Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурнӑҫламалли сроксем улшӑнман - 2023 ҫул, ун хыҫҫӑн эпир 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне авариллӗ тесе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗртен урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли программӑна пурнӑҫлама тытӑнма пултаратпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Мӗнле чӗлхепе сайт пулсан та, ӑна пурпӗр эпир вуласа ӑнланма пултаратпӑр.
«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184
Ҫавна май педагог профессине суйланӑ ҫынсен ӗҫ-хӗлне кашнинех курма, хамӑра май хаклама пултаратпӑр.
Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/
Апла эпир малалла аталанма пултаратпӑр.
Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/
Вӗсене эпир халӗ ятпа асра тытма пултаратпӑр.
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
— Утрава эпир нумай ҫуллӑха та тара пама пултаратпӑр! — сӗрлеме тытӑнчӗҫ Касмухха майлисем.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗле кӗричченех тара кӗрӗшсе ӗҫлеме пултаратпӑр.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах эпир паҫӑр каланине тепӗр хут ҫеҫ калама пултаратпӑр.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Сахал пулсан, хушма та пултаратпӑр.
Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗр ӳстермесӗрех калама пултаратпӑр% Герасимовсем – ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх шутланакан хисеплӗ ҫемье.
Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn
Кимӗсем сахал мар халь пӑлхавҫӑсен, эпир Атӑл леш енне пысӑк ҫарпах ҫитсе тухма пултаратпӑр.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эпир хамӑр та Атӑл леш енче пурӑнатпӑр, мӗнле вут тӗртме пултаратпӑр эпир йӑлӑм вӑрманне?
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Камран ыйтма пултаратпӑр эпир ҫав хана?
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Вырӑс ҫарӗ кайрӗ те, пӑлханма та пултаратпӑр терӗр пуль, — татах тулхӑрма пуҫларӗ аслӑ воевода.
16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ну, укҫан та кӑшт пама пултаратпӑр, — хӗпӗртесе ӳкрӗ Северьян.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Паян тесен паян хускалма пултаратпӑр.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫакӑнта Япанчана аркатса тӑксан, Хусаншӑн вырӑссемпе тан ҫапӑҫсан вара пирӗн ҫылӑхсем йӑлтах каҫаҫҫӗ, Тукай мӑрса, вара эпир вырӑс патшине хӑюллӑнах куҫран пӑхма пултаратпӑр. — хӑпартланса калаҫрӗ Акпарсӗ те.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кӑнтӑр енчи хӑрушлӑх пӗтмен-ха, ҫапах та ӗнтӗ эпир Хусан патнелле пӗр иккӗленмесӗр, хӑюллӑнрах кайма пултаратпӑр.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пирӗн ӗҫе ҫавӑн пек пӑсас тетӗн пулсан эпир санпа урӑхларах калаҫма пултаратпӑр.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эпир пурсӑмӑр та чунтан савӑнма пултаратпӑр, — терӗ вӑл, — Новоград Свияжский хули, хамӑр государь Иван Васильевич хушнипе тума пуҫланӑ хула, хатӗр.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.