Шырав
Шырав ĕçĕ:
Леш старик, кирек мӗнле пулсан та, пурӑнӑҫран писме ӗлкӗрнӗ, эпӗ вара…Старик, тот, по крайней мере, успел отвыкнуть от жизни, а я…
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Эсир пурӑнӑҫран ҫав териех писнӗ-и? — ыйтрӗ Базаров.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пурӑнӑҫран юлас мар тесе пурне те тӑватӑп пек туйӑнать: хресченсене вырӑнаҫтартӑм, ферма турӑм, мана ӗнтӗ пӗтӗм губернипех хӗрли тесе шутлаҫҫӗ; вулатӑп, вӗренетӗп, пӗр сӑмахпа каласан, хальхи пурӑнӑҫ ыйтӑвӗсемпе тан пыма тӑрӑшатӑп — вӗсем акӑ мана юррӑма юрласа пӗтернӗ, теҫҫӗ.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл ытти каччӑсенчен пуринчен малтан хӗрсене тӗксӗммӗн пӑхакан, пурӑнӑҫран писнӗ ҫын пек курӑннӑ, пуҫласа вӑл вӗсене ҫухатнӑ савӑнӑҫсем ҫинчен тата хӑйӗн шаннӑ ҫамрӑк ӗмӗре ҫинчен каланӑ; кусенчен пуҫне тата вӑл вилнӗ ҫын пуҫне ӳкернӗ хура ҫӗрӗ тӑхӑнса ҫӳренӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
23. Мана пӗри те, тепӗри те туртать: эпӗ пурӑнӑҫран уйӑрӑлса Христоспа пӗрле пуласшӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ — темӗнрен те паха; 24. анчах эпӗ пурӑнни сирӗншӗн усӑллӑ.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурне те ӗҫӗсене кура тӗрӗссипе сут Тӑвакана эсир Атте теетӗр пулсассӑн, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӗре хӑраса пурӑнса ирттерӗр; 18. хӑвӑр пӗлетӗр: аҫӑрсенчен юлнӑ хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫран сире тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе хӑтарман, 19. пӗр айӑпсӑр, тап-таса Путек пек пулнӑ Христосӑн хаклӑ Юнӗпе хӑтарнӑ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла вара, халӗ хӑвӑн ҫуртна йӗркене кӳрт те хӑвӑн халӑхна ӑнлантар, хур курнисене лӑплантар, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫран хӑп, 14. хӗвӗшӳллӗ шухӑшусене пӑрах, этем ӗҫӗ-хӗлӗнчен уйрӑл, этем йӑли-йӗркинчен сирӗл, йывӑр шухӑшусене аяккалла сирсе яр — ку тӗнчерен куҫса кайма хатӗрлен: 15. кайран инкексем эсӗ халӗ курнинчен те ытларах пулӗҫ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
92. Пӗрремӗш канӑҫлӑхӗ ҫакӑншӑн: вӗсем хӑйсемпе пӗрлех ҫуралнӑ усал шухӑшсене — пурӑнӑҫран вилӗм енне сулӑнтаракан шухӑшсене — ҫӗнтересшӗн пӗтӗм вӑйран кӗрешнӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Халӗ ӗнтӗ куратӑп: ҫитес ӗмӗр сахаллӑшне ырӑлӑх парӗ, нумайӑшне асап парӗ, 48. мӗншӗн тесессӗн пирӗн ӑшра усал чӗре ӳсрӗ те пире Турӑран аяккалла илсе кайрӗ, пире пӑсӑклӑх патне, вилӗм ҫулӗ патне илсе ҫитерчӗ, пире пӗтмӗш сукмакӗсене кӑтартрӗ, пире пурӑнӑҫран аяккалла илсе кайрӗ, ҫитменнине тата сахаллӑшне мар, мӗн пултарнӑ этем пурте тенӗ пекех ҫапла пулчӗ, терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах вӑл, хӑйӗн кунне-ҫулне, хисеплӗ ватлӑхне, сумлӑ шурӑ ҫӳҫне тивӗҫлӗ ырӑ шухӑшсемпе пурӑнаканскер, ачаран Турра хисеплесе ӳснӗскер, унтан та ытла — Турӑ панӑ саккун умӗнче тасаскер — ҫакӑнпа килӗшӳллӗн хуравласа ҫапла каланӑ: «халех вилӗм аллине парӑр: 24. пирӗн ҫулхи ҫын икӗпитленни хитре мар, ҫамрӑксем, тӑхӑрвуннӑри Елеазар суя тӗне куҫнине пӗлсессӗн, 25. эпӗ икӗпитленнипе, мана пула кӗске те ниме тӑман пурӑнӑҫшӑн аташса ан кайччӑр, ҫапла эпӗ ватлӑхӑма чыссӑра кӑларӑп, варалӑп. 26. Эхер те хальхи вӑхӑтра эпӗ ҫын кӳрекен асапран хӑтӑлсассӑн та, ку пурӑнӑҫра та, вилсессӗн те Пурне те Пултаракан Турӑ аллинчен вӗҫерӗнеймӗп. 27. Ҫавӑнпа та халӗ пурӑнӑҫран хӑюллӑн уйӑрӑлса кайса, эпӗ хам ырӑ ватлӑха тивӗҫӗп, 28. ҫамрӑксем валли вара ырӑ тӗслӗх хӑварӑп — хисепе тивӗҫлӗ, сӑваплӑ саккунсемшӗн вилӗме пӗр иккӗленмесӗр, хӑюллӑн йышӑнма вӗрентӗп» тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Чыслӑ вилӗме мӑшкӑллӑ пурӑнӑҫран маларах хурса, вӑл хӑй ирӗкӗпе асап йышӑннӑ, аша сура-сура кӑларнӑ, 20. пурӑнӑҫа юратсан та, ҫиме юраманнине ҫиес мар тесе ҫирӗп тӑракан ҫын ҫапла ҫеҫ тума пултарнӑ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫак усал йӑхран чӗрӗ юлнисемшӗн вилӗм пурӑнӑҫран лайӑхрах пулӗ; Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярсассӑн та ҫавӑн пек пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — манӑн Туррӑм, эпӗ Сана мӗн иртенпех шыратӑп; Сана унччен сӑваплӑ Ҫуртӑнта курнӑ пек, Санӑн хӑватупа Санӑн мухтавлӑхна курасшӑн ҫак шывсӑр типсе-ҫунса выртакан пушӑ ҫӗрте манӑн чунӑм Саншӑн ҫунать, ӳтӗм Саншӑн тӗмсӗлет: 4. Санӑн ырӑлӑху пурӑнӑҫран та хаклӑрах.
Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2