Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирки the word is in our database.
пирки (тĕпĕ: пирки) more information about the word form can be found here.
Ҫакӑн пек ӑнланмалла пулса тухрӗҫ ӗнтӗ унӑн темле кӑшкӑрашса каланӑ сӑмахӗсем, аллисемпе тем кӑтартма хӑтланнисене, тепӗр тесен ҫавсемех пулӑшрӗҫ те пуль, тен, Огнянова тытса парас ӗҫре, анчах ҫавӑн пирки хӑҫан та, кама пӗлтерме пултарнӑ-ши — ҫавна тӗплӗн пӗлсе пулмарӗ.

Так объяснились теперь его загадочные жесты и восклицания, которые в конце концов, очевидно, и выдали Огнянова, но когда и кому, осталось невыясненным.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынсем, Огнянов инкекӗ пирки шухӑшланӑ май, Стефчовӑн ячӗ кайнине ытлах асӑнми пулчӗҫ.

Несчастье Огнянова, возбудив всеобщее внимание, заглушило интерес к позору Стефчова.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун пирки темле халап-юмах та хыва пуҫларӗҫ.

О нем слагались легенды.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӑван ҫӗршыва юратас пирки сӑмахлами пулчӗҫ, ҫӗкленнӗ кӑмӑл та йӑлт пусӑрӑнчӗ.

Патриотические речи умолкли, воодушевления как не бывало.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь ӗнтӗ вӑл тусне мӗнле лайӑхрах ҫӗре вырнаҫтарас пирки шухӑшлама тытӑнчӗ.

С братским участием он сейчас принялся обдумывать, как бы получше устроить друга.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ сакӑр ҫул хушши Диарбекирта ларнӑ хушӑра сан пирки пӗр сӑмах та илтмен.

За те восемь лет, что я пробыл в Диарбекире, я ничего не слышал ни о тебе, ни о наших товарищах.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав ҫын, атте тусӗ пирки калатӑп-ха, мана учительте ӗҫлеме кӗме пулӑшрӗ, ҫавӑнтан вара чиперех пырать-ха.

Этот человек, друг отца, помог мне устроиться учителем, и пока, слава богу, все идет хорошо.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эх, эсир те ҫав, ман пирки йӑлтах манса кайнӑ!

Эх вы, забыли про меня!

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир мӗн вуланине ҫыракансем пирӗн ҫинчен, пирӗн нушасене пӗлмеҫҫӗ те пуль, вӗсем пирки шухӑшламаҫҫӗ те пуль.

Те, чьи творения вы читаете, не думают, даже не знают о нас и наших страданиях.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир пире хӑна тӑвакан принципсем пирки калаҫас пулсан, вӗсем пирӗншӗн йӗркеллӗ ҫимӗҫ мар-ха, пӑлхарсен тавҫӑруллӑ шухӑшӗ унпа килӗшеймест, халь кӑна та мар, кирек хӑҫан пулсан та Болгарире уншӑн вырӑн пулмасть.

Что касается социалистических принципов, которыми вы нас угощаете, они не годятся для нашего желудка; болгарский здравый смысл их отвергает, и ни сейчас, ни когда бы то ни было они не смогут найти почвы в Болгарии.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Анчах эсир ак халь мана урӑххи пирки каласа патӑр.

— Однако вы сейчас толковали мне другое.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огняновпа Кандов ҫак ушкӑнран пӑрӑнса пӗр йывӑҫ айне кайса ларчӗҫ, вӗсем тем пирки хӗрсе тава кӗнӗччӗ…

Огнянов и Кандов отделились от остальных и, сидя под деревом, горячо спорили о чем-то.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗн каланине хӑй те пӗлмест вӑл… нумай пулмасть-ха, вӑл ман пирки шпион та тенӗ.

Сама не знает, что говорит: не так давно обзывала меня шпионом.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кала-ха, Рада, хӗр-манах ҫакӑн пирки те асне илчӗ-и?

— Скажи мне, Рада, монахиня говорила и об этом?

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Рада, ачам, эс мана пит ырӑ ҫын терӗн те, эппин, пӗр тунмасӑр хам ҫинчен сана каласа парам, эсӗ нимӗн пирки те иккӗленместӗн-ҫке.

— Рада, дитя мое, если я благородный человек, как ты сейчас сказала, значит, я должен признаться тебе в том, о чем ты и не подозреваешь.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кала-ха эс, хӑш-пӗр ҫын ман пирки ҫапла калать пулсан, эпӗ шӑпах ҫавӑн пек пулам та, эс мана савнӑ пулӑттӑн-и?

Скажи, ты могла бы меня полюбить, будь я таким, каким меня хотят изобразить некоторые люди?

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унӑн хӑйӗн тӑван хулине, инҫетри Видина, Бяла Черква ҫыннисенчен Марко Ивановран урӑх никам та кайса ҫӳремест, тесе пӗлтерчӗ; ҫавӑнсӑр пуҫне тата Видинра халь Кралич пирки тахҫанах ҫынсем манма пултарнӑ.

Он уверил их, что в его родном городе, далеком Видине, не бывает почти никто из бяло-черковцев, кроме Марко Иванова.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Малтанласа вӗсем Огняновпа тава кӗнӗччӗ, анчах Огнянов хӑй сӑмахӗ ҫине тӑма пултарчӗ, хулара пурӑнас пирки тем иккӗленмелли ҫук тесе шантарчӗ.

Вначале они не пускали туда Огнянова, но он стоял на своем и легко развеял все их опасения.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ашак та йӗксӗк кӑна ман пирки ҫавӑн пек калама пултарнӑ.

— Кто это говорит — тот осел и подлец.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ровоама хаджие Огнянов пирки ҫакӑн пек ирсӗр элек сармашкӑн пӗртен пӗр сӑлтав пулӑшрӗ, Огнянов ун патне пӗрре те килсе курса хисеп кӑтартмарӗ, ҫапла килсе курманни хӗр-манаха хисеплемен пек, тӑрӑхланӑ пек пулса тӑчӗ, хӗр-манах ӑна каҫарми тӑшман вырӑнне хура пуҫларӗ.

Главной, а может быть, и единственной причиной, побудившей Хаджи Ровоаму распространить столь гнусные слухи об Огнянове, послужило то обстоятельство, что он не почтил её своим посещением; этим он нанес кровное оскорбление ее честолюбию и нажил в ее лице опасного врага.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed