Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайри пӳлӗмре, уҫӑ чӳрече умӗнче, ларакан Полли мӑнаккӑшӗ умне Том пырса тӑчӗ.Том явился к тете Полли, которая сидела у открытого окна в очень уютной комнате.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Томӗ ҫав вӑхӑтра пит тӑрӑшса хӳмене шуратма тапратрӗ, Полли мӑнаккӑшӗ, хӗпӗртенӗскер, туфли йӑтса, ҫапӑҫу хирӗнчен мӑнаҫлӑн аяккалла пӑрӑнса утрӗ.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Киле вӑл каҫхине, вӑхӑт нумай иртсен тин, таврӑнчӗ, пӳрте чӳречерен хуллен кӗчӗ пулин те, мӑнаккӑшӗ тӗлнех пулчӗ.Он вернулся домой очень поздно и, осторожно влезая в окно, обнаружил засаду в лице тети Полли.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Том, — терӗ хайхи мӑнаккӑшӗ, — паян шкулта чылай ӑшӑ пулчӗ пулӗ?
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Савӑтран сахӑр катӑкӗсем йӑкӑрта-йӑкӑрта каҫхи апатне ҫинӗ хушӑра Полли мӑнаккӑшӗ ӑна тӗрлӗрен, питех те чее ыйтусем пачӗ, хӑй лартакан «серепесене» Том пырса лекӗ те каламалла маррине те астумасӑр персе ярӗ тесе ӗмӗтленчӗ вӑл.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӑнаккӑшӗ малтанах тӗленсе хытса тӑчӗ, унтан кӑмӑллӑн кулса ячӗ.Тетя Полли в первую минуту опешила, а потом добродушно рассмеялась.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӑнаккӑшӗ каялла ҫаврӑнчӗ те, инкекрен хӑтӑлас тенӗ пек, юбки аркине пуҫтарса тытрӗ.Старушка обернулась, подхватив юбки, чтобы уберечь себя от опасности.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Полли мӑнаккӑшӗ куҫлӑхне сӑмси ҫинелле антарса лартрӗ, куҫлӑх ҫийӗпе пӳлӗмелле йӗри-тавра пӑхса илчӗ; унтан куҫлӑхне ҫамки ҫинелле хӑпартса куҫлӑх айӗпе пӑхрӗ…