Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана ҫапла туйӑнать: уйрӑм ҫын ӑсӗ аталанасси ӑрусен ӑсӗ аталанакан ҫулпах пулса пырать, тӗрлӗ философиллӗ теорисен никӗсне хывӑннӑ шухӑшсем ӑсӑн уйрӑлми пайӗсем пулса тӑраҫҫӗ; анчах кирек кам та ҫав философиллӗ теорисем пурри ҫинчен пӗличченех вӗсене мӗн чухлӗ те пулин тӗшмӗртетех.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пур ҫӗрте те пулемет пайӗсем, шомполсем выртаҫҫӗ, пӑшал ҫӑвӗ те пур.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах та, ан тив, ҫав поселоксем мӗн пуҫламӑшӗнченех пӗр пӗтӗмӗшлӗн пайӗсем пек курӑнччӑр, хулана ӳссе сарӑлма кӑтартса тӑракан пӗр алӑ пулни сисӗнтӗр.
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Сӑмахран, ҫунатсем самолётӑн чи паха та кирлӗ пайӗсем шутланаҫҫӗ.
Пӑрланнӑ шлем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӑл ӗҫлеме аэроплан пайӗсем выртакан сарайне вырнаҫнӑ.
34. Килте тата ют ҫӗрсенче вӗҫнисем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
«Тӑрӑннӑ чухне малти рульне тытса тӑракан рама хуҫӑлнӑ, анчах машинӑн чи кирлӗ пайӗсем тӗрӗс юлнӑ. Ваннисене 1–2 кунта тӳрлетсе ҫитерме май пулнӑ».
26. Татах вӗҫеҫҫӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Ҫӗнӗ аэропланӑн пайӗсем, хатӗрӗсем, мотор т. ыт. килсе ҫитеймен.
22. Хатӗрленеҫҫӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Самолет хӑш вырӑнта вӗҫни, машина пайӗсем мӗнле ӗҫлени тата экипаж членӗсем хӑйсене мӗнле туйни ҫинчен кашни сехетрех пӗлтерсе тӑмалла пулнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Самолетсем пухакан цеха Поликарпов проекчӗ тӑрӑх тунӑ хӑвӑрт вӗҫекен истребитель пайӗсем пырса тӑнӑ.В сборочный цех поступали детали поликарповского скоростного истребителя.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Юсав пайӗсем ҫуккипе ӗҫ чарӑнса ларнӑ тӗслӗх пулман.Случаев, когда работы останавливались из-за отсутствия запасных частей, не было.
Ака уйӑхӗ ҫывхарать, акана хатӗрленме хушать // О. ПАВЛОВА. Авангард, 2021.03.19
Ҫыран хӗррине сапаласа пӑрахнӑ ещӗксем, машина пайӗсем, хурҫӑ трубасем юр айӗнчен курӑнса выртаҫҫӗ.Разбросанные по берегу, из сугробов торчали ящики, детали машин и стальные трубы.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑй месерле, кӑкрисене мӑкӑртса, аллисене пуҫӗ айне хурса выртать; унӑн сапаласа янӑ тӗксӗм ҫӳҫӗсем, йӑлтӑртатакан хура лакпа хутӑшса, рояль хуппи ӑшне кӗрсе кайнӑ пекех курӑнаҫҫӗ, вӑл сӗтел патнелле мӗн чухлӗ ҫывхарса пычӗ, унӑн кӗлеткин пайӗсем ҫав тери уҫӑмлӑрах палӑрчӗҫ, хулхушшинчи, хырӑм ҫинчи ҫӑмӗсем куҫа ытларах та ытларах курӑнса пычӗҫ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Вӗренӳ курсӗ икӗ уйӑх хушши тӑсӑлӗ, унта теорипе практика пайӗсем пулӗҫ», - тесе каласа панӑ Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Фермер шкулӗ» вӗренӳ проектне пурнӑҫлама старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=ec ... b4575c9e35
Халӗ, пӗр-пӗччен тӑрса юлсан, ҫемьери пурнӑҫӑн уйрӑм пайӗсем пинӗ-пинӗпе пуҫа килсе кӗреҫҫӗ.Сейчас, как только остаюсь один, припоминаются тысячи семейных этих подробностей.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Производствӑпа техника отделне вӑл ҫӗнӗрен организацилерӗ, вӗсенче производство пайӗсем тӑрӑх темиҫе отдел тата проектсем тӑвакан пӗр пысӑк ушкӑн турӗ, унта проект ӗҫне пӗлекен мӗнпур специалистсене кӗртрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Трубасем, задвижкӑсем, насус станцисен оборудовани пайӗсем Наркомвнешторг урлӑ панӑ заказпа ҫыхӑнса тӑнӑ, вӗсене часах илессине шанса тӑма та пулман.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Кайӑкӑн пӳ ҫывӑхнерех тӑракан ҫунат пайӗсем, вӗсем тытӑнтарса тӑракан ҫийӗсем пулаҫҫӗ, ҫуната хыттӑн ӑвӑсакан вӗҫӗсем — пропеллер вырӑнӗнче пулаҫҫӗ.
6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Акӑ мӗнле чее вӗсем сӑмахӑн пӗчӗк пайӗсем — приставкӑсем, вӗсем сӑмах пӗлтерӗшне улӑштараҫҫӗ!Вот какие хитрые эти маленькие частицы, меняющие смысл слова!
Ленӑна ҫав тери йывӑр // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Казак сӑннисен вӗҫӗсем, хӗҫпӑшалсен металлӑ пайӗсем хӗвел ҫинче ҫунаҫҫӗ.Сияли концы длинных казачьих пик, сверкали металлические части на амуниции и оружии.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Акӑ мӗншӗн: шыв шӑнсан, унӑн пайӗсем пӗр-пӗрин ҫумне урӑх тӗрлӗ ҫыпҫӑнаҫҫӗ те, вӗсем хушшине пушӑ вырӑн ытларах юлать.
Сивӗре йывӑҫсем мӗншӗн шартлатаҫҫӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.