Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Хӗрӗ каланӑ: мана пиллӗх пар; эсӗ мана кӑнтӑр енче ҫӗр патӑн, шыв та пар, тенӗ.19. Она сказала: дай мне благословение; ты дал мне землю полуденную, дай мне и источники вод.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Виҫҫӗмӗш ҫулхине, вуннӑмӗш пайсен ҫулӗнче, эсӗ, хӑвӑн [ҫӗрӳ] ӳстернӗ пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне уйӑрса илсе, ӑна хӑвӑн килӳ-ҫуртунта ҫиччӗр, тӑранччӑр тесе левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма парсассӑн, 13. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче кала: эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн хушнисене, мӗн ӳкӗтлесе каланисене пурне те пурӑнӑҫласа, эпӗ [хамӑн] килӗмрен сӑваплине уйӑрса илтӗм, ӑна левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана тата тӑлӑх арӑма патӑм: Санӑн ӳкӗтӳсенчен иртмерӗм, вӗсене манмарӑм; 14. эпӗ ӑна хуйхӑллӑ-суйхӑллӑ чухне тутанман, ӑна эпӗ хам таса мар чухне те тытман, унран илсе, вилнисене асӑнмашкӑн та паман; эпӗ хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм сӑмахне итлесе тӑтӑм, Эсӗ мана мӗн ӳкӗтлесе каланине пӗтӗмпех пурӑнӑҫларӑм; 15. Хӑвӑн сӑваплӑ ҫуртунтан, тӳперен, пӑхсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, пиллесемччӗ, пире Ху панӑ ҫӗре пиллесемччӗ, — Эсӗ ӑна, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, аттемӗрсене [пире пама пулса] мӗнле тупа тунӑ, ҫапла патӑн, тесе кала.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл каларӗ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] пурте ула, чӑпар, хушка, мӗншӗн тесессӗн Лаван сана мӗн тунине эпӗ пурне те куратӑп; 13. Эпӗ [сана] Вефильре [курӑннӑ] Турӑ, эсӗ унта палӑк ҫине ҫу юхтартӑн, эсӗ унта Мана сӑмах патӑн; халӗ ӗнтӗ тӑр та ҫак ҫӗртен тух, хӑвӑн ҫуралнӑ ҫӗршывна таврӑн, [Эпӗ санпала пӗрле пулӑп,] терӗ, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Больницӑра выртнӑ чухне вилессе сисрӗ пуль: «Киле каяс килет. Петя, эсӗ мана нихӑҫан та улталаман. Сӑмах патӑн пулсан илсе кай тӑван киле», — тесе куҫран пӑхса йӑлӑнчӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №