Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗтесре — тӗрлесе илемлетнӗ тӗксӗм хӗрлӗ пурҫӑнпа витнӗ кресло.
Расстанная урамӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫавнашкалах ӗнтӗ вӑл пурҫӑнпа шӑтӑклаллӑ кӗпе-тумтир тӑхӑннӑ улпут майри Кулине кӗтессине пырса кӗни те.
XI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Эпӗ ҫакӑн пек пурҫӑнпа Крыма вӗҫсе килтӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл тӑнӑ та катан пире ҫурса, ылтӑнпа тата пурҫӑнпа ҫӗленӗ хӗрлӗ ялава кӑларнӑ.Она встала, развернула материю, распорола холст и вынула алое полотнище, расшитое золотом и шёлком.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Акӑ Баймаковӑн тирпейлӗ ҫуртне хӗрӗн тантӑш-юлташӗсем, хулари чи лайӑх ҫемьесенчи хӗрсем пырса тулчӗҫ; вӗсем пурте парчаран ҫӗленӗ авалхи капӑр сарафансем тӑхӑннӑ, сарафан ҫаннисен вӗҫӗсене пурҫӑнпа мӑкшӑлла тӗрленӗ, шӑтӑкласем тыттарнӑ, урисенче — сарӑ ҫемҫе сӑран пушмаксем, вӑрӑм ҫивӗтсене хӑюсем янӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Лекӗр ман сурана пурҫӑнпа ҫӗлесе ячӗ, вӑл вара ӳт илсе тӳрлене пуҫларӗ.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӗрарӑмсен тумтирӗ те тӗрлӗрен пурҫӑнпа, вӗтӗ шӑрҫапа, каури ятлӑ шапа хуранӗсемпе илемлетнӗ симӗс юбка кӑна, ӑна ҫиелтен шӑрҫаран тунӑ пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӑй йӑлтах пурҫӑнпа ҫӑмхаланса пӗтнӗ, ҫапах та татах ҫавӑрӑнать.
Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Эпӗ вара, хуртсем пурҫӑнпа чӑрканас умӗн ҫиме пӑрахса ҫӳлелле улӑхаҫҫӗ тенине аса илтӗм те вӗсене тек тивмерӗм.
Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫӳхе хура пурҫӑнпа сӑрнӑ параппансене хытӑ шаккани илтӗнсе кайрӗ.Вдруг до толпы донесся тот приглушенный звук, который издают барабаны, обвитые траурным крепом.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл корвет ҫине ларнӑ чухне ун ҫийӗнчи плат арки сирӗлсе кайрӗ те шалпар шалаварӗ, атти, качака тирӗнчен ҫӑмне шалалла туса ҫӗлетнӗ, тулаш енне пурҫӑнпа тӗрленӗ куртки курӑнчӗ.
I. Туссемпе тӑшмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
«Этеме ҫавӑн чул чаплӑ илемлех кирлӗ-ши?» — шухӑшлать Горева, ылттӑнланӑ, тӗкӗрсем лартса тухнӑ тата пурҫӑнпа сӑрнӑ пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳренӗ май.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Акӑ вӑл, пирӗн ҫӗр, йӑрансемсӗр, саплӑксемсӗр, урлӑ-пирлӗ выртакан анасемсӗр пурҫӑнпа витнӗ пек, пирӗн пурнӑҫ пек пӗрлӗхлӗ ҫӗр.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Вӑл паян килме пултараймарӗ, унӑн магазинра ӗҫ питӗ нумай… курнӑ пуль эсир Цейлӑра пурҫӑнпа сукнасен чи пысӑк магазинне?
VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫамрӑк юрпа витӗннӗ чӑлт-шурӑ хурӑнсем, пурҫӑнпа чултан тунӑ евӗр курӑнаканскерсем, ӑна чӑн пек мар, тӗлӗкре те нихӑҫан курман, шухашрӑ ҫеҫ пулма пултаракан япаласем пек туйӑнчӗҫ.
XI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Николай Артемьевич салхуланчӗ, пӳлӗм тӑрӑх утса тухрӗ, унтан, бюроран хаклӑ чулсенчен тунӑ «мӑй ҫыххи» хунӑ пӗчӗк бархат коробка илсе, ӑна чылайччен пӑхкаларӗ, ҫӳхе пурҫӑнпа сӑтӑркаларӗ.
XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тутри ҫине вӑл хӗрлӗ пурҫӑнпа ҫулҫӑсемпе ҫырласем тӗрленӗ.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑйӗн мӑйне пӑхрӗ вӑл, пурҫӑнпа тӗрленӗ ҫӗнӗ кӗпине, вара, кӑмӑлӗ ҫырлахнӑран ӗнтӗ, сӑн-пичӗ ҫутӑлса илчӗ, тутисем те йӑл кулнӑ пек пулчӗҫ, куҫӗсем йӑл-ял ҫиҫрӗҫ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӑхӑр-ха эсир ман ҫине, — терӗ каллех хӑй тӗллӗн калаҫса тӑракан чиперкке мухтанчӑк, — мӗнле сӑпайлӑн утса тухатӑн; ҫийӗмри кӗпене хӗрлӗ пурҫӑнпа тӗрленӗ!
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пурҫӑнпа тӗрленӗ ҫан вӗҫӗсем пур ман, кораллсем, мӑйҫаккисем.
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.