Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патӗнчи (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
«Дружба» патӗнчи (халь унта «Чува», унччен малтанхи «Юрма» ӗнтӗ) хурӑн катине милӗк касма е унта кӑмпана кайнӑ май Асса пӗвин сулахай енӗпе ҫӳреттӗмӗр.

Help to translate

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

Пӳрте кӗрсен, калаҫса-мӗн туса тӑмасӑр, вӑл ӑна сӗтел патӗнчи хыҫсӑр пукан ҫине лартрӗ, хӑй кӗтесри сарлака йывӑҫ кровать патне пырса чӗркуҫленчӗ те хӑяккӑн пӗр хулпуҫҫийӗпе кровать айне пытанчӗ, унтан пысӑк чӑматан туртса кӑларчӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Икӗ хутлӑ шкул патӗнчи хӗреслӗ урамра, шкулпа юнашар ҫурт крыльцинчен Валерия Ивановнӑна хирӗҫ пӗр ҫамрӑк ҫын тухрӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫав шутра, Йӑлӑмри Акӑш кӳлли патӗнчи улӑх Сившусен пулни пирки ҫырса хӑварни пур.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ҫеменӗн Тутайкасси патӗнчи ҫӗрне сурӑхсем кӗре-кӗре анана ватса кайнӑ тет.

Говорят, что овцы попортили поля Семена возле Акташево.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Кунта, алӑк патӗнчи кӗтесре, йывӑҫ кравать ларать.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кормоцех патӗнчи ҫара ҫуна ӳппӗн ҫаврӑнса выртнӑ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ача-пӑча вӑрҫӑран чипер таврӑннӑ полсан хӑшӗ те полин килтех порӑнатчӗ тен, — алӑк патӗнчи кравать ҫине вӑйсӑррӑн ларчӗ кинеми.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Полтава патӗнчи швед пекех ҫунса кайма пултаратӑп эпӗ, — йӗрмӗшрӗ Упандиров.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Карман патӗнчи салтаксем чӗтре-чӗтре сӑхсӑхма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чатӑр патӗнчи ҫарҫыннисемпе халӑх государе хыттӑн саламласа кӗтсе илчӗ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аҫтӑрхан сӑмахӗ Аванкай патӗнчи ҫамрӑксене ҫакӑн пек хавхавлӑ самантра тимлӗ пулмаллине аса илтерчӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр, путеке ҫаплах кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса, алӑк патӗнчи путмар патне утса пычӗ те васкамасӑр ун ҫине ларчӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӳртӗн пушӑ ӑшчиккине малтан хӑюсӑррӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан, чӑрсӑрланса кайса, алӑк патӗнчи путмар тӗлӗнчи пӗренесем ҫине ӳкрӗ.

Help to translate

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ака пӗр самантра Атӑл хӗррине Сырса илчӗ халах ҫыран айккине: Ялавлӑ турсемпе пуп таврашӗсем, Воевотӑ патӗнчи паллӑ хӑнасем, Вӗсемпеле пӗрлех пуян хуҫасем.

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шурча патӗнчи Ярхуни йӑхӗсем…

Help to translate

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тенеяльсем, тӗрӗсрех Вячеслав Федоров, клуб патӗнчи памятник ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап площадкине урӑх вырӑна куҫарас пирки те ҫирӗппӗн хускатнӑ.

Help to translate

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Зоя аппӑш кӗрӗкне хыврӗ те аллисене сӑтӑркаласа пианино патӗнчи пукан ҫине ларчӗ.

Help to translate

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апраҫ аппа анкарти патӗнчи тӑкӑрлӑкра пурнать.

Help to translate

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тимлесерех сӑнакаласа пурӑнсан, ӗнтӗ Полинана хӑйне те Ула Тимӗр шӑпах ӗмӗтри чун патӗнчи «принц»-арҫын ача пек курӑна пуҫларӗ: хӗрача чӗринче хӑй пекех ҫамрӑк «калча» «сиктернӗ» пӗчӗк, ылтӑн вут — чалтӑрт! сирпӗнсе илнӗ «айӑпсӑр» юрату хӗлхемӗ — вӑй илсе, хӗвел пекех, пурнӑҫ пекех нихӑҫан та сӳнмесле шанӑҫ ҫуратса ҫунма пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed