Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл этем тата унӑн прависемпе ирӗклӗхӗсем чи пысӑк пуянлӑх пулнине пӗлтернӗ, гражданла обществӑна пӗрлештерме шанчӑклӑ никӗс хывнӑ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/12/12/news-3731457
Эсир пурсӑмӑра та тӑрантаракан ҫӗр-аннемӗре тивӗҫлипе пӑхса тӗрӗс-тӗкел упрассишӗн пӗтӗм вӑйӑра тата чун хавалне шеллемесӗр тӑрӑшатӑр, ырми-канми ӗҫӗрпе экономикӑна аталантарма ҫирӗп никӗс хыватӑр, халӑха лайӑх пахалӑхлӑ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан продукципе тивӗҫтеретӗр.
Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/07/news-3679647
Пирӗн шухӑшсен тасалӑхӗ, чун экологийӗ хальхи тата пулас ӑрусем валли ҫут ҫанталӑкӑн лайӑх хутлӑхне, таса экологиллӗ Чӑваш Ен туса хумалли шанчӑклӑ никӗс пулса тӑмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Шалти тӗрӗслев материалӗсем вара вӗсене явап тыттармалли никӗс пулса тӑраҫҫӗ.Основанием для их привлечения к ответственности являются материалы внутренних проверок.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Адвокатӑн хӑш-пӗр сӑмахӗ тӑрӑх ҫапларах шухӑшлама никӗс пур: вӑл мана ӗненмест е ҫав пӑтӑрмах ҫинчен хӑй питех те лайӑх пӗлет, ҫавӑн-пах хӑйне ӗненмелле тытма тӑрӑшать.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗрме стени леш енне дюйм чухлӗ те иртмелле мар — тӳрех никӗс айнелле чавмалла.Нет нужды проходить за тюремную стену даже на дюйм — рыть прямо под фундамент.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Чӑн та, судӑн халӗ ӑна контрабандист тата притон тытавҫӑ тесе йышӑнма мӗн пур никӗс пур, ҫавӑнпа та вӑл, малтан шухӑшланӑ пекех, чи кирлине каламашкӑн суд пуласса кӗтес терӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Суккӑрла, тулли ӗненӳ — тӗп никӗс.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эппин, Телегин ӑнӑҫлӑхӗ валли Крапивин ҫирӗп никӗс хывайрӗ-и-ха?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Культурӑпа истори хаклӑхӗсем ҫинче никӗсленсе тӑракан вӗренӳ —вӗрентӳ — воспитани ӗҫӗ лайӑх аталаннӑ, сывӑ тата социаллӑ яваплӑхлӑ ҫынна пӑхса ӳстермелли шанчӑклӑ никӗс шутланать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Хулашӑн та, ялшӑн та пӗрешкел культура хутлӑхӗн хальхи инфратытӑмӗ обществӑна ҫирӗппӗн те килӗшӳллӗн аталантармалли никӗс пулса тӑнине эпир пурте лайӑх ӑнланатпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Эпир ҫӳлерех асӑннӑ программа шайӗнче тума пуҫланӑ ӗҫ лайӑх никӗс хывса хӑварчӗ.Начатая нами работа в рамках вышеназванной программы заложила хороший фундамент.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Паха пӗлӳ тата малта пыракан наука – патшалӑхӑмӑра экономика тӗлӗшӗнчен ҫирӗппӗн аталантармалли тата унӑн гражданӗсен пурнӑҫӗн ырлӑхне ӳстерсе пымалли шанчӑклӑ никӗс.
Михаил Игнатьев Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/01/news-3922265
Эсир хӑвӑр ӗҫӗре тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани, яваплӑха туйса тӑни тата профессири ӑсталӑхӑр промышленноҫа, общество инфратытӑмӗпе социаллӑ сферӑна ӑнӑҫлӑ аталантармалли шанчӑклӑ никӗс пулса тӑраҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Химик кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/26/news-3864468
Эсир тӑван ҫӗре юратни, профессири пысӑк ӑсталӑхӑр тата суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑнни муниципалитетсене ӑнӑҫлӑн аталантармалли никӗс пулса тӑраҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/20/news-3832734
Луганскпа Харьков металисчӗсем кӗперӗн аркатса антарнӑ фермине сӳтнӗ, шахтерсем кӗперӗн пӗрремӗшпе иккӗмӗш чул юписем хушшине никӗс хывмалли вырӑн чавнӑ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Корнилов вара хӑйне валли чылай пысӑк никӗс, тата нумай хӗҫпӑшал туянӗ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӑшман тылӗнче халӑх пулӑшӑвӗ пирӗншӗн ҫирӗп никӗс пулса тӑнӑ.
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Никӗс ҫук ун айӗнче.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫапла вара, «патриотла никӗс ҫинче» патша революционерсене мир сӗннӗ.Царь предлагал, таким образом, революционерам мир «на патриотической почве».
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.