Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Маншӑн укҫа мар, кӑмӑл-туйӑм пахарах, — тет.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Вӗсем Дубининсене комбат саламне ҫеҫ мар, пахарах япаласем те илсе пынӑ.Все они приносили Дубининым не только привет от комбата, но и еще кое-что, более существенное.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫапла итлени вӑл кӗлтунипе типӗ тытнинчен те пахарах!
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Анчах Лопуховӑн пӗр пахарах енӗ пур: вӑл юратӑва тивӗҫлӗ пулнӑ ӗнтӗ, ҫапла, тивӗҫлӗ пулнӑ, вӑл хӗр чӗрине пӗтӗмпех ҫавӑрса илнӗ ӗнтӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пулманни пахарах.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Чи малтанхи артистсем вылянӑ спектакльсем тата пахарах, тата хаклӑрах пек туйӑнаҫҫӗ.Спектакли, в которых играли первые актеры, еще ценнее, еще дороже кажутся.
Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
- Маншӑн Вӑрманкас Алманчран пахарах ял ҫук.
Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Хӑш-пӗр ҫынпа ҫыхланиччен ҫыхланманни, сӑмах чӗнмесӗр иртни пахарах.С некоторыми людьми лучше не связываться, лучше обойти стороной без слов.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
6. Унчченхинчен пахарах ырӑлӑх пама пулнӑ, Иисус урлӑ хывнӑ халал авалхинчен аванрах пулнӑ пек, Унӑн ӗҫӗ те леш священниксен ӗҫӗнчен аслӑрах.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ сире пурсӑра та тӗрлӗ чӗлхепе калаҫтарасшӑн; ҫапах та эсир Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем пулсассӑн, авантарах пулӗччӗ: Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаканран пахарах, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, ӗненекенсем ӑса кӗччӗр тесе хӑй каланине ӑнлантара-ӑнлантара парсассӑн ҫеҫ, Турӑ сӑмахне пӗлтерекенпе пӗр шайра пулӗ.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те; вӗсенӗн управӑшсем те, кӗлетсем те ҫук — вӗсене Турӑ тӑрантарать; эсир кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах!
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ пӗртен-пӗрре анчах, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн; 33. Ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм ӑстӑнпа, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм вӑй-халпа юратни тата ҫывӑх ҫынна хӑвна ху юратнӑ пек юратни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ пур парнерен те, ытти парнесенчен те пахарах, тенӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарипе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест; 30. сирӗн пуҫӑр ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулни те паллӑ; 31. ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑкран пахарах.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир вӗсенчен пахарах мар-и?
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль — ҫӑра туратлӑ иҫӗм йывӑҫӗ, хӑй валли йышлӑ ҫырла ӳстерет: ҫырли мӗн чухлӗ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ нумайрах чӳк вырӑнӗ тӑвать; ҫӗрӗ мӗн чухлӗ пахарах, вӗсем хӑйсен йӗрӗхӗсене ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах илемлетеҫҫӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! иҫӗм йывӑҫӗ тепӗр йывӑҫран мӗн тӗлӗшӗнчен лайӑхрах, иҫӗм йывӑҫӗн турачӗсем вӑрманти йывӑҫсем хушшинче мӗн тӗлӗшӗнчен пахарах?
Иез 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сывлӑхлӑ, вӑй-халлӑ чухӑн ҫын халсӑр пуянран лайӑхрах; 15. сывлӑхпа хаваллӑх кирек мӗнле ылтӑнран та пахарах, ҫирӗп ӳт-пӳ ҫӗрме мулран та хаклӑрах; 16. сывлӑхран пахарах пуянлӑх ҫук, чӗре савӑнӑҫӗнчен ирттерекен савӑнӑҫ ҫук; 17. хуйхӑрса пурӑниччен вилсе выртни лайӑхрах, вӑрӑма кайнӑ чиртен канлӗх лайӑхрах.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑслӑлӑх пухни таса ылтӑн пухнинчен лайӑхрах, ӑс-хакӑл тупни таса кӗмӗл тупнинчен пахарах.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫыннӑн сахалли те — нумай-нумай усал ҫын мулӗнчен пахарах: 17. усал ҫынсенӗн вӑйӗ путланӗ, тӳрӗ ҫынсене вара Ҫӳлхуҫа тӗреклентерет.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. вӑл сана ватӑлмалӑх кунунта савӑнтарса, пӑхса-тӑрантарса усрӗ: хӑвна юратакан кинӳ ҫуратнӑ ӑна, саншӑн кинӳ ҫичӗ ывӑлтан та пахарах, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.