Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

продукци the word is in our database.
продукци (тĕпĕ: продукци) more information about the word form can be found here.
— Общество Ишек, Тӑрӑн, Ишлей ял тӑрӑхӗсенче продукци туса илме ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 1100 гектар ҫӗре тара илчӗ.

Help to translate

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ӑнӑҫлӑ ӳстерсе пухса илсен пирӗн продукци аван сутӑнать пулӗ тесе шухӑшлатпӑр, — терӗ Роберт Игнатьевич.

Help to translate

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӗсен тӗллевӗ Етӗрнере чи малта пыракан технологисемпе, хальхи йышши оборудованипе усӑ курса чи пысӑк пахалӑхлӑ продукци кӑларасси пулнӑ.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пурнӑҫ ҫулӗ те продукци хатӗрлени ҫеҫ сахал пулнине, ӑна тирпейлесе сутмаллине кӑтартса панӑ.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Коллективри кашни ҫын пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса, ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе хавхаланса, пайҫӑсемпе, тавар туянакансемпе, пулӑшу сферипе усӑ куракан клиентсемпе, продукци туса кӑларакансемпе, тӗрлӗ организаципе килӗштерсе ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ, — палӑртать Юрий Харитонов. — Райпо аталанӑвне пурте хӑйнеевӗр тӳпе хываҫҫӗ теме пулать.

Help to translate

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫӑкӑр заводӗнче 55 тӗрлӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ: темиҫе тӗрлӗ хура, шурӑ ҫӑкӑр, батон, пӗремӗк, печени, кондитер изделийӗсем.

Help to translate

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫулла кунта уйӑхра 20 пин декалитра яхӑн продукци туса кӑлараҫҫӗ.

Help to translate

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Экологи тӗлӗшӗнчен таса продукци туса илетпӗр пулсан унпа мӗншӗн хӑнасене сӑйлас мар?

Help to translate

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Конкуренци тенӗрен, пирӗн предприяти кӑларакан продукци — республика бренчӗ шайӗнче.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пирӗн предприяти кӑларакан продукци паян – республика бренчӗн шайӗнче.

Help to translate

«Журналистсем сӑпайлӑ, мухтанмаҫҫӗ…» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Республикӑри ертсе пыракан ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӗлтӗр суту-илӗве 2014 ҫулхинчен продукци 28,2% ытларах янӑ, кассӑна 5,6 млрд тенкӗ кӗнӗ.

Ведущие предприятия сельского хозяйства республики в прошлом году, по сравнению с 2014 годом, отправили в торговлю на 28,4% больше продукции, в кассу поступили 5,6 млрд рублей.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче кӑна, тӗслӗхрен, Курган тӑрӑхне 0,5 млн тенкӗлӗх продукци ӑсатнӑ.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сӑлтавӗ ҫӗршыв арканнӑ хыҫҫӑн унӑн союзлӑ республикисем шутланнӑ патшалӑхсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑнусем татӑлни, продукци ыйтакан пулманни.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑвашпотребсоюзӑн предприятийӗсем вырӑнти экологи тӗлӗшӗнчен таса чӗртавартан паха продукци хатӗрленипе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

2015 ҫулта 1 миллиард та 88 миллион тенкӗлӗх /иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан 101 процент/ продукци туса кӑларнӑ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӑл меню хатӗрлет, продукци саккас парать.

Он готовит меню, заказывает продукцию.

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Эпир хамӑра хамӑр тӑрантармалӑх продукци туса илме пултаратпӑр.

Help to translate

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ял халӑхӗ мӗнле пурӑнни, ӗҫлени, мӗнле продукци туса илни тата ытти те ҫӗршыв, республика, вырӑнти ертӳҫӗсене тӗрӗс йышӑнусем тума, ҫӗр ӗҫченӗсене пулӑшассипе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма, малалла аталанма кирлӗ.

Help to translate

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Кӑтартусем сисчӗвлентереҫҫӗ: малтанхи ҫулхипе танлаштарсан пӗлтӗр продукци 2,3 хут сахалрах ӑсатнӑ.

Help to translate

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

«ЭЛАРА» акционерсен уҫӑ обществинче авиаци, чукун ҫул отраслӗсен нушисем валли ҫӗнӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ.

Новая продукция для нужд авиационной, железнодорожной отраслей производится открытым акционерным обществом «ЭЛАРА».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed