Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памасть (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Касак Ваҫҫи пире тарма та памасть, вӗҫсӗр-хӗрсӗр ӑшалантарать.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Никам та илеме кивҫен памасть, вӑл ҫавӑнпа типсе ҫухалнӑ мар-и кӑмӑлӗпе — никам та шӑвармасть ҫак маннӑ «пахчана» — турри хушмарӗ.

Help to translate

«Ҫунса пӑхаҫҫӗ куҫусем ҫаплах...» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 46 с.

Ҫамрӑка урӑххи канӑҫ памасть: «Ҫакӑнта француз хӗрӗ тухса кӑшкӑрашма тытӑнсан — пуҫа ӑҫта чикес?» — шухӑшлать вӑл.

Но его заботит другое: а вдруг сейчас сюда выйдет француженка и всем расскажет, что с ним произошло? Куда ему тогда деваться?

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Канӑҫ памасть пулмалла илем таврари халӑха.

Не дает им покоя чужая красота — и все тут!

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эсӗ никамран нимӗн илместӗн (тӗрӗссипе никам нимӗн памасть сана), ҫав вӑхӑтрах санран хӑвӑнтан ҫӗр те пӗр тӗрлӗ куланай, хырҫӑ-марҫӑ, тӳлевсем тӑпӑлтараҫҫӗ — ҫӗрпе усӑ курнӑшӑн теҫҫӗ, выльӑх усранӑшӑн, вӑрман каснӑшӑн, ача ячӗ хунӑшӑн, чӑваш пулнӑшӑн, вырӑсла пӗлменшӗн, тӗне кӗме килӗшменшӗн…

Ты никогда ни у кого ничего не берешь и не просишь (вернее, если даже попросишь — не дадут), в то же время с тебя дерут три шкуры — сто один налог и платежи за то, за это… За то, что пользуешься землей; за то, что выращиваешь скот; за то, что рубишь лес; за то, что не крещен…

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун пак ашкӑнма никам та ирӗк памасть сире.

Этого вам никто не позволит.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӗри ҫеҫ вырӑнта мар унӑн, ҫавӑ канӑҫ памасть ӑна.

Но сердце ее было не на месте.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пачӑшки канӑҫ памасть.

— Батюшка покою не дает.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул кас-пус памасть.

Но Яндул упирается.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Сӑр урлӑ каҫсан чӑвашла ыйтнипе сана никам та пӗр татӑк ҫӑкӑр памасть.

— Переплыви вон через Суру — и никто тебе куска хлеба не подаст, ежели попросишь по-чувашски.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Никам та хирӗҫ сас памасть, Тӑван та тус, тӑван та, тус та унӑн ҫук.

Help to translate

Куккук // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Пӳртри, вӗсен пӳртӗнчи пулемёт партизансене пуҫ ҫӗклеме памасть иккен.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Ку ҫынна темӗнле шухӑш канӑҫ памасть пулас.

Не дает покоя какая-то мысль этому человеку.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн канӑҫ памасть — сӑнать, йӗрлесе ҫӳрет.

Ведь он мне ни днем ни ночью покою не дает, все выслеживает, вынюхивает.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Акӑ ӗнтӗ кӗҫех каҫ пулма кирлӗ; ӑна ҫаплах никам та чӗнмест, нимӗн те ыйтмасть, нимен те каласа памасть.

И вот во дворе уже ночь, а его до сих пор не зовут, ни о чем не спрашивают, ничего не говорят.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйне Мултиер хӗл каҫипе те пӗр улӑм пӗрчи памасть!

И чем только жив этот бородатый хитрюга — ведь ему Мульдиер за всю зиму не бросит и соломины!

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле чӗнмест, аллине те памасть, вӑл — ҫиет.

Но Илле Щеголь словно не слышит, не подает руки, он — ест.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ферзьпе вӑйӑ пуҫлани ним усси те памасть: патша сӑнӗ ҫав-ҫавах кичем, салху…

Он удивлен: новость-ферзь не произвела на государя того впечатления, которого он ждал, царь по-прежнему равнодушен, мрачен…

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Анчах асту: Михетер Хӗрне памасть ҫукалла.)

Help to translate

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сӑмах вал хытӑ — Улӑштарма памасть йӑла.

Help to translate

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed