Шырав
Шырав ĕçĕ:
33. Ҫакна тата Иосия мӗн-мӗн туса хӑварни ҫинчен те, унӑн чапӗ ҫинчен те, вӑл Ҫӳлхуҫа саккунне епле пӗлни ҫинчен те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ; унӑн малтанхи ӗҫӗсене тата халӗ асӑннӑ ӗҫӗсене Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иоакимӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл тунӑ ирсӗр ӗҫсене, вӑл мӗн-мӗн тӗлӗшпе айӑпа кӗнисене Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иосийӑн тӗрлӗ ӗҫӗсене, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек тунӑ ырӑ ӗҫӗсене, 27. унӑн ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене, Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Манассиян ытти ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл хӑйӗн Туррине епле кӗлтуни ҫинчен, витӗркурансем ӑна Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе мӗн калани ҫинчен Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Езекия мӗн-мӗн тунине, унӑн ырӑ ӗҫӗсене Исаия — Амос ывӑлӗ, пророк, мӗн пулассине малтанах курнӑскерӗ — ҫырса хӑварнӑ тата Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ахаз ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хулара, Иерусалимра, пытарнӑ, анчах та Израиль патшисенӗн тупӑклӑхне илсе кӗмен.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Унӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн малтанхи тата юлашки ӗҫӗсене, вӑл мӗнле пурӑннине Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑрҫӑра пире вӗсен туррисем ҫапса аркатрӗҫ пулӗ тесе, вӑл Дамаск туррисене парне кӳнӗ, вӑл: вӗсене Сири патшисенӗн туррисем пулӑшаҫҫӗ; эпӗ вӗсене парне кӳрӗп те вӗсем мана та пулӑшӗҫ, тенӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иоафамӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн вӑрҫисене тата вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ: 8. патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Амасиян ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Иудейӑпа Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.26. Прочие дела Амасии, первые и последние, описаны в книге царей Иудейских и Израильских.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иосафат мӗн-мӗн тунине, ун малтанхи тата юлашки ӗҫӗсене, Анания ывӑлӗн Ииуйӑн ҫырӑвӗсенче ҫырса кӑтартнӑ, вӑл ҫырнине Израиль патшисенӗн кӗнекине кӗртсе хӑварнӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аса ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.11. И вот, деяния Асы, первые и последние, описаны в книге царей Иудейских и Израильских.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗнпур Израиль халӑхне ҫапла хӑйсен йӑхӗ-ӑрӑвӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ, вӗсене пурне те Израиль патшисенӗн кӗнекине кӗртнӗ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иоакимӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.5. Прочее об Иоакиме и обо всем, что он сделал, написано в летописи царей Иудейских.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иосиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.28. Прочее об Иосии и обо всем, что он сделал, написано в летописи царей Иудейских.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аммонӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.25. Прочее об Аммоне, что он сделал, написано в летописи царей Иудейских.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Манассиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, унӑн ҫылӑхӗсене, мӗнле ҫылӑхсем тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Езекиян ытти ӗҫӗсене, унӑн пӗтӗм паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл пӗве пӗвеленине, шыв пӑрӑхӗ хуртарса хулана шыв кӗртнине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ахазӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.19. Прочее об Ахазе, что он сделал, написано в летописи царей Иудейских.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.