Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памалла (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Кунта ҫакна ӑнлантарса памалла.

Тут следует пояснить.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Халӗ пирӗн ҫак ҫын мӗншӗн чӗрӗ талисман пӗлтерӗшӗпе ҫӳренине ӑнлантарса памалла; талисман — хӑйсем, мӗнле каламалла, йӗркеленӗ теветкеллӗхе професси туса хунӑ ҫынсемшӗн.

Теперь нам пора объяснить, почему этот человек играл роль живого талисмана для людей, профессией которых был организованный, так сказать, риск.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Юратӑва, унӑн шухӑшӗпе — ҫут ҫанталӑкӑн ӗмӗрхи ултавне — тахҫанах архива памалла, романсене вара кӑвайт чӗртсе ҫунтарса ямалла.

Любовь, по его мнению, — вечный обман природы, — следовало бы давно сдать в архив, а романы сжечь на кострах.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— «Иккӗмӗш пункт, — терӗ штурман. — Пӗтӗм япалана, кӑйкӑр сунарне ӳкернӗ виҫӗ кавирсӗр пуҫне, Гарвея парнелетӗп. Кавирсене Аяна памалла, ача вӗсене пӑхма юрататчӗ».

«Второй пункт, — сказал штурман. — Все вещи, за исключением трех ковров, на которых изображена охота с соколами, дарю Гарвею. Ковры отдать Аяну, мальчик любил их рассматривать».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

1) Манӑн хамӑн укҫана, тӑхӑр ҫӗр утмӑл ылтӑн фунта, вӑл сӗтелӗн хыҫалти сулахай ури айӗнче, хӑмана ҫӗклесен, — пурне те, никама сиктерсе хӑвармасӑр, пӗр тан валеҫсе памалла».

1) Мои собственные деньги, девятьсот шестьдесят фунтов золотом, что под левой задней ножкой стола, подняв доску, — всем поровну и без исключения».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Е хӗҫпӑшала памалла, е…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ниепле те пӗтме памалла мар Экеҫре революцичченех чӑмӑртаннӑ ниме ушкӑнне.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Укҫа та памалла сана, анчах вӑл тӗлӗшпе, шел, ман ҫемьере хӗсӗкрех-ха…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен кашни хурах айӑпне тӗрӗс пӗлмелле, ҫавна кура хӑйне тивӗҫ наказани памалла.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кок виски вырӑнне йӑнӑшпа уксус эссенцине хыпса лартнӑ, выртать, йынӑшать, ыран вара — чӑн-чӑн ылтӑнпа — тӑватӑ уйӑхшӑн шалу памалла.

Кок по ошибке вместо виски хватил уксусной эссенции, лежит и стонет, а завтра выдача жалованья настоящим золотом за четыре месяца!

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Салхуллӑн тумланчӗ, кӑмӑлӗ туртмасӑрах ирхи апат тукаларӗ, хаҫат вулама манса кайрӗ, ҫав вӑхӑтрах — каласа памалла мар тӗллевсӗр тимлӗх тӗнчине путса — нумайччен чӗлӗм мӑкӑрлантарчӗ; чун-чӗри йышӑнман ӗмӗтсем пӗр-пӗрне пӗрешкел хӑватпа пӗтерсе тӗтреллӗн сике-сике тухакан сӑмахсен хушшинче куҫса ҫӳрерӗҫ.

Он мрачно оделся, неохотно позавтракал, забыл прочитать газету и долго курил, погруженный в невыразимый мир бесцельного напряжения; среди смутно возникающих слов бродили непризнанные желания, взаимно уничтожая себя равным усилием.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗччен chrio18@rchuv.ru электрон адреспа ярса памалла.

Работы следует отправить на электронный адрес chrio18@rchuv.ru до 18 марта.

«Упрар тӑван чӗлхемӗре» конкурс иртет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31237.html

Пирӗн ҫавнашкал пулӑшу ӗҫӗсене, ҫав шутра халӑхпа ҫыхӑнса ӗҫлемелли халь ӗҫлекен порталпа тата «Инцидент-менеджментпа» усӑ курса, малалла аталантармалла, ҫынсене хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерме тата анлӑн сӳтсе явмалли ыйтусене татса парас ӗҫе хутшӑнма пулӑшакан майсем туса памалла.

Нам следует и дальше развивать такие услуги, в том числе через уже работающие портал обратной связи и «Инцидент-менеджмент», предоставляя гражданам возможность выражать свое мнение и участвовать в решении широкого круга вопросов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Пирӗн республика территорийӗнче пурӑнакан мӗнпур халӑха хӑйӗн культурипе йӑли-йӗркине тата тӑван чӗлхине тивӗҫлипе сыхласа упрама майсем туса памалла.

Необходимо создавать условия для культуры, традиций и родных языков всех национальностей и народов, проживающих на территории республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Чӑваш Ен Культура министерствин пӗтӗм ыйтӑва кӗске вӑхӑтра татса памалла тата Чӑваш Ен Строительство министерствипе пӗрле объекта укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли программӑна кӗртмелли проект ӗҫӗсене пуҫарса ямалла.

Минкультуры Чувашии в кратчайшие сроки предстоит решить все формальности и совместно с Минстроем Чувашии запустить процесс проектных работ для включения объекта в программу финансирования.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Килте ларса урок вӗренес йӗркене тӑсассипе тӑсмассине паян иртекен оперштабӑн ларӑвӗнче татса памалла.

Решение о продлении или завершении домашнего образование будет принято на заседании оперштаба, что должен состояться сегодня.

Улатӑрти шкулсенче – карантин // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30943.html

Кун пек чухне ҫынна калаҫма ирӗк памалла.

Help to translate

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫамрӑксене ҫул памалла.

Help to translate

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Суд пуҫланиччен ман ҫыннисемпе курса калаҫмалла, сӗнӳсем памалла.

Help to translate

Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Ҫук, Юрий, тупмаллах ман ҫул-йӗр, тӗрмене лартма памалла мар Вероникӑна, — куҫӗсемпе чӳречене тӗллесе калаҫрӗ Юрий.

Help to translate

Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed