Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнине (тĕпĕ: пулни) more information about the word form can be found here.
Амӑшӗ ют арҫынпа пулнине вӗсем те курнӑ.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Танзеля шӑп тӑнӑ, ҫак арҫын ашшӗ пулнине пӗлсен питӗнче йӑл кулӑ палӑрнӑ.

Help to translate

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫынран пулӑшу ыйтиччен килтех машина-трактор пулнине мӗн ҫиттӗр?

Help to translate

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кунта пурнӑҫланакан ӗҫсемпе Александр Иванович кӑмӑллӑ пулнине пӗлтернӗ, строительсем хӑйсен умне лартнӑ тӗллеве вӑхӑтра пурнӑҫласса шанни ҫинчен каланӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

«Чӗрӗ уроксем» федераци проекчӗ хута кайни вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ырӑ пуҫарусенчен пӗри шӑпах вӗренекенсем ҫулҫӳревсенче ӑспа та, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен те пуянланни пулнине ҫирӗплетни мар-и?

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Ҫак ӗҫе пуҫӑнсанах, издательство мӗнешкел йывӑрлӑхра пулнине пӗлсен — пуҫ ҫаврӑнса кайнӑччӗ: панкрута тухас умӗнхи лару-тӑруччӗ те-ха.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ачаллах вӑраннӑ пултарулӑх ҫитӗнсе ҫитсен профессие ҫаврӑнни, пурӑна киле ӑна урӑххипе улӑштарманни хӑех ҫак ҫыншӑн журналистика кун-ҫул тӗшшине тӗвӗлекен пӗлтерӗшлӗ пайсенчен пӗри пулнине ҫирӗплетет.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Крым пирӗн, эпир пӗрле пулнине тата ытти факт та ҫирӗплетет.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тӗслӗх вырӑнне нумаях пулмасть спорт ветеранӗн Петр Федоровӑн хуҫалӑхӗнче инкек пулнине илсе кӑтартрӗ, телее, кил-ҫуртне страхланӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та тӳлеве тивӗҫӗ вӑл.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗнче вӑй хума тытӑнсанах издательство панкрута тухас хӑрушлӑхрах пулнине пӗлсен йывӑр пулчӗ.

Help to translate

«Журналистсем сӑпайлӑ, мухтанмаҫҫӗ…» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата кӑшт каярахри ҫулсенче те, пурнӑҫ йывӑр пулнине пӑхмасӑрах ача-пӑча ҫырмана йӗлтӗрпе ярӑнма чупатчӗ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чӑваш Ен Правительствин ушкӑнӗ спорт енӗпе ҫав тери ӑста пулнине палӑртнӑ, ыттисемшӗн тӗслӗх тенӗ.

Он подчеркнул, что команда Правительства Чувашии является сильным соперником и отметил, что является для других примером.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837

Матч вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, Сергей Мальцев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май, банкӑн ӗҫченӗсемшӗн сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырасси чи приоритетлӑ тӗллев пулнине, вӗсем тӑтӑшах тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннине палӑртнӑ.

По завершении матча, отвечая на вопросы журналистов, Сергей Мальцев отметил, что здоровый образ жизни является одной из главных ценностей для сотрудников банка, они постоянно принимают участие в городских и республиканских спортивных соревнованиях.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837

Вӑл ӗнесене ӑратлӑ вӑкӑрсен вӑрлӑхӗпе искусствӑлла майпа пӗтӗлентерни сывӑ та продуктивлӑ пӑру илмелли меслет пулнине пӗлтерчӗ.

Он сообщил, что способ искусственного оплодотворение коров семенем племенных быков, дает возможность получить здоровых и продуктивных телят.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Симӗс патруль» эксперчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи пӗтӗмлетӳллӗ рейтингра влаҫӑн вырӑнти органӗсем хӑйсенчен ыйтакан информаципе тивӗҫтерес тӗллевпе общество организацийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме хатӗр пулнине те шута илнӗ.

Help to translate

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чалӑм-кӑкшӑмсем каланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев вӗсен сӗчӗ пахалӑхлӑ пулнине кӑтартса панӑ.

Help to translate

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Тепӗр чухне урапа таптаса ҫӳрекен курӑках усӑллӑ пулнине пӗлместпӗр.

Help to translate

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Хӑш чиртен мӗнле эмелсем ӗҫмеллине, вӗсене хамӑр патӑрта ӳсекен курӑксенчен хатӗрлеме май пулнине пӗлччӗрех.

Help to translate

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Елчӗк тӑрӑхӗн пикисем пултарулӑхӗ иксӗлми пулнине кунта та ҫирӗплетрӗҫ.

Девушки из Яльчикского поселения и здесь доказали, что их мастерство безгранично.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Унта генеалоги несӗле вӗрентекен тата хатӗрлеме пулӑшакан, хӑш-пӗр йӑх, ҫемье мӗнле пуҫланса кайнине, вӗсем хушшинчи тӑванла ҫыхӑнӑва палӑртакан истори дисциплини пулнине ӑнлантарнӑ.

Help to translate

Вӗренӳ пособийӗ пичетленнӗ // Э.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed