Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшан (тĕпĕ: патша) more information about the word form can be found here.
Ара патшан, пӗлтӗрхи пек, каллех наследник ҫуралнӑ-ши?

Неужели у царя опять, как и в прошлом году, родился наследник?

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пушкин хваттерне ҫитсе куртӑм, Петӗр патшан голландла ҫуртӗнче, ҫуллахи садра пултӑм.

Я была в квартире Пушкина, в голландском домике Петра, в Летнем саду.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӑпӑлти тӑлмачӑ аслӑ патшан ҫӗнӗ сӑмахӗсене кӗнеки ҫине хӑвӑрт ҫырса хучӗ.

Подобострастный переводчик быстро записывает в свою книжечку новое изречение его величества.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тимӗрҫ Мӗкӗте ӑна хиреҫ кала хур: ҫитӗ ӗнтӗ сана, Савельич, кума ан пӑшӑрхантар, хӑнасене ан кӳрентер — Кирила Петрович, вӑл хӑйне уйрӑм, Андрей Гаврилович хӑйне уйрӑм — эпир пурте турӑпа патшан, тенӗ; ҫын ҫӑварне ҫӗлесе лартаймӑн ҫав.

Микита кузнец и сказал ему: и полно, Савельич, не печаль кума, не мути гостей, Кирила Петрович сам по себе, а Андрей Гаврилович сам по себе, а все мы божьи да государевы; да ведь на чужой рот пуговицы не нашьешь.

III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Халапсем тӑрӑх, ку вӑрманта Хаяр Иван патшан Хусана парӑнтаракан ҫар ҫыннисем каннӑ.

Help to translate

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Питӗр хули 300 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленнӗ чухне архивра I Петӗр патшан тӗлӗкӗсене Акӑлчан посолӗ ҫырса пынисене тупнӑ.

Help to translate

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Романра ҫав пулӑма Кӗтерне патшан «тапса тӑракан» юратӑвӗпе ҫыхӑнтартӑм.

Help to translate

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

13. Ҫавӑнпа та патшан юратнӑ ҫыннисем Евпатор умӗнче ун ҫинчен элеклесе тултарнӑ.

13. Поэтому он был оклеветан любимцами пред Евпатором, и,

2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Никанор ҫапла йышӑннӑ: патшан Рим ҫыннисене памалли икӗ пин талант хырҫӑна тыткӑна илнӗ иудейсемпе саплаштармалла, тенӗ.

10. Никанор постановил: дань в две тысячи талантов, которую царь должен был Римлянам, пополнить от пленения Иудеев.

2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Вӗсем ытла ҫине тӑрса ыйтнине кура, патшан ирӗксӗрех Даниила тытса памалла пулнӑ, 31. лешӗсем ӗнтӗ Даниила арӑслан шӑтӑкне пӑрахнӑ, унта вӑл ултӑ кун хушши пулнӑ.

30. И когда царь увидел, что они сильно настаивают, принужден был предать им Даниила, 31. они же бросили его в ров львиный, и он пробыл там шесть дней.

Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Апӑссем тухса кайсассӑн, патша Бел умне апат лартса панӑ, Даниил хӑйӗн тарҫисене хушнӑ та, лешӗсем кӗл илсе килнӗ, вара патша умӗнче пӗтӗм ҫурта кӗлпе сапса тухнӑ; унтан, каялла тухса, алӑка питӗрсе илнӗ, патшан пичетлӗ ҫӗррипе пусса пичетленӗ те унтан кайнӑ.

14. Когда они вышли, царь поставил пищу перед Вилом, а Даниил приказал слугам своим, и они принесли пепел, и посыпали весь храм в присутствии одного царя, и, выйдя, заперли двери, и запечатали царским перстнем, и отошли.

Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Пулать! тет Ҫӳлхуҫа: вӑйлийӗнчен те тыткӑнри ҫыннисене туртса илӗҫ, усал патшан тупӑшне те илсе кайӗҫ; мӗншӗн тесессӗн санӑн тӑшманусемпе Эпӗ ҫапӑҫӑп, санӑн ывӑлусене Эпӗ хӑтарӑп; 26. сана пусмӑрлакансене хӑйсен ӳчӗпех тӑрантарӑп, вӗсем хӑйсен юнне ҫӗнӗ эрех ӗҫнӗ пек ӗҫӗҫ, ӳсӗрӗлӗҫ; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сана Ҫӑлаканӗ, сана Тӳлесе Илекенӗ, Иаковӑн Хӑватлӑ Турри пулнине кирек кам та пӗлсе тӑрӗ.

25. Да! так говорит Господь: и плененные сильным будут отняты, и добыча тирана будет избавлена; потому что Я буду состязаться с противниками твоими и сыновей твоих Я спасу; 26. и притеснителей твоих накормлю собственною их плотью, и они будут упоены кровью своею, как молодым вином; и всякая плоть узнает, что Я Господь, Спаситель твой и Искупитель твой, Сильный Иаковлев.

Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Тир хулине ҫитмӗл ҫул, пӗр патшан кунӗсем чухлӗ, манса пурӑнӗҫ.

15. И будет в тот день, забудут Тир на семьдесят лет, в мере дней одного царя.

Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Патша Эсфире, патша майрине, каланӑ: тӗп хулара иудейсем пилӗкҫӗр ҫынна тата Аманӑн вунӑ ывӑлне вӗлернӗ; патшан ытти ҫӗрӗсенче мӗн тунӑ вӗсем?

12. И сказал царь царице Есфири: в Сузах, городе престольном, умертвили Иудеи и погубили пятьсот человек и десятерых сыновей Амана; что же сделали они в прочих областях царя?

Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫавӑн чухне Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи хуласенче иудейсем хӑйсене усал сунакансене пӗтерме пӗрле пуҫтарӑннӑ; вӗсен умӗнче никам та чӑтса тӑрайман, мӗншӗн тесессӗн халӑхсем пурте вӗсенчен хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ.

2. собрались Иудеи в городах своих по всем областям царя Артаксеркса, чтобы наложить руку на зложелателей своих; и никто не мог устоять пред лицем их, потому что страх пред ними напал на все народы.

Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Хыпарҫӑсем, патшан вичкӗн учӗсемпе кайса, патша хутне хӑвӑрт та васкаварлӑ ҫитернӗ.

14. Гонцы, поехавшие верхом на быстрых конях царских, погнали скоро и поспешно, с царским повелением.

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Аман вара Артаксеркс патшана каланӑ: сан патшалӑхунта ҫавӑн пек пӗр халӑх пур, вӑл пӗтӗм ҫӗршывӗпе ытти халӑхсем хушшинче саланса-сапаланса пурӑнать; вӗсен саккунӗсем пур халӑхсен саккунӗсенчен те урӑхла, вӗсем патша саккунӗсене итлемеҫҫӗ; патшан вӗсене ахаль хӑварма юрамасть.

8. И сказал Аман царю Артаксерксу: есть один народ, разбросанный и рассеянный между народами по всем областям царства твоего; и законы их отличны от законов всех народов, и законов царя они не выполняют; и царю не следует так оставлять их.

Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Мардохей патша хапхи умӗнче ларнӑ чухне патшан икӗ хайранӗ, — Гавафа тата Фарра, — алӑк уратине хураллакансем, [Мардохее ҫапла хисепленӗшӗн] вӗчӗхнӗ, вара вӗсем Артаксеркс патшана вӗлерме шут тытнӑ.

21. В это время, как Мардохей сидел у ворот царских, два царских евнуха, Гавафа и Фарра, оберегавшие порог, озлобились [за то, что предпочтен был Мардохей], и замышляли наложить руку на царя Артаксеркса.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Унта вӑл каҫпа кӗнӗ, ирхине тепӗр ҫурта, патша хайранӗ Шаазгаз тӗрӗслесе-сыхласа тӑракан ҫурта, ҫум-арӑмсен ҫуртне, таврӑннӑ; патша патне урӑх кӗмен ӗнтӗ вӑл — патшан унпа пулас кӑмӑлӗ пулсан ҫеҫ ӑна ятран чӗнсе илме пултарнӑ.

14. Вечером она входила и утром возвращалась в другой дом женский под надзор Шаазгаза, царского евнуха, стража наложниц; и уже не входила к царю, разве только царь пожелал бы ее, и она призывалась бы по имени.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Патшан ҫывӑх ҫыннисем, ӑна ӗҫлесе тӑракансем, каланӑ: патша валли ҫамрӑк та илемлӗ хӗрсем пӑхмалла, 3. хӑй патшалӑхӗнчи кашни ҫӗре патша сӑнавҫӑ суйласа ларттӑр, лешӗсем вара пур ҫамрӑк хӳхӗм хӗре тӗп хулана, Сузӑ хулине, унта патша хайранӗ Гегай пӑхса-тытса тӑракан арӑмсен ҫуртне пуҫтарччӑр та ҫав хӗрсене ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем [тата мӗн кирлӗ, ҫавна] паччӑр; 4. патша куҫне килӗшнӗ хӗр патша майри Астинь вырӑнне пултӑр.

2. И сказали отроки царя, служившие при нем: пусть бы поискали царю молодых красивых девиц, 3. и пусть бы назначил царь наблюдателей во все области своего царства, которые собрали бы всех молодых девиц, красивых видом, в престольный город Сузы, в дом жен под надзор Гегая, царского евнуха, стража жен, и пусть бы выдавали им притиранья [и прочее, что нужно]; 4. и девица, которая понравится глазам царя, пусть будет царицею вместо Астинь.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed