Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирхине шурӑ тусем ҫине хӗллехи мӑран хӗвел тухнӑ-тухман, ӑшӑ ыйтса ӑна тархасланӑн, ял мӑрйисенчен тухакан шурӑ тӗтӗм юписем тӳпене пӑраласа шӑтараҫҫӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсене ӗнтӗ тем пысӑкӑш пӑрахутсем, мӑрйисенчен тӗтӗм капламӗсем кӑларса, ҫыран хӗрринче кӗтсе тӑнӑ.Их уже ждали огромные пароходы, стоя у берегов, выпуская из труб клубы дыма.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӑрахут мӑрйисенчен хура тӗтӗм каплам-капламӑн явӑнса хӑпарнӑ, унтан майӗпен таса сывлӑшра ирӗлсе пӗтнӗ.Черный дым тяжелыми порывами лез из труб пароходов и медленно таял в свежем воздухе.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Венгрире ҫеҫке ҫурнӑ садсем тӑрӑх сапаланса ларнӑ ҫуртсен мӑрйисенчен ирхи тӗтӗм ҫӗкленнӗ.Из труб венгерских домов, разбросанных в гуще зацветающих садов, валил утренний дым.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӳрт мӑрйисенчен, чукчасен ярангисемпе эскимоссен пӗчӗк хӳшшисенчен кӑвак тӗслӗрех тӗтӗм тухса тӳпенелле тӳп-тӳрӗ хӑпарать.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫатракаран туса тӑм шӑлнӑ мӑрйисенчен тӗтӗм тухать.Из труб, сплетенных из хвороста и обмазанных глиной, поднимались дымки.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
«Абхази» мӑрйисенчен ӑшӑ сывлӑш йӑсӑрланса хӑпарать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унта-кунта ҫуртсен мӑрйисенчен шурӑ тӗтӗм юписем ҫӗкленчӗҫ.Кое-где над домами появились тонкие струйки белесоватого дыма.
Йӑнӑш курӑннӑ-мӗн… // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 11–15 с.
Ирхине вара пуҫа сивӗ шывпа ҫӑвас та хӗрелнӗ куҫсемпе заводсен мӑрйисенчен тухакан тӗтӗме курас, шӑпӑр чӑштӑртатнине тата урамсене тасатакан хула ҫыннисем хуллен калаҫнине итлес, хула ҫыннисемпе мирлӗ темӑпа калаҫакан громкоговорителӗн инҫетри сассине илтес — вара каллех машина ҫине ларас та, каллех урамсем тӑрӑх пӗр сехет ҫитичченех ҫӳрес, ҫынсем хӑйсен хваттерӗсенчен урама тухса хӑюсӑррӑн кулма пуҫличченех тата ача-пӑча темӗне савӑнса алӑ ҫупма пуҫличченех ҫӳрес.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӗсем хушшинче чиркӳ ларать, вӑл та фабрика пекех хура хӗрлӗ, анчах тӑрри фабрика мӑрйисенчен лутрарах.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тӗрме картишӗнчен тин тухнӑ заключеннӑйсем чи малтанах ҫумӑрпа хуралса кайнӑ йывӑҫ ҫуртсен кирпӗч мӑрйисенчен тухакан тӗтӗме курчӗҫ, ӗнесем мӗкӗрнине илтрӗҫ, пӳрт тӑрринчен витрене юхса анакан ҫумӑр шывӗ шӑпӑртатнине илтрӗҫ, хӳме ҫинче ҫакӑнса тӑракан йӗпе кӗпе-йӗме курчӗҫ, чӗрӗ тӑпра, чӗрӗ йывӑҫ, пӳрт-ҫурт шӑршине тупса пачӗҫ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Акӑ тӗттӗмленнӗ вӑрман ҫинче ҫӑлтӑр ялтӑртатрӗ, хула шӑпланчӗ, еврейсен пӳрчӗсен мӑрйисенчен те тӗтӗм тухма чарӑнчӗ.
IX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Улӑм витнӗ пӳрт мӑрйисенчен ҫӑра тӗтӗм палкаса тухма тытӑнчӗ: ҫынсем ӗнте вутӑ-шанкӑ та хатӗрленӗ, вӑрмантан хӑйсен ӗнисемпе турттарса килнӗ.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑрҫӑ пачах тенӗ пек тӗкӗнменскер, пысӑкскер, вӑл фабрикӑсемпе заводсен мӑрйисенчен тухакан тӗтӗмпе сӳрӗккӗн тӗтӗрет, салтак аттисемпе шаккать, ялавсемпе, транспарантсемпе ҫатӑлтатать, ҫулкӑсемпе чаштӑртатать — нимӗҫсем урам хушшисене, тротуарсене шӑлса-тасатсах тӑраҫҫӗ-ҫке-ха.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хушӑран пӳрт мӑрйисенчен е пӗринчен, е тепринчен тӗтӗм палкаса тухни курӑнкаласа каять, е алӑк, е ҫӑл кустӑрми чӗриклетни илтӗнет.Изредка дымок выплывал то из одной, то из другой трубы, слышался скрип двери и колодца.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Отрядсем тата беженецсем кайма пуҫтарӑннӑ Кожуховка ялӗ таҫта инҫетре-мӗн, вӑрман леш енче, сулахайра; малта вара, ҫывӑхрах, ыйхӑран вӑранма ӗлкӗрнӗ Кабакино ялӗн мӑрйисенчен тӗтӗм мӑкӑрланать.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Пӳрт мӑрйисенчен тӗтӗм тухмасть.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Халь те ҫуртсем пӗр ҫутӑсӑр, анчах таҫта шӑв-шав илтӗнет, картишсенче вутӑ ҫураҫҫӗ: хӑшпӗр пӳртсен мӑрйисенчен тӗтӗм тухса ҫилпе саланать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Григорий, пӳрт мӑрйисенчен шӑвӑнса тухакан кизек тӗтӗмӗпе ҫӑткӑннӑн сывласа, хутор витӗр тухрӗ.Жадно вдыхая горький кизячный дым, выползавший из труб куреней, Григорий проходил хутор.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ольховецсене юр тасатма вӑрман хӗрринчен пуҫласа, мӑрйисенчен халь тӗтӗм мӑкӑрлантарса ларакан пысӑках мар ял патӗнчи сӑрт тӑрринчен анаталла анакан ҫул патне ҫити уйӑрса хунӑ участок лекрӗ.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
- 1
- 2