Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачах the word is in our database.
пачах (тĕпĕ: пачах) more information about the word form can be found here.
Ҫут тӗнчерен уйрӑлса лере кайсан вара, вӑл пачах ҫухалать, ун ҫинчен кунтисем часах манса каяҫҫӗ…

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Акӑ пачах чарӑнчӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ашшӗ-амӑшӗ пачах ятламасть ачасене пушӑ ана ҫинче ҫапла тапӑртатнӑшӑн — ҫӗрулми туни ҫеҫ хӑвӑртрах типет…

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Тен, ҫав ӗҫе урӑх таврӑнмасан, ун ҫинчен пачах манса кайсан лайӑх».

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫапла пулса тухнӑ хыҫҫӑн пысӑк йывӑрлӑхпа ҫирӗпленме пуҫланӑ туслӑх арканма пултарасса, пачах пӗтсе ларасса, е тата ытларах иккӗшӗн хушшинче аталанма тытӑннӑ туйӑм, ӑна, тен, ӗненме те кирлӗ мар, ҫухаласса, кӗлле вӗҫсе кайса сапаланасса Ирина питӗ аван ӑнланать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Инструкципе ултӑ баллӑ ҫил чухне крансене пачах чармалла.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Иринӑн ӗҫӗ пирӗннинчен чылай йывӑртарах тата пачах уйрӑлса тӑрать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эпӗ пачах ун пирки мар.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Монтажниксен участокӗ детальсем ҫуккине пула пачах чарӑнса ларнӑ тесен те йӑнӑш мар…

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ун чухне сирӗн хальхи суя паттӑрлӑхӑр пачах ҫухалӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пачах ҫӑмӑл мар, Ирина Алексеевна.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн патшалӑх Египета витӗм кӳресси майӗпен чакма пуҫланӑ, пирӗн эрӑччен 656 ҫул тӗлне вӑл пачах ҫухалнӑ, ун чухне XXVI династин никӗслевҫи I Псамметих пӗтӗм Египета пӗрлештерсе хӑй аллине илнӗ.

После этого влияние царства в Египте пошло на убыль и прекратилось к 656 году до н. э. когда Псамметих I, основатель XXVI династии, объединил весь Египет под своей властью.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ватти хутпа пӗлмен пачах, Ӗмри иртейнӗ майӑн: «Аван — аван, начар — начар…»

Help to translate

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Ак тамаша, пирӗн ялта ҫумӑр пачах та ҫуман.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Ҫӑткӑн шоферӑн пуҫӗнчен «Жигули» шухӑшӗ пачах тухса ӳкрӗ вара.

Help to translate

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Хӑй ӑшӗнче вара пачах урӑхла шухӑшлать: «Ӗҫ кун пекех ӑнӑҫлӑ пырсан, хам валли «Жигули» илмелӗх укҫа пухатӑпах», — тет.

Help to translate

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Ҫак вӑхӑтра Раман халӑх ҫинчи ӗҫе пачах хутшӑнмарӗ тесен те юрать.

Help to translate

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара пачах урӑхла.

Help to translate

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗпер тарсах-тарсах пычӗ те уҫланка ҫитеспе пачах ҫухалчӗ.

Help to translate

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамарӑна пачах та аса илместӗп ҫав самантсенче…»

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed