Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑнасене йышӑнакан чиперкке, йӑл-йӑл кулкаласа, хуҫана пикенсех тем ӑнлантарчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Иртнинче килсе кайнӑ чухне пӗлнӗ тӑрӑх, унӑн ялти лавкки халӗ те ӗҫлет-ха, кооператив лавккипе пикенсех тупӑшать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Экеҫле калать вӑл чӑваш ташшине, ҫавӑнтах кӳршӗ ялсенчилле те пӗр-икшер ҫаврӑм ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара хурать, ҫав вӑхӑтрах кӗвӗ майӑн пикенсех ура тапать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эпир Телегин хушаматлӑ ҫынна темиҫе тӗрлӗ преступленишӗн «айӑпласшӑн» пулнине, ӑна пикенсех «шыранине» таҫта та пӗлтернӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ыттисемпе пӗрле Телегин та пикенсех тӑрмашрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюков тусӗсем пирвай темле юрӑ ӗнӗрлекелерӗҫ, кайран Мина тахӑшне пикенсех ятлама тытӑнчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ахаль чухне Крапивин унашкалли ҫинчен ют ҫын умӗнче пуплешес ҫукчӗ, халӗ вара пикенсех ӑнлантарчӗ:
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑнтӑр кайӑкӗсем килсе ҫитеймен-ха, ҫерҫисемпе кӑсӑясем вара пикенсех чик-чӗриклетеҫҫӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
…Пуйӑс Калюкова Красноярска илсе ҫитернӗ тӗле кунта пикенсех юр ҫӑватчӗ ӗнтӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун шӑллӗ Ҫемен халӗ пикенсех хавхалантарать пулӗ хӑй ертсе пыракан юлташлӑх ҫыннисене.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Командир хушнипе ыттисем те ҫула пикенсех хатӗрленчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лавҫӑсем утсене эхэхейлетсе хӑвалани, йӗс шӑнкӑравсем пикенсех тинкӗлтетни, хуҫисен кӑмӑлне сиснӗ лашасем хастаррӑн тулхӑра-тулхӑра илни, вӗсен такан ҫапнӑ урисем ҫул хыттине тӑпӑртӑк-тӑпӑртӑк кӳплеттерни, ҫуна сулнӑка ҫапӑннӑ самантсенче хӗрарӑмсем сехӗрленсе кӑшкӑра-кӑшкӑра яни кӑна илтӗнсе тӑрать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Халӗ пикенсех кӑмака вучахӗ умӗнче тӑрмашать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑмавар чӗртет вӑл, ӑна атӑ кунчипе хупланӑ та, хӑййа ҫулӑм вӑйлӑрах хыпса илтӗр тесе, пикенсех вӗртерет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пуссан та ӗненместӗп, — пикенсех хӳтӗлерӗ вӑл тантӑшне пухура.Хоть удавите, но не поверю, — усердно защищала она подругу на собрании.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Вӑл питӗрӗнсе ларнӑ портфель хуппине пикенсех уҫма тӑчӗ.Он с усилием начал было отрывать захлопнувшийся замочек портфеля.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӗсем час-часах ман ҫинелле кӑтартса, пикенсех темӗн ҫинчен канашлаҫҫӗ.Они о чем-то серьезно совещались, все время поглядывая на меня.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ этем ӑс-тӑнӗнче пулакан тӗрлӗ чир-чӗрсене пикенсех асаилме тӑрӑшса, пӳлӗмре ун умӗнче каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме пуҫларӑм.
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Пӗр пилӗк ҫулхи ача, шурӑ пуҫлӑ, кӑвак куҫлӑскер, ӑшӑ хура шыв лупашкинче ларса, лапчӑннӑ витрене пикенсех патакпа ҫапса, тимӗр чанклатнӑ сасӑпа киленсе ларать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Коля ку юрра пӗлмен, ҫавӑнпа та ӑна пикенсех итлемен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.