Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каялла, лӑк тулли халӑх ҫине, айӑпланакан пӗртен пӗрре ҫаврӑнса пӑхнӑ та унӑн куҫӗсем каллех, хӑйне председателе суйланӑ пухури пек, Хуркайӑкӑннипе тӗл пулнӑ — вара ӑна пушшех хӑрушӑ пулса кайнӑ, Хуркайӑк куларах та ӳпкелерех тата кӑшт шелленӗ пекрех пӑхни председатель хаяр ӗҫ тунине, ҫавӑншӑн вӑл халӗ калама ҫук мӗскӗн те намӑс вырӑна лекнине темрен те лайӑхрах палӑртнӑ.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫакӑн пек пултӑр тесен, унӑн хальхи председателе питӗ тӑрӑшса ӗҫсене йӗркелеме пулӑшмалла, сасартӑк пӗтӗм ҫын туйса илтӗр: атьсемри, артельти пӗтӗм ӗҫе председатель мар, Куприяныч ертсе пырать-ҫке, тетчӗр.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тачка та чипер председатель «карбидсен» представительницине куҫ айӗнчен пӑхса илчӗ, ҫинҫе ураллӑ хыткантарах Таня председатель ҫине сыхланарах пӑхрӗ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Ҫавӑнпа вара пӗр председателе мӗн пур колхозниксенчен ытларах шаннӑ пек пулса тухнӑ, мӗншӗн тесен Аникей районта та, облаҫра та лайӑх председатель шутланнӑ; вӑл пур плансене те вӑхӑтра е ыттисенчен маларах та тултарнӑ, чи малтисемпе пӗрле рапортланӑ, район хаҫачӗ сайра номерӗ унӑн ятне асӑнмасӑр тухнӑ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Уншӑн райком секретарӗ е РИК председателӗ колхозри ӗҫсемпе интересленни питӗ хаклӑ пулнӑ, вӗсем колхозра пулса иртекен пысӑк ӗҫсем ҫинчен те, вак-тӗвекки ҫинчен те — пӗтӗмпех пӗлесшӗн пулнӑ; вӑл: пӗр председатель, темӗнле ӑслӑ пулсан та, пурне те пӗлеймест, тесе шутланӑ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ревком председателӗ ӑна именчӗклӗн темскер калать; сотник кӑштах пӗшкӗнсе тӑнӑ та мӑкӑрӑлчӑк хӑлхине председатель еннелле тытса итлет.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Капла пӑхсан — чӑн-чӑн председатель пекех эсӗ, шаларах пӑхсан варӑ — колхозра эсӗ председатель мар, таҫтан килсе вӑрӑннӑ ҫын пек.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫак статьян 5-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ даннӑйсен сумми пек палӑртнӑ пӗтӗмлетнӗ кӑтартусене участокри суйлав комиссийӗн председателӗ, председатель ҫумӗ е секретарӗ пурте илтмелле пӗлтерет, суйлавҫӑсен списокӗн юлашки страницине ҫырса хурать, алӑ пусса ҫирӗплетет те участокри суйлав комиссийӗн пичетне лартса ӗнентерет.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №15 от 07 марта 2019 г.
«6. Ҫак статьян 5-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ даннӑйсене ҫырса хунӑ хыҫҫӑн ҫав даннӑйсене ҫырса хунӑ участокри суйлав комиссийӗн татса паракан сасӑ правиллӗ членӗ суйлавҫӑсен списокӗн кашни страницине алӑ пусать, ун хыҫҫӑн вӑл ҫав даннӑйсене хушса тухать, пурте илтмелле пӗлтерет те участокри суйлав комиссийӗн председательне, председатель ҫумне е секретарьне тата сасӑсене шутланӑ ҫӗре хутшӑнакан ҫынсене пӗлтерет.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №15 от 07 марта 2019 г.
Хӑшпӗр председательсем паян: «Агроном кирлех те мар. Эпир хамӑрах агроном та, председатель те», - теҫҫӗ те - ялхуҫалӑхра агрономӑн та, зоотехникӑн та, инженерӑн та харпӑр хӑй вырӑнӗнче пулмалла.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Хамаръялов, тӑххӑрти ачана яш! ҫӗклесе, ямшӑк вырӑнне лартрӗ; Яшманов председатель кӑкарнӑ лаша чӗлпӗрне вӗҫертсе майларӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Председатель пулма П. В. Виноградова суйланӑ.
Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97
Юлашкинчен вара вӑл мӗнле председатель пулнине Петр Семенович каласа панӑ хыҫҫӑн пӗлтӗм.
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Председатель ӗҫӗ мана нихӑҫан та интереслентермен, мӗншӗн тесен эпӗ колхозпа ҫыхӑннӑ ҫын пулман.
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Халь ӗнтӗ районти ӗҫлӗ ҫынсем те улшӑнчӗҫ, пирӗн председатель те урӑх… — пӗтерчӗ сӑмахне колхозник.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Сирӗн председатель — ку таврари пӗртен-пӗр хӗрарӑм-председатель.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Пӗррехинче ӑна председательрен кӑларас тесе те пӑхрӗҫ, анчах «Эсир партипе правительство политикине хирӗҫ пыратӑр, — терӗ пире — урӑх председатель суйлас текен колхозниксене — районтан килнӗ ӗҫлӗ ҫын.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Председатель ҫынсемпе вӑрҫса туллашса чӗтрене еретчӗ те «эпӗ нервнӑй больной!» тесе ҫуйӑхатчӗ, ҫӑва тухсанах вара, хӗрсе ӗҫ пынӑ вӑхӑтра, колхоз укҫипе икшер уйӑха курорта туха-туха каятчӗ.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Тепӗр куннех председатель сӗтеле шаккама, колхозниксене кӳрентерме пуҫларӗ.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Пуян, — тавӑрчӗ председатель.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.