Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир йӗркеллӗн хӑтлантӑр… паян, паян — астӑвӑр.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Замятинӑран, Торопецран, Жуковӑран тата Хӗрлӗ Полесьерен, Катя вӗсем патӗнче паян пулманни ҫинчен, Головлевӑра та ӑна паян ирхине ҫеҫ курни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Нумай пулать-и Дуняшка манкине те шӑлма пӗлмен хӗрачаччӗ; ҫӳретчӗ чупса, ҫурӑмӗ хыҫӗнче пӗчӗк ҫивӗтӗсем шӑши хӳри пек пӗтӗлтететчӗҫ, халӗ пӑх ав епле вӑл, паян тесен паян хӑть качча пар.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗрлет Кубань, чарӑнма пӗлмест, эпир ӑна мӗн ачаран итленӗ, ун юррине хӑнӑхнӑ, анчах паян ун юрри урӑхла, мӗншӗн тесен паян ун шывӗ нихҫан пулман ҫӳллӗшӗнчен сикет…
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Паян куҫ умӗнче революцилле ситуаци ҫук-ха, массӑсен ӑс-тӑнне хускатса яма, вӗсен активлӑхне ӳстерме условисем ҫук; паян сан аллуна суйлав бюллетенӗ тыттараҫҫӗ пулсан — ил ӑна; ҫав бюллетеньпе, тӗрмене лекесрен хӑраса, ҫемҫе пуканран ярса тытакан ҫынсене парламентри ӑшӑ вырӑнсене ӑсатас тесе мар, хӑвӑн тӑшманусене пырса ҫапма лайӑх йӗркеленсе хатӗрленес тесе усӑ кур.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Паян тесен паян качча пар!
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лозневой хӑй чӗрине пусса тӑракан йывӑрлӑх туйӑмӗпе тата темшӗн сасартӑк Ерофей Кузьмича ҫиленнӗ ҫилӗпе тухса кайма хатӗрленчӗ, — старикӗн паянхи шухӑшӗсем халь ӑна старик паян вӑрҫӑ ҫинчен калани ҫак тӗттӗм те ҫил-тӑманлӑ каҫ пекех туйӑнчӗ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унтан пӗр ҫеккунт пек шутларӗ, паянхи куна пӗтӗмпех аса илчӗ те: — О, ҫапла, паян мана ҫав тери лайӑх, ҫав тери лайӑх! — терӗ тепӗр хут хӗрӳллӗн.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Турцие хӗвеланӑҫ енчен Сербипе Черногори кӑйкӑрӗсем хӑратса тӑраҫҫӗ, — паян тесен паян вӗсем тӑшмана тапӑнма хатӗр; Турцин ҫурӑмӗ хыҫӗнче — Греци, вӑл та ҫӑвар карса тӑмасть…
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пирӗн тӑван чӗлхене тиркекен чылай чӑвашсем паян хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхине ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшнӑ пекех, паянхи нумай вырӑс та ачисене пурнӑҫра акӑлчанла калаҫма вӗрентме тӑрӑшнине куратпӑр.
Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html
Ҫапах та ку нимех те мар: паян кунччен пӗр эрне маларах мар пулсан, паян кунтан тепӗр эрнерен, — ку вӑл пурпӗрех.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паян сан куҫусем ҫав тери тӗлӗнмелле, паян кӑна та мар…Такие странные у тебя глаза сегодня, да и не сегодня только…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Паян… паян кунӗ ҫавӑн пек, Ольга, санран уйрӑлас-и?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Фронтӑн шавӗ — ни малалла, ни каялла: паян ирхине те вӑл ӗнерхи вырӑнтах кӗрлерӗ, каҫ пулсассӑн та тытӑҫу сассисем ҫав вырӑнтах, паян ир пулнӑ ҫӗртех, янрарӗҫ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнер пурнӑҫлӑн хӗвӗшсе тӑни — паян чарӑннӑ, ӗнер янрани, кӗрлени — паян чӗлхесӗр пулнӑ; ялтӑрани, ҫутални — сӳнсе ларнӑ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Полк командирӗ, пӗчӗк те вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан, пиҫиххине хыттӑн ҫыхса лартнӑ, вӗр-ҫӗнӗ кӑвак комбинезон тӑхӑннӑ ҫын, тӳррӗнех: паян эпӗ ҫыхӑнуллӑн нимӗн те каласа пама пултараймастӑп, паян ултӑ сехетренпех аэродром ҫинче ирттертӗм, виҫӗ хутчен сывлӑша хам та хӑпартӑм, халӗ ура ҫинче аран тӑратӑп, терӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паян эпӗ вунсакӑр уйӑх каялла хампа мӗн пулни ҫинчен, санран ку таранччен пытарса пурӑнни ҫинчен (уншӑн эпӗ ӳкӗнетӗп, питӗ ӳкӗнетӗп) каласа кӑтартасшӑн, ӑна каласа пама паян тивӗҫ пур манӑн.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паян ҫырма пултараймастӑп: Паян пуҫ та, чӗре те Густинӑпа пӗрле.Сегодня писать не могу: Сегодня голова и сердце полны Густиной.
1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ репетици туса ирттеретӗп: паян Майӑн пӗрремӗшӗ, ачасем, паян эпир урӑхла утса иртӗпӗр, ан тив — конвойнӑйсем тӗлӗнччӗр.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тен, ку юрӑ начар та мар пулӗ, анчах паян… паян, Майӑн пӗрремӗшӗ, ҫӗр ҫинчи чи лайӑх, чи савӑнӑҫлӑ праҫник ыран тенӗ кун.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953