп пулсан, хӑрах пӗҫҫӳ ҫине пусатӑп та, тепринчен тытса, шапа ҫурине туртса ҫурнӑ пек ҫурса пӑрахатӑп!

Ежли услышу, что ты и после этого об нем сохнуть будешь, — на одну ногу наступлю, а за другую возьмусь — так и раздеру, как лягушонка!

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав хут ҫине вӑл алӑ пуссан, эпӗ те кӑмӑллӑнах пусатӑп.

Вот ежели он ту бумагу подпишет, то я тоже, с пребольшим удовольствием.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Часах вунтӑххӑра пусатӑп ӗнтӗ.

— Скоро будет девятнадцать.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кирек мӗне те вулатӑп, йӗркеллӗ алӑ пусатӑп.

Читаю что хошь и свободно расписываюсь.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑлчан пушмакӗн пӗтӗм кӗлене хуплакан икӗ такана тупрӗ те — вӗсем унта граждан вӑрҫиренпех йӑваланса выртатчӗҫ — калать мана: «Сидорович, эпӗ санӑн ҫак таканусене илетӗп, вӗсене ата кӗлисем ҫине касса лартӑп, атту ватӑлатӑп пулмалла, кӗлесем ҫине ытларах пусатӑп, атӑпа пушмак кӗлисене юсаса тӑма ӗлкӗрейместӗп», — тет.

Нашел он две старые подковки с английских ботинков, во весь каблук — ишо с Гражданской войны они завалялись — и говорит: «Сидорович, я у тебя эти подковки возьму, врежу их на сапоги, а то, видно, старый становлюсь, на пятку больше надавливаю, не успеваю каблуки на сапогах и на чириках подбивать».

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗлхӳ ҫине пырса пусатӑп акӑ.

Наступлю вот на язык.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кӑштах алкумӗнче тӑрӑр-ха! — кӑшкӑрса каларӗ вӗсене Нагульнов, унтан Банник еннелле ҫаврӑнчӗ те малалла каласа ҫыртарчӗ: — «… хӗрӗх икӗ пӑт вӑрлӑхлӑх хатӗрленӗ тырра тулӑ халлӗн кӳрсе паратӑп. Ҫакна ҫирӗплетсе алӑ пусатӑп».

— Погодите трошки в сенцах! — крикнул Нагульнов и, поворачиваясь лицом к Баннику, продолжал: — «…сорок два пуда семенного зерна пшеничной натурой. В чем и подписуюсь».

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй шухӑшӗпе вӑл вӑкӑрне пусатӑп тесе шухӑшлать, анчах, тӗрӗссипе каласан, тӗнчери революцие ҫурӑмран ҫӗҫӗпе яшлаттарать!

Он думает, что он быка режет, а на самом деле он мировой революции нож в спину сажает!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна ҫирӗплетсе алӑ пусатӑп».

В чем и подписуюсь».

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мана вӑл, ватӑскерне, — эпӗ вӗт часах утмӑла пусатӑп, вӑл ҫирӗмре ҫеҫчӗ — хӑй ҫамрӑкне пӑхмасӑрах ҫав тери пӑхӑнса пурӑнатчӗ, мана никампа та улӑштармастчӗ!

Она была верна мне, несмотря на то, что ей было только двадцать, а мне скоро уж шестьдесят стукнет!

Почта уйрӑмӗнче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 15–17 стр.

Пиччӗшӗ ӑна ку ҫыру ҫурт-йӗр пирки тесе ӑнлантарчӗ, ҫапла ҫырма хушрӗ: «Ҫак ҫыру айне эпӗ (чин, ят, хушамат) алӑ пусатӑп».

Братец сказали, что это нужная бумага по дому, и велели написать: «К сему заемному письму такая-то (чин, имя и фамилия) руку приложила».

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ураран ура иртмест, аран яра-яра пусатӑп: пуҫ ҫурӑлса тухать.

И я шла, переставляя из последних сил отяжелевшие ноги; боль разламывала голову.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Алӑ пусатӑп Шу6ина».

К сему остаюсь Шубина».

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed