Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнсан (тĕпĕ: пурӑн) more information about the word form can be found here.
— Вӗсем кунта ҫирӗм ҫул пурӑнсан та пӗр сӑмах та чӑвашла вӗренмеҫҫӗ.

— Они живут здесь про двадцать лет и не хотят выучить ни одного слова по-чувашски!

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑртак пурӑнсан эпӗ аттепе калаҫап та…

Поживем вот немного, я поговорю с отцом…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑруран арӑва ҫурма выҫӑ пурӑнсан ҫыннӑн ӳчӗ ҫеҫ мар, шӑмми-шакки те типсе, пӗрӗнсе, вӗтелсе пырать пулмалла.

От постоянного недоедания у человека, видимо, худеет не только тело, похоже, усыхают, мельчают и кости.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тату, ырӑ, килӗшсе Иккӗш пӗрле пурӑнсан, Ҫӗр хут ытла телейлӗ Юрлӑ ҫын та пуянран…

Help to translate

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тен, сан, пӗлтерхи пек, вӑрманта пытанса пурӑнсан лайӑхрах?

Help to translate

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурӑнсан курӑпӑр, — тавӑрчӗ Черемисинов.

Help to translate

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Уйӑх пурӑнсан пирӗн пӗр ҫын та юлмасть, — терӗ Сӑр хӗрринчен килнӗ Сарри мӑрса.

Help to translate

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кунта пурӑнсан та пӗлмессе перетӗн-и? — тесе ыйтрӗҫ унран.

Help to translate

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Икӗ ҫул пурӑнсан та хӑйӗнпе пӗрле вӗренекен хӗрсемпе калаҫса курман.

Help to translate

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Еврейсен те ҫавах, вунӑ ҫул хушши пӗрле пурӑнсан та ача ҫуратмасан, упӑшкин арӑмне уйӑрса яма тивӗҫ пур, — Эльгеев шухӑшӗпе килӗшрӗ Данилов.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Сӗрме купӑс тимсӗр хуҫана юратмасть, — терӗ Слуцкий, — пӗр уйӑх каламасӑр пурӑнсан, вӑл ҫепӗҫ сассине пытарать.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вӑхӑт тупӑнасса кӗтсе пурӑнсан, нихӑҫан та ҫыраймӑн!

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ятламасӑн макӑрасси килчӗ: ҫак вӑхӑтра амӑшӗ кашни кунах ӗне сӑватчӗ, темле чухӑн пурӑнсан та унӑн, тӑлӑх хӗрарӑмӑн, ҫав савӑнӑҫӗ пурччӗ, ак Урасмет ӗнене ҫавӑтса тухса кайнӑ хыҫҫӑн карчӑкӑн вӑл савӑнӑҫ та ҫук ӗнтӗ.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑшт пурӑнсан, тен, чипер ҫыннах тупнӑ пулӑттӑн хӑвна валли.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Йӗркеллӗ пурӑнсан — турри-мӗннисӗрех лайӑх пулӗ, — терӗ Павел Алексеевич.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тен, Георгий Петрович тӗрӗс калать: салтак вӑл — патшалӑх хуралҫи, кашни салтак хӑй шухӑшӗпе пурӑнсан, ҫарта дисциплина пулас ҫук.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун пекех вӑтанса пурӑнсан, Хусанта выҫӑ та вилӗн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялта пурӑнсан — урама тухма ҫук, кашни паллать.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кутемере пырса пурӑнсан, тен, лайӑхрах пулмӗ-ши?

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Килӗшсе пурӑнсан, пуян ҫынсен тути-масине хӑнӑхса ҫитсен — пирӗн Елюк та хулари майрасенчен кая юлмӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed