Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниҫтан the word is in our database.
ниҫтан (тĕпĕ: ниҫтан) more information about the word form can be found here.
Роберт ура ҫине тӑчӗ, ӑна ниҫтан та сиен туман, ниҫтан та чӑрмаласа ӗлкӗреймен тепӗр ҫекундран вӑл аппӑшӗн ытамне кӗрсе ӳкрӗ.

Роберт поднялся на ноги невредимый, без единой царапины, через секунду он был уже в объятиях сестры.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку ҫӗрсене ниҫтан та иртсе каймалла мар, чӑтма ҫук шӑрӑх, пӑчӑ, чирсем, ҫав ҫӗр ҫыннисен хаярлӑхӗ — ҫулҫӳревҫӗсемшӗн ниҫтан ҫӗнсе илмелле мар чӑрмав пулса тӑраҫҫӗ.

Эти пространства непроходимы; зной, болезни, дикость туземцев создают непреодолимые препятствия путешественнику.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫи-пуҫ кӑнттам пулман, ниҫтан та хӗсмен, хусканусем тума кансӗрлемен ⎼ ҫакӑ чӑвашсен илемлӗх виҫипе, кӑмӑл-сипечӗпе килӗшсе тӑнӑ.

Help to translate

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ниҫтан та ванман.

Help to translate

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах ниҫтан та ҫаклатма ҫук.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Халӗ ӗнтӗ никамран, ниҫтан пулӑшу ыйтаймӑн.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вилӗмӗ хапха ҫӳллӗшне пӑхмасӑр урлӑ каҫса кӗрет, йывӑҫ ҫуртра-и, кирпӗчрен хӑпартнӑ ҫуртӑн тимӗр алӑкӗ хыҫӗнче-и — пӗрех тупать, ниҫтан сывлӑш кӗрейми-тухайми чул хӑвӑлне тарса пытансан та хыҫалтанах пырать…

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Шыв ниҫтан та мар, ҫӗр тӗпӗнченех тухнӑ.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Тӑвӑл ниҫтан та мар, тӗпсӗр ҫӑл куҫран тухнӑ! — саспах персе ярать хӑй шухӑшне ача.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ку ҫеҫ те мар, пур ҫӗрте те питӗ шӑрӑх тӑрать, ниҫтан пӗр пӗлӗт татки шуса килни ҫук.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа Якур урӑх ниҫтан та каяс ҫук.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк тенкӗсӗр нихӑҫан та, ниҫтан та таврӑнман.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапла ҫав, шухӑшласа хунӑ чухне пӗтӗмпех йӗркеллӗ пек, усал ниҫтан та пырса ҫапӑнас ҫук пек.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Анчах ниҫтан та тухса тарма пултарайман вӗт-ха вӑл! — тенӗ Демахин.

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫуркуннепе кӑна туяннӑ плащне ниҫтан та тупаймарӗ.

Help to translate

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Тӗслӗхрен, виле ҫинче шӑнасем «ниҫтан» пулса кайнине кӑтартнӑ.

Help to translate

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Кимӗсене халех туянар, патне ҫитсен — пӗвене шыв тулсан, ниҫтан та тупаймӑпӑр.

Help to translate

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Ниҫтан пӗр пус укҫа тупма май ҫук.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Мана никам та, ниҫтан та илсе килмен.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑпсасем ҫинче ҫакӑнса тӑракан алӑк ҫавӑн чухне каялла хӑй вырӑнне анса ларнӑ, кашкӑр вара ниҫтан та тухма пултарайман.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed