Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пилӗкне (тĕпĕ: пилӗк) more information about the word form can be found here.
Хитре урисене курчӗ, тӑвӑртарах кӗпе тӑхӑннипе уйрӑмах илемлӗ курӑнакан пилӗкне, тулли кӑкӑрне асӑрхарӗ, кулса илчӗ, хӗрелсе кайрӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Сан мӗн ӗҫӳ пур ман ҫумра, анкӑ-минкӗ?! — терӗ вӑл, ик аллипе пилӗкне тытса.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр ларсан, тӑраймастӑп, — терӗ лутака секретарь, ик аллипе пилӗкне тытса.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кам каларӗ? — ик аллине пилӗкне тытса, Укань умнех саркаланса пырса тӑчӗ Кулюкка.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫумӑр килет, — терӗ Натюк аппа, ыратакан пилӗкне тытса, — унччен епле те пулин ҫыхса пӗтересчӗ, ачасем.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура куҫ харшиллӗ, хӑмӑр куҫлӑ, тӳрӗ сӑмсаллӑ, тӑп-тӑп кӗлеткеллӗскер, пилӗкне ҫутӑ тӑхаллӑ ҫар пиҫиххийӗ туртса ҫыхнӑскер.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эп хуҫа терӗн-и? — ик аллипе пилӗкне тытса, хуняшшӗ патнелле пӑркаланса ҫывхарчӗ Сантӑркка.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яштак пилӗкне тата тӳрлетет, пуҫне каҫӑртать.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Суракан пилӗкне аллипе сӑтӑркаласа тӑратчӗ.

Help to translate

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Туман тиха пилӗкне малтанах хуҫатӑр.

Help to translate

38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах ҫуралман тихан пилӗкне ан хуҫ.

Help to translate

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Чарӑн, хӗвне мӗн чикрӗн? — унӑн пилӗкне хыпалама хӑтланчӗ, анчах мелсӗррӗн кӑкӑрне сӗртӗнчӗ, кӗтмен ҫӗртен чӗтренсе илчӗ, токпа ҫапнӑ пек.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каччӑ унӑн пилӗкне хыттӑн чӑмӑртарӗ.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пилӗкне сӑтӑркаласа, хуллен ахлатса, ура ҫине тӑчӗ.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вавил тӗрӗллӗ кӑвак кӗпе, хӑмӑр шӑлавар, шурӑ пушмак тӑхӑннӑ, пилӗкне шерепеллӗ пиҫиххи ҫыхнӑ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пилӗкне хӑй йӑлтӑр-ялтӑр пиҫиххи ҫыхнӑ та вӗҫӗсене хӑрах пӗҫҫи тӑрӑх ура пакӑлчакӗ патне ҫитиех усса янӑ; шарфе те пиҫиххи вӗҫӗсенчен кӗске мар — ҫӗре кӑшт ҫеҫ лекмест.

Help to translate

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл замша куртка, джинсы брюки тӑхӑннӑ, пилӗкне сарлака чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӑш-пӑш сывларӗ, пилӗкне тыткаларӗ, ларса канчӗ те рельса татӑкӗн тепӗр пуҫне ҫӗклесе хучӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл хӑйӗн илемӗпе киленни, ҫынна та илӗртме тӑрӑшни сисӗнет: пилӗкне хӑва пек авкаласа, пӗҫ кӑкне чӳхентерсе утать, хӑйне тӑрӑх пӑха-пӑха илнӗ хушӑрах, «кураҫҫӗ-ши мана», тенӗн, пысӑк хӑмӑр куҫ ҫутине ҫынсем еннелле ывӑтать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл ука тӗрӗллӗ вӑрӑм пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ, пилӗкне пиҫиххи-туннель ҫыхнӑ, мӑйне ҫинҫе вӑчӑраллӑ кулон ҫакнӑ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed