Шырав
Шырав ĕçĕ:
64. Вара вӑл, ҫӗршывӗнче хӑйӗн Симон пиччӗшне хӑварса, вӗсене хирӗҫ тухнӑ.64. Но он пошел навстречу им, брата же своего, Симона, оставил в стране.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ӑна ылтӑн савӑтсемпе ылтӑн кил-тӗрӗш ярса панӑ, ылтӑн савӑтран ӗҫме, хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнма тата ылтӑн тӑха ҫакса ҫӳреме ирӗк панӑ, 59. унӑн Симон пиччӗшне Тир хулипе Египет чикки хушшинчи ҫӗрӗн ҫарпуҫӗ туса хунӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ионафан, хулара хӑйӗн Симон пиччӗшне хӑварса, пӗчӗк кӑна йышпа хула тулашне тухнӑ, 66. вӑл Одоаарринпа унӑн тӑванӗсене тата Фасирон ывӑлӗсене хӑйсен чатӑрӗсенчех пӗтерсе тӑкнӑ та хулана тапӑнакансене вирлӗн пырса ҫапнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Ионафанпа унӑн Симон пиччӗшне каланӑ: Иамври ывӑлӗсем питӗ вӑйлӑ туй тӑваҫҫӗ, ҫураҫнӑ хӗре, пӗр ятлӑ-сумлӑ ханаан улпучӗн хӗрне, Надаваф хулинчен питӗ чаплӑн ӑсатаҫҫӗ, тенӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара Иуда хӑйӗн Симон пиччӗшне каланӑ: ҫынсем суйласа ил те кай, Галилейӑри тӑванусене хӳтӗле; эпир вара Ионафан шӑллӑмпа иксӗмӗр Галаада кайӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Амӑшӗн варӗнчех вӑл хӑйӗн пиччӗшне тапкаласа пӗтернӗ, ҫитӗнсен вара Турӑпа кӗрешнӗ.3. Еще во чреве матери запинал он брата своего, а возмужав боролся с Богом.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вавилон патши вара Иерусалимра патша пулма Матфанийӑна — Иехония пиччӗшне — лартнӑ.17. И воцарил царь Вавилонский Матфанию, дядю Иехонии, вместо него,
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Фамарь апата пиччӗшне ҫитересшӗн ун умне хунӑ чухне Амнон ӑна аллинчен ярса тытнӑ та: кил, вырт манпа пӗрле, йӑмӑкӑм, тенӗ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Самуил хӑйне патша пуласси ҫинчен пӗлтернине пиччӗшне уҫса паман вӑл.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пиччӗшне Саул ҫапла каланӑ: вӑл пире ама ашаксем тупӑннӑ тесе пӗлтерчӗ, тенӗ.16. И сказал Саул дяде своему: он объявил нам, что ослицы нашлись.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иуда вара Симеона, хӑйӗн пиччӗшне, каланӑ: манпа пӗр пулса ман шӑпама кӗрсемччӗ — ханаансемпе ҫапӑҫӑпӑр; эпӗ те сан шӑпуна пайлӑп, тенӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн пурлӑхӗнчен Исава, хӑйӗн пиччӗшне, парне памашкӑн 14. икҫӗр качака, ҫирӗм качака таки, икҫӗр сурӑх, ҫирӗм така, 15. сӑвакан тӗвисене тихи-мӗнӗпе вӑтӑр, хӗрӗх ӗне, вунӑ вӑкӑр, ҫирӗм ашак, вунӑ ашак ӑйӑрӗ суйласа илсе [парса янӑ].
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Вӑл кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтирсем кӑларса Ревеккӑна панӑ; ҫавӑн пекех унӑн пиччӗшне те, унӑн амӑшне те чаплӑ парнесем панӑ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл [хӑй ӑшӗнче] ҫапла каласа та пӗтереймен, акӑ Ревекка — Вафуил хӗрӗ, Авраам пиччӗшне Нахора арӑмӗ, Милка, ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ — тухать, кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫине лартнӑ; 16. хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ, арҫынпа хутшӑнман хӗр пулнӑ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.