Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикенет (тĕпĕ: пикен) more information about the word form can be found here.
Владимир Ильичӑн патакки васкавлӑн ун-кун хыпашлама пикенет, анчах тӗпне ниҫта та перӗнмест.

Шест Владимира Ильича шарил, дна не было.

Каллех ют ҫӗрте // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Владимир Ильич кӗрт ӑшӗнчен чаваланкаласа тухать те силленме-тасалма пикенет.

Владимир Ильич выбрался из сугроба, отряхнулся от снега.

Каллех ют ҫӗрте // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Хӑйӗн пӑшӑрханӑвне пытарса, Надежда Константиновна чӑматанран япаласене кӑлара-кӑлара тирпейлеме пикенет.

Пряча беспокойство, Надежда Константиновна стала разбирать чемодан.

Вӑрттӑн тӗлпулусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Сарӑ курупкинчен хут кӑларать те, сӗтел хушшине ларса, пӗр тӑхтамасӑр, пуҫне ҫӗклемесӗр ҫырма пикенет.

Вынул из жёлтой коробки бумагу, без промедления сел за стол и, не поднимая головы, стал писать.

Вӑрттӑн тӗлпулусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Владимир Ильич кӗнеке ҫыххисемпе япалисене тиеме пикенет.

Владимир Ильич принялся грузить книги и вещи.

Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Хӑй ҫавӑнтах пӳлӗм тӑрӑх кӑмӑлсӑррӑн каллӗ-маллӗ утма пикенет.

Зашагал по комнате, быстро, гневно.

Кӑмӑл ту, Владимир Ильич // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Хресчен тӳрех кӗтессенче турӑш шырама пикенет, тупаймасть те чӳрече ҫине пӑхса хӗрес хывса илет.

Поискал икону в углу, не нашёл, покрестился на окно.

Кӑмӑл ту, Владимир Ильич // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Владимир Ильич малтанах ӑнланмасть-ха, унтан тӗлӗннипе тӑнлама пикенет.

Владимир Ильич не сразу понял, удивлённо прислушиваясь.

Пирӗн ӗҫе путлантараймӗҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

— Ҫывӑрас пулать, — тет те вӑл хӑйне, анчах каллех вулама пикенет.

— Надо ложиться, — сказал он себе и ещё зачитался.

Пирӗн ӗҫе путлантараймӗҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вырнаҫса ларать те, вулама пикенет, унтан кӗҫех, интересленсе кайса, вӑхӑт ҫинчен те йӑлтах манать.

И сейчас, только сел, зачитался, увлекся.

Пирӗн ӗҫе путлантараймӗҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Владимир Ильич алӑк ҫывӑхне вырнаҫать, ҫухавине тӑратать те шпикран епле хӑтӑласси ҫинчен шухӑшлама пикенет.

Владимир Ильич сел у самого выхода, поднял воротник и стал думать, как уйти от шпика.

Нева заставин леш енче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Самантлӑха манӑҫатӑп, Владимира кӑсӑклансах итлеме тытӑнатӑп, анчах Валя мӗн те пулин калать-и е хам хушӑран йӑпӑрт пӑхса илетӗп-и ун ҫине, каллех вара хӗсме пикенет — ӑш вӗҫнӗ, чун вӑркать.

Забудусь на минутку, заслушаюсь Владимира, но то ли Валя что скажет, то ли просто взгляну на нее, и опять защемит-защемит…

9 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Амӑшӗ хӑйӗн ӗҫӗсене тума тытӑнать, Костя тимӗр шапана тӑрантарать те тинӗс сысни валли читлӗх тумалли ҫинчен аса илет, вара читлӗхпе аппаланма пикенет.

Мать займется своими делами, а он покормит черепаху, потом вспомнит, что хотел смастерить клетку для морской свинки, и начнет возиться с клеткой.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Анчах амӑшӗ, яланхи пекех, сӑмаха аякран майлаштарса пыма пикенет:

Но мама, как всегда, сначала говорит кучу посторонних слов:

Холмогор // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Казаков, пур ҫӗре те ӗлкӗрсе, ҫак мӗнпур калаҫусене хутшӑнать, вӑл пурне те тӗпчеме пикенет; пӑхатӑн та, ҫавсене пурне те тахҫантанпах пӗлнӗ пек туйӑнать вӑл.

Казаков, всюду поспевая, вмешивался во все эти разговоры, до всего допытывался, и похоже было, что все тут давно знакомы ему.

III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

…Троллейбус чарӑнмалли ҫӗре чӑшӑл-л пырса чарӑнчӗ те — халӑх урамалла кӗпӗрленсе тухма тытӑнчӗ: маршрут вӗҫӗ иккен — кунтан ҫӗнӗ ҫавра пикенет.

…Троллейбус остановился на остановке — толпа повалила на улицу: конец маршрута — отсюда начинался новый круг.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑнпа имӗш, Кронид Евграфович пуҫарса мӗн те пулин калать пулсан, Кузьма Афанасьевичӗ вара, тӑсса ҫапнӑ чӑпӑркка сасси евӗр, ун «ылтӑн пек шухӑшне» наччас малалла аталантарма пикенет, коллектив кӑмӑлӗн пӗр палӑрӑмӗ пулса тӑрать…

И потому Кронид Евграфович был для старого учителя и богом и отцом, Кузьма Афанасьевич всегда поддерживал его во всех начинаниях.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ну, вӑл кунта та кулма пикенет пулсан, вара…

Ну, если и здесь он будет усмехаться, то…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Кашни ҫын чӑваш тӗнчин пуянлӑхне ӳкерсе кӑтартма пикенет, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе пырать.

Отрадно, что у нас есть мастерицы, которые хранят традиции и передают свои знания молодым людям.

Республикӑра пуҫласа Чӑваш тӗррин кунне халалласа чаплӑ уяв ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=e4 ... b4575c9e35

Бриг пӗтӗм паруссене ҫӗклесе, сӑмсипе хирӗҫле хумсене ҫуртарса, тӑшманран тарма пикенет.

Бриг поднял все паруса и, зарываясь носом в волны, стал уходить от неприятеля.

Капитан Вильям Бредаль // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed