Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нулатса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Нулатса ан пырӑр, Ҫемен Григорьевич.

— Да не нукайте, Семен Григорьевич.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Эсӗ мана «нулатса» ан тӑр!

— Ты мне не «нукай»!

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Юрӑ шӑранма пуҫларӗ ҫеҫ, — лавсем ҫинче калаҫса пыракан казаксен сассисем харӑсах шӑпланчӗҫ, утсене нулатса хӑвалани илтӗнми пулчӗ, пин ытла лавлӑ обоз вара, тарӑн та черчен чӗмсӗрлӗхе путса, шӑппӑн малалла шуса пычӗ.

Как только зазвучала песня — разом смолкли голоса разговаривавших на повозках казаков, утихли понукания, и тысячный обоз двигался в глубоком, чутком молчании.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хуторти анкартисенче кашни хутрах минутлӑха та пулин ӗҫ чарӑнса тӑчӗ, хӗрарӑмсем шиклӗн сӑхсӑхрӗҫ, тӑванӗсене аса илсе, кӗлӗ сӑмахӗсене пӑшӑлтатнӑ май, хаш! та хаш! кулянса сывларӗҫ, унтан каллех вара йӗтемсем ҫинче чул хӑлтӑркӑчсем янӑравсӑррӑн хӑнтӑртатса кайрӗҫ, арҫын ачасем утсемпе вӑкӑрсене нулатса хӑваларӗҫ, веялкӑсем шӑлтӑртатрӗҫ, ӗҫ кунӗ каллех хӑйӗн еккине кӗчӗ.

На гумнах на минуту приостанавливалась работа, бабы крестились, тяжело вздыхали, вспоминая родных, шепча молитвы, а потом снова начинали глухо погромыхивать на токах каменные катки, понукали лошадей и быков мальчишки-погонычи, гремели веялки, трудовой день вступал в свои неотъемлемые права.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл татах темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫав самантра хыҫалта урапа лӑчӑртатса ҫывхарнӑ, ут чӗрнисем пылчӑк тӑрӑх янӑравлӑн лачлаттарса пынӑ тата тахӑшӗ лашине нулатса хӑваланӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Она еще что-то хотела сказать, но сзади послышалось тарахтенье колес, звучное чмоканье конских копыт по грязи и чей-то понукающий голос.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сакӑр лашапа темскер турттарса килеҫҫӗ; калаҫни, утсене нулатса хӑвалани, намӑс сӑмахсемпе ятлаҫни илтӗнет.

Лошади восьмеркой тащили что-то, слышались говор, понуканье, матерная ругань.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кӳлсе тӑратман-ха, нулатса ан тӑр.

— Не запрег ишо, не нукай.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed