Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку вӑл яланах ҫапла пулать: ҫын пуҫне мӗн те пулин шырас шухӑш пырса кӗчӗ пулсан, вӑл пур ҫӗрте те хӑй мӗн шыранине тупать; нимӗнле йӗр те ҫук пултӑр, вӑл пурпӗрех лайӑх палӑрса выртакан йӗр курать; мӗлки те ан пултӑр, вӑл ҫапах та хӑйне мӗн кирлин мӗлкине ҫеҫ мар, хӑйне кирлине пурне те курать, питӗ тӗплӗ-йӗрлӗ курать, ҫав йӗрсем вара вӑл ҫӗнӗрен пӑхнӑҫемӗн, унӑн ҫӗнӗ шухӑш ҫуралнӑҫемӗн лайӑхрах та лайӑхрах курӑнма пуҫлаҫҫӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Макар ун ури айӗнче тӑм чӑштӑртатнине те, хыт хуран типӗ тунисем хуҫӑлнине те илтменччӗ, хӑйӗнчен пӗр пилӗк утӑмра малалла ӳпӗнсе тӑракан ҫын мӗлкине курсан, вӑл шартах сикрӗ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тупма пултарайманнисем — кахалсем е хӑравҫӑсем, е пурнӑҫ мӗн иккенне ӑнланмаҫҫӗ вӗсем, мӗншӗн тесен, ҫынсем пурнӑҫа ӑнланаҫҫӗ пулсан, вӗсенчен кашнийӗнех ҫӗр ҫине хӑйӗн мӗлкине хӑварас килӗччӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Эсир уйрӑлучченех уйрӑлнӑ, юратӑва мар, хӑвӑр шухӑшласа кӑларнӑ юрату мӗлкине ҫеҫ ӗненнӗ, — акӑ пӗтӗм вӑрттӑнлӑх.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗлӗт ӑшне кӗтӗмӗр эпир, икӗ асамат кӗперӗ карӑннӑ ҫӗрте, аялта, хамӑр самолетӑн мӗлкине питӗ лайӑх куртӑм эпӗ.Мы вошли в облачко, и в двойном кольце радуги я увидел внизу отчётливую тень нашего самолёта.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрре ҫеҫ, вӑл пӗр ачаран вӑхӑтлӑха ыйтса илнӗ инҫене пӑхмалли труба витер ҫеҫ, виҫӗ мӑръеллӗ, мачта ҫине хӗрлӗ ялав ҫакнӑ шупка симӗс броненосец мӗлкине курнӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
…Ҫутти тахҫанах курӑнать, штора тӗлӗнче Кораблевӑн пысӑк хура мӗлкине эп курса тӑтӑм.…Давно уже горел свет, и на шторе я видел длинный чёрный силуэт Кораблёва.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртсан, вал шывра кутӑн тӑракан ҫыран мӗлкине курчӗ, унтах, шыв ҫинче выртакан ҫаврака ҫулҫӑсем хушшинче, сарӑ кувшинкӑсемпе шурӑ лили чечекӗсем ярӑнса тӑраҫҫӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл тӗксӗм те хӑрушӑ горизонт ҫинче темиҫе ҫӳллӗ шӗвӗр ҫурт тӑррисене, темиҫе ватӑ йывӑҫ тата чугун ҫул ҫинчи водокачка мӗлкине курчӗ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсем палӑртнӑ вырӑна хӗрелсе кайса тата хытӑ хашкаса ҫитрӗҫ те ҫывӑхри хурама мӗлкине канма, табак туртма выртрӗҫ.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
8. Акӑ Ахаз картлашкийӗсем ҫине ӳкнӗ хӗвел мӗлкине Эпӗ вунӑ картлашка каялла шутарӑп, тенӗ.8. Вот, я возвращу назад на десять ступеней солнечную тень, которая прошла по ступеням Ахазовым.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.