Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парне the word is in our database.
парне (тĕпĕ: парне) more information about the word form can be found here.
Кайран вара, ҫакӑнтан чӗрӗ-сывӑ юлсассӑн, сире пысӑк парне кӳрӗп, вӑкӑр пусса чӳк тӑвӑп…

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Усал ҫынсем ҫапла ман ывӑла ӑссӑра кӑларнӑ, усал тухатмӑшсем унӑн юнне пӑснӑ, вӑл ҫавӑнпа сана парне кӳме кансӗрлерӗ, ҫав пӳтсӗр хӗре вӑрласа тарчӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эй, аслӑ Шыври, сана пысӑк парне кӳрейменни вӑл пӗрре те манӑн айӑппа пулман.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслӑва Шыврине парне парас тесе путарса вӗлерме шухӑшланине те вӑл халӗ хӑйӗн ырӑ ӗҫӗсен шутне кӗртрӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта манӑн сан валли парне пур.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Турра парне ҫакӑн пек пулмалла, — урайӗнче выртакан ача ҫине тӑсса кӑтартрӗ пуп.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗнӗ кайӑк валли парне пултӑр.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӗн ашшӗ Укаслӑва Шыврине парне пама шухӑшланине Шӑхаль кӗҫӗр каҫпа кӑна пӗлчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку ӗҫе тума эпӗ ятарласа Хусанкка утаманран ыйтсах парне илтӗм.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрремӗш эрнине Укаслу лӑпкӑнах пурӑнчӗ, хӑй кӗтнӗ пек пысӑк парне илнӗ Киремет ӑна инкек-синкекрен, Хунчар аллинчен сыхлӗ тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Укаслуран лайӑх парне ӗмӗр шырасан та тупас ҫук, — тесе шухӑшларӗ Савантер.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗвелесе пӗтерсенех вара Шыврине парне кӳрӗпӗр.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыврине кӑна парне парар.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пике-хӗр тупса парне кӳрес пулать санӑн, ӑнланатӑн-и? — вӗрентрӗ вӑл.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыврине парне кӳрес пулать, унсӑр сан ӗҫӳ тухас ҫук, Савантер, — шӑлсӑр ҫӑварӗпе чарӑна пӗлми калаҫрӗ карчӑк.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Миҫе юханшыв ҫинче арман тытатӑн, миҫе ҫырма хуҫи пулса тӑтӑн, Шыврине ҫапах та нимӗнле парне те памарӑн.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ, Киремете парне парӑн, вӑл ҫын усалне сан ҫинчен сирӗ, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ ӑна Пинер.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм таврари чӑвашсем ҫав йӑха ылханаҫҫӗ, пӗтерес тесе, йӗрӗхе парне кӳреҫҫӗ!

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ вӑл йӑла кивве юлнӑ ӗнтӗ, халӗ, ав, выльӑх пусса чӳк тӑваҫҫӗ, ҫапла парне параҫҫӗ.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗлӗк чӑвашсем Киремете урӑхла парне, хӗр тытса панӑ.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed