Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парасшӑнччӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ял-йыш кӑҫал Иван Петрович тӑхӑрвунӑ ҫул тултарнине паллӑ тӑвасшӑнччӗ, колхоз правленийӗ ӑна хаклӑ парнесем илсе парасшӑнччӗ, анчах вӑл ниепле те килӗшмерӗ: «Кун пирки килес ҫул шухӑшласа пӑхӑпӑр, эпӗ ун чухне… утмӑл ҫул тултаратӑп», — терӗ.

Help to translate

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Малалла мӗн курса ҫӳрени ҫинчен эпӗ сана Шупашкара таврӑнсан каласа парасшӑнччӗ, анчах паян ҫак ялта пӗр старике тӗл пултӑм та сан патна ҫыру ҫырмасӑр тӳсеймерӗм.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ сана Петр Семеновичӑн космонавт пулас ӗмӗтпе Мускава тухса тарнӑ хӗрӗ ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, анчах халлӗхе тӑхтам-ха.

Help to translate

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл ӑна хӑйӗнпе мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ — хӑяймарӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Атӑл хӗрринчен пӑрӑнсанах, Светлана Алеша патне каясшӑнччӗ, ӑна хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине йӑлтах каласа парасшӑнччӗ, анчах хула сачӗ тӗлне ҫитсен чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл хӑйӗн пӗр пиччӗшне иртнӗ вӑрҫӑра ҫапӑҫса вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ятне панн ҫинчен те, тепӗр пиччӗшӗ халь те флотра офицер пулни ҫинчен те, унӑн ашшӗ Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ иккенне те каласа парасшӑнччӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Хумкка хӑй йӑлипе пӗрер черкке тултарса парасшӑнччӗ Ҫимуна, анчах лешӗ килӗшмерӗ, пӑтаран ҫӗлӗкӗпе кӗрӗкне илсе тӑхӑнчӗ, пуҫ тайса тухса кайрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав самантрах ашшӗне Атӑл ҫине кайма чӗннине, ун чух вӑл ниепле те килӗшменнине, халь хӑй ирӗкӗпех тухса килнине каласа парасшӑнччӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук сӗлӗ парасшӑнччӗ, сӗллине торгипе сутнине аса илчӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Вӗр-ҫӗнӗ чӳлмексем кусем, паян ҫеҫ курнаран кӑлартӑм. Сана тахҫанах чӳлмексем парасшӑнччӗ, эсӗ чечек ӳстерме юрататӑн», — тет.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑл татах темӗскер каласа парасшӑнччӗ, анчах ӑна итлес текенсем пулмарӗҫ.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан ӑнланса илчӗ те, — эпӗ сана ҫӗлеме корова парасшӑнччӗ, — тесе хӑй те йӑваланса кула пуҫларӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пазухин ҫамрӑк юрӑҫа тав тумалӑх мӗн те пулин парасшӑнччӗ, анчах ҫумӗнче нимӗн те тупаймарӗ, кӗсйинче пӗр пӗчӗк кӗнеке ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пайтах шухӑшчӗ пуҫра каҫхине, йӑлтах Аньӑна уҫса парасшӑнччӗ вӑл.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫаксене шута илсе, Кузнецов ӑна Разинпа Пугачев ҫинчен, хресченсем хушшинчи революцилле юхӑмпа рабочи класс ҫинчен те ӑнлантарса парасшӑнччӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чухӑн ҫын хӗрне ӑмсанма кирлӗ мар тесе канаш парасшӑнччӗ Ҫтаппан, анчах Ваҫлин юлашки сӑмахӗсем ун чӗрине те кайса тиврӗҫ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук тутӑра каялла парасшӑнччӗ, Якур тытмарӗ:

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл Татьяна хӑйне мухтани ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, ашшӗле Макҫӑм пырса ҫитни чӑрмантарчӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ хамӑн чӗре ҫуннине ҫеҫ каласа парасшӑнччӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахтупай ӑна хӑваласа ҫитсе пӗрре-иккӗ чышкӑ парасшӑнччӗ — хапхаран игумена хирӗҫ Северьян кӗни кансӗрлерӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed